02 декабря 2009 г.
Раççей Пенси фончĕн чăваш Республикинчи Управленийĕ сусăр çынсене адреслă пулăшу пама 500 пин тенкĕ уйăрнă. Çавна май çул çитнипе е инвалид пулнипе ĕç пенсийĕ илекен 460 ĕçлемен инвалидăн счечĕсем çине укçа-тенкĕ куçать. Çакăн пек пулăшупа Чăваш Республикин 2009 çул валли пăхнă социаллă программипе тивĕçтереççĕ. Районсенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсем инвалидсен заявленийĕсене пăхса тухаççĕ, Пенси фончĕн вырăнти уйрăмĕсем социаллă пулăшу парассипе йĕркеленĕ мероприятисене ирттерме укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Кăçал РФ Патшалăх Думин депутачĕ, "Единая Россия" фракци членĕ К.Косачев çине тăнипе пирĕн республикăна 10 миллион тенкĕ укçа куçарса панă. Вĕсенчен 4 млн. тенки – ватă çынсемпе инвалидсене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ, Ваттисен тата Инвалидсен кунĕсем тĕлне адреслă пулăшу пама, 6 млн. тенки – республикăри психоневрологи интерначĕсене, ветерансен çурчĕсене, социаллă пулăшу кÿрекен центрсене тĕпрен юсама.
Раççей Пенси фончĕ Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕ Инвалидсен кунĕ тĕлне адреслă пулăшу пама пĕтĕмпе 39850 тенкĕ уйăрнă. Канашра пурăнакан 28 инвалид (пĕтĕмĕшле сумма 23200 тенкĕ), районта 13 сусăр çын (16650 тенкĕ) пулăшу илнĕ.
И.АНДРЕЕВА.