АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ-КĂВАРТАН АСĂРХАНĂР

27 ноября 2009 г.

Пушарсен 90 проценчĕ уйрăм çынсен кил хуçалăхĕнче тухать, тата ытларахăшĕ – çынсем вут-кăвартан сыхланмалли йĕркесене пăснипе. Вутра пурнăç тăршшĕпе пухнă пурлăх, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пĕтеççĕ, çынсем вилеççĕ. Юлашки пилĕк çулта уйрăм çын кил хуçалăхĕнче 346 хутчен пушар пулнă, вĕсенче 45 çын пурнăçĕ татăлнă. Кăçалхи вунă уйăхра кăна район территорийĕнче уйрăм хуçалăхсенче 67 хутчен вут-кăвар алхаснă, вутра 6 çын вилнĕ.

Вут-çулăм инкекĕнчен сыхланас тесен çак йĕркесене çирĕп тытса пымалла:

– шăрпăка ачасен аллине лекмелле мар вырăнта тытăр;

– кăмакасемпе мăрьесен юсавлăхне тĕрĕслесех тăрăр;

– кĕле кăларсан çурт-йĕртен айккинерех (10 метр) шăтăка тăкăр, çиелтен шыв сапăр;

– ĕçлекен газ, электричество приборĕсене сÿнтермесĕр, сетьрен кăлармасăр ан хăварăр, вĕсем сивĕнмесĕр тухса ан кайăр;

– электропроводка юсавлине пăхсах тăмалла. Вăхăтлăх проводкăпа е япăххипе усă ан курăр.

Асра тытăр! Çаксене тума юрамасть:

– электроплиткăсемпе, электрочейниксемпе, электроутюгсемпе çунман подставка çине лартмасăр усă курма;

– çунакан лампăчкăна хаçатпа, çитсăпа хупăрлама;

– юсавсăр электророзеткăсемпе, выключательсемпе, электроприборсемпе, харпăр хăй тунă предохранительсемпе усă курма;

– çиелтен пыракан шалти электропроводка çийĕн шпалер çыпăçтарма;

– хуралтăсем çывăхне кăвайт чĕртме, вĕри кĕл кăларса тăкма.

Çапах та инкек сиксе тухрĕ пулсан çийĕнчех пушар хуралне 01, 112 е 2-13-37 телефонпа шăнкăравламалла. Хăрушлăх çинчен пĕлтернĕ хыççăн вутран çынсене хăтарма, пурлăха кăларма, ал айĕнчи хатĕрсемпе пушара сÿнтерме, вутра суранланнă çынсене пирвайхи пулăшу пама тăрăшмалла.

Астăвăр: вут-кăвартан сыхланма ăна сÿнтерессинчен ансатрах.

Н.ПАВЛОВ,

Канашри пушар хуралĕн

9-мĕш отряд пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика