АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ЯЧĔПЕ

27 ноября 2009 г.

Хула шкулĕсенче вĕренекен ачасен ытларах пайĕн ашшĕ-амăшĕ ялта çуралнă, тăван чăваш чĕлхипе калаçса ÿснĕ. Нумайăшĕ хулара пурăнсан та хăйсен ачине чăвашла та, вырăсла та тĕрĕс калаçтарма хăнăхтарать. Хăшĕсен вара ни апла, ни капла йĕркеллĕ пулмасть. Пĕр чĕлхе пĕр ăс, ик чĕлхе ик ăс тенĕ авалах. Мĕн калăн та, пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăнакан шкул ачисем кĕтмен çĕртен чăвашла шакăртаттарса калаçнине итлеме епле кăмăллă.

Çак кунсенче Канашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 8-мĕш шкулта хулари шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Мероприятие Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнине халалланă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литература кÿртĕмĕпе халăх сăмахлăхĕн пайĕн аслă сотрудникĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ В.Станьял та хутшăнчĕ унта.

Шкул директорĕ Б.Максимов пухăннисене Çеçпĕл уявĕ ячĕпе саламларĕ. Ентешĕмĕрĕн ятне яланах асра тытма, унăн шанăçне, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма ыйтса каларĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Агата Ивановăпа Сергей Алексеев Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. 8-мĕш «б» класс вĕренекенĕ Алексей Захаров тата 9-мĕш класс хĕрачи Валерия Егорова литература каçне – тĕлпулăва чăвашла питĕ килĕшÿллĕ, кăмăла килмелле ертсе пычĕç. Хула шкулĕсенче чăваш сăмахне вĕрентекенсен тĕл пулăвне, Çеçпĕл Мишшине халалланă литература каçне лайăх йĕркелес тесе Татьяна Егорова, Ольга Михайлова, Татьяна Гаврилова, Ирина Хумышева учительсем нумай тăрăшнă. «Çеçпĕл чечекĕсем», «Ĕç – пурнăç тĕрекĕ», «Асамат кĕперĕ», «Ĕмĕрлĕхе яту сан юлĕ» стендсем паха материалсемпе пуян.

8-мĕш шкулта ĕçлекен учительсен ушкăнĕ чăн-чăн чăваш ташши ташларĕ. Вĕренекенсем чăваш юррисене шăрантарчĕç. Çеçпĕл Мишшин сăввисене вулакансен конкурсĕ те пулчĕ. Ачасем тăрăшса хатĕрленни тÿрех курăнчĕ. Вĕсем сăвăсене вырăс акценчĕсĕр калаççĕ, хăйсене куракансен умĕнче тытма пĕлеççĕ.

– Канашри шкулсенче пултаруллă чăвашсем вĕреннине курса ĕнентĕм. Чăваш сăвви-юррине чуна тивмелле янратма пултараççĕ. Учительсен ташшине пăхса киленсе лартăм. Пĕтĕмпех яка, тинĕс хумĕ евĕр пĕр тикĕссĕн юхаççĕ. Мĕн савăнтарчĕ-ха мана; Чăваш сăмахĕ янăрани. Арçын ачасем те нумаййăн хутшăнчĕç мероприятие, – терĕ Виталий Петрович Станьял.

Сăвва илемлĕ вуласа 3-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Николай Марков тата 8-мĕш шкулăн 8-мĕш класс хĕрачи Екатерина Шумова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç; Татьяна Васильева (1-мĕш шкул, 11-мĕш класс), Настя Антонова (7-мĕш шкул. 9-мĕш класс) ик-кĕмĕшсем пулчĕç. 5-мĕш вăтам шкулăн 11-мĕш класс вĕренекенĕ Вадим Ефремов «Катаран каç килсен» сăвва чăн-чăн артист пек вуларĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

– Эпир маттур чăваш ачисене республикăра сăнаса тăратпăр. Артист чунĕллĕ Вадим тыткăнларĕ паян мана. Савăнтăм. Çапах та хула шкулĕсенче тăван литературăна вĕрентесси сĕвĕрĕлме пуçлани сисĕнет. Çак ыйту çине çивĕчреххĕн пăхмалла. Вĕрентÿ программине те çĕнетмелле, – терĕ В.Станьял.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика