27 ноября 2009 г.
ТАВРАЛĂХА ВАРАЛАНĂШĂН
Районти ял тăрăхĕсенчен пĕрин территоринче никамран ирĕк илмесĕр туса хунă çÿп-çап тата тĕрлĕ каяш куписем пысăкланса пыни çинчен хулапа район прокуратурине пĕлтернĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ. Экологи, çут çанталăк сыхлавĕ тата санитарипе эпидемиологи саккунĕсене пăхăнманни куç кĕрет. Прокуратура ответ тытакана вараланă çĕр лаптăкĕсене тасатса тăма йышăну кăларма ыйтнă.
Ответ тытаканăн представителĕ – ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕрĕслев тĕлне актра кăтартнă лаптăксем çÿп-çаппа тата тĕрлĕ каяшпа вараланчăк пулнине йышăннă. Çитменлĕхе пĕтернĕ, ял тăрăхĕн территоринчи тасамарлăха турттарса тăма çывăх вăхăтрах килĕшÿ тума палăртнă.
Суд прокуратура тавăçне пурнăçланă. Ял тăрăхĕнчен 2000 тенкĕ патшалăх пошлини шыраса илнĕ.
УЛТАВПА ПУЯЙМĂН
Волкова предприниматель (хушаматне улăштарнă) кăçалхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Мускавра вăрттăн сутакан çынсенчен контрафактлă DVD-дисксем туяннă. Вĕсене вăл Канашра хăй арендăна илнĕ суту-илÿ киоскĕнче сутса услам тăвасшăн пулнă. Тара тытнă сутуçă çак дисксене саккуна пăсса Кузнецовăпа Петровăна (хушамачĕсене улăштарнă) сутнă.
Судра Волкова хăйне хирĕçле тăратнă айăплавпа пĕтĕмпех килĕшнĕ. Ăна пĕр çулталăк ирĕк прависĕр условно хăварнă, 5000 тенкĕ штраф панă.
УРИНЕ ИРĔКЕ ЯНĂШĂН
Каçхине тăххăр çурăра икĕ милиционер хулан шалти ĕçсен пайĕн çуртне ÿсĕр Миронова (хушаматне улăштарнă) протокол çырма илсе пынă. Вăл хăйне питĕ лайăх мар тытнă, усал сăмахсемпе кăшкăрашнă. Милици çуртне хураллакан Борисов (хушаматне урăхлатнă) лăпланма ыйтнине хăлхана та чикмен. Миронов хăйне асăрхаттарнă милиционера кителĕнчен ярса тытнă та урипе чараран тапнă.
Судра Миронов хăйĕн айăпне йышăнман. Приговор çапла: влаç представительне Борисова тапса амантнăшăн 10 пин тенкĕ штраф панă.
НУМАЙ ШУТЛАСА ТĂМАН...
Пуçне хаяр шĕвекпе анратсан хăшĕ-пĕри ним мар урăх çын пулса тăрать. Чылай чухне вăл хаярланать, картран тухать. Çакăн пирки Смирнова текен хĕрарăм (хушаматне улăштарнă) пирки те калама пулать. Çакскер хăй пĕлекен Долгов (хушаматне улăштарнă) патне хăнана кайнă. Сĕм çĕрлечченех вĕсем эрех лĕрккенĕ.
Ÿсĕрĕлнĕçемĕн усалланса пынă. Юлашкинчен хирĕçсех кайнă. Чăтма пултарайман Смирнова хăйне путсĕр сăмахсемпе кÿрентерекен арçынна. Вăл сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса илнĕ те Долгов çинелле сулса янă. Урса кайнăскер ăна сулахай енчи кăкăрĕнчен хытах амантнă.
Смирновăна тĕрмене икĕ çула хупнă. Долгова сиплесе тăкакланă 12478 тенкĕ укçана çак пуçтах хĕрарăмран страховани компанийĕ валли шыраса илнĕ.
СĔТЕВ ИЛСЕ ЧУННЕ ВАРАЛАМАН
Çуллахи пĕр ăшă кун, сехет йĕпписем 17 сехет кăтартаспа, «Аниш» автоçул çинче икĕ автоинспектор çул-йĕр правилине пăснă автомашинăна тытса чарнă. Митрофанова (хушаматне улăштарнă) йĕркене пăхăнманшăн административлă штраф парасси çинчен пĕлтернĕ. Квитанци çырнă чухне водитель инспекторсене ĕç-пуçа «якатас» тĕллевпе 200 тенкĕ сĕннĕ. Анчах та пакунлисем хăйсен чунĕсене сĕтевпе «сĕрсе» варалама килĕшмен. Укçалла сутăнман.
Судра Митрофанов айăпа хăйĕнчен сирсе ярас тесе тăрăшман. Усси пур пĕрех пулмасса пит лайăх ăнкарнă вăл. Суд ĕçе тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă. Ăна çулталăка условно срок панă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.