АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИНКЕКПЕ ВĔÇЛЕННĔ

27 ноября 2009 г.

Канашри Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ урамри çуртра тискер пулăм пирки милици ĕçченĕсене пĕр хĕрарăм пĕлтернĕ. Çав каç вăл та асăннă çуртра хăнара пулнă. Унсăр пуçне тата икĕ арçын. Йышлă ушкăна кил хуçисем эрехпе сăйланă. Кĕрекерен çур çĕр иртсен тухнă хăнасем. Кил хуçипе унăн хут уйăрттармасăр пурăнакан мăшăрĕ хирĕçме тытăннă. 39-ти арçын кĕвĕçме пуçланă иккен, хĕрарăма пысăк чукмарпа çапнă. Лешĕ вара, эрехпе минренĕскер, аллине çĕçĕ тытнă. Малтан упăшкине суранлатнă, унтан вĕсен хушшине тăнă арçынна та лекнĕ. Иккĕмĕшĕ сурансене пула вырăнтах вилнĕ. Мĕн туса хунине ăнкарсан хĕрарăм çуртран тухса тарнă...

Ирина (ятне улăштарнă) хăйĕн айăпне пĕчĕклетсе кăтартма тăрăшнă, анчах следстви ĕç-пуçа уçăмлатсан урăхларах ÿкерчĕк палăрнă. Инкек пирки аса илесшĕн мар хĕрарăм. Суд Иринăна 8 çултан пуçласа 20 çулччен е яланлăхах ирĕкрен хăтарма пултарать.

М.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика