27 ноября 2009 г.
Шупашкара «Канашсем» ентешлĕх уявне кайсан Карăклă ялĕнче çуралса ÿснĕ П.Тихоновпа тĕл пултăм. Петр Тихонович Атăл тăрăхĕнчи М.Горький ячĕллĕ вăрман техника институтĕнче «Вăрман хуçалăхĕ» специальноçе вĕреннĕ. Ĕç биографине Улатăрта вăрман химийĕн мастерĕнчен пуçланă. Инженер-лесопатологра тăрăшнă. Кирери, Канашри, Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕсене ертсе пынă. Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн министрĕн çумĕнче, Вăрман хуçалăхĕн комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ. Пенси çулĕ çитсен малтан çак Комитетăн опытсем ирттерес енĕпе ĕçлекен специалисчĕ, каярахпа вăрман музейĕн директорĕ пулнă. 2002 çулта «Чăваш Енĕн XX ĕмĕрти вăрман хуçалăхĕ: истори опычĕ тата аталану урокĕсем» темăпа истори ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ĕçлеме чĕннĕ. Унта вăл чылай çул студентсем валли лекцисем вуланă, практика занятийĕсем ирттернĕ.
П.Тихонов – 29 кĕнеке, вăрман хуçалăхĕн историйĕпе çырнă 37 статья авторĕ. Нумай томлă чăваш энциклопедийĕ валли вăрман хуçалăхĕпе çыхăннă наука ĕçĕсем хатĕрлес енĕпе хастар. Петр Тихоновича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсемпе, ведомствăн кăкăр çине çакмалли паллисемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн, Чăваш АССР, РСФСР Вăрман хуçалăхĕн министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл – Чăваш АССР тата РСФСР вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр «Канаш ен» хаçат редакцине хăйĕн тăван ялĕ, Карăклă, çинчен çырнă кĕнекине парнелерĕ. Унта Çĕрпÿ уесĕ тата Çĕнĕ Мами вулăсĕ çинчен кĕскен çырса кăтартнипе, унти вăрмансемпе, Вăта шывĕпе паллашма, Карăклă ялĕ мĕнле пулса кайнине тата аталанăвĕн çул-йĕрне пĕлме пулать. 1773-1947 çулсенче пулса иртнĕ ĕçсем, вăл вăхăтри паллă çынсем çинчен çырнă. Фактсем, цифрăсем, архив докуменчĕсем нумай. Йăх тымарĕсем, лайăх çемье династийĕсем пирки пĕлме те интереслĕ. Педагогика тата вăрçă ветеранĕн Иван Герасимович Герасимовăн аса илĕвĕсене мăнукĕсем ыйтнипе пичетленĕ. Кĕнекене çемье альбомĕсенчи сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.
«Деревня Караклы» кĕнеке тăван тăрăха вĕрентекенсемшĕн, тавра пĕлÿçĕсемшĕн, студентсемшĕн, аслă классенче вĕренекенсемшĕн, çуралнă кĕтесе юратакансемшĕн питĕ усăллă.
В.АЧЧА.