25 ноября 2009 г.
Пратьякас Енĕш ялĕнче пурăнакан Алексейпе Алина Дмитриевсем çулĕсемпе çамрăк-ха. Апла пулин те вĕсене ял-йыш хисеплет. Вĕсене районта та аван пĕлеççĕ. Çак чыса çамрăк мăшăр ĕçчен-лĕхĕпе çĕнсе илнĕ. Ĕçре хастар вĕсем. Лайăх аттепе анне.
Алексейпе Алина пĕр çулпа 11 çул каялла Юратакансен кунĕнче, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, утма пуçланă. Туйра пухăннă укçапа çурт лартма пура туяннă. Çав çулах кĕркунне çĕн пÿрт ĕçки кĕрлеттернĕ. Майĕпен хуралтăсем те çĕкленнĕ. Ĕçчен çемье чăхсем, хурсем, кăвакалсем, икĕ сысна ами, икĕ вăкăр, икĕ ĕне тытаççĕ. Пĕр гектар çĕр çинче тĕрлĕ пахча-çимĕç ÿстереççĕ, утă çулса илеççĕ. Сĕт пухакан машина патне кашни ирех тулли пысăк савăтпа тухаççĕ. Çуркунне-кĕркунне сысна çурисем сутаççĕ. Çапла майпа пурнăçа пĕчĕккĕн лайăхлатсах пыраççĕ.
Кирпĕчрен çĕнĕ çурт купаларĕç. Киввине салатса гараж турĕç, иккĕмĕш хутра – çулла пурăнмалли çурт. Паллах, çурт лартма федерацин «Çамрăк çемьесене 2002-2015 çулсенче хваттер ыйтăвĕсене татса пама патшалăх пулăшăвĕ» тĕллевлĕ программăпа илнĕ укçа-тенкĕ çăмăллăх кÿнĕ. Харпăр хушма хуçалăха аталантарма çемье пуçĕ кредитпа «Т–25» трактор, прицеп, плуг, косилка, культиватор туяннă. Пушă вăхăта Алексей хурт-хăмăр ĕçĕпе ирттерет.
Нумаях пулмасть Алексейпе Алина тата вĕсен Андрей ывăлĕ тата Лена хĕрĕ, пĕчĕк çеç Гена çула çăмăл машинăпа туха пуçларĕç. Дмитриевсен килĕнче тирпейлĕхпе йĕрке хуçаланать. Пÿлĕмсенче таса та çутă, сĕтел-пукансене пĕлсе туяннă, куçа илĕртмелле вырнаçтарнă. Хăнасене тарават йышăнаççĕ.
Алина – ялти клуб администраторĕ. Яш-кĕрĕм пушă вăхăта усăллă та хаваслă ирттертĕр тесе тăрăшать. Çулĕсемпе çамрăках маррисем валли те мероприятисем йĕркелет.
Алинăпа Алексей Дмитриевсем çамрăксене ял хуçалăх продукцийĕсем туса илме тата çемьери ырă йăласене упраса хăварма хавхалантарас тĕллевпе ирттернĕ конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулчĕç. Алинăна çĕнтерÿ ячĕпе панă парнене илнĕ хыççăн ÿкерсе илме май килчĕ, шел, Алексей килеймен – ĕçсем нумаййипе ерçеймен ĕнтĕ вăл.
В.АЧЧА.