25 ноября 2009 г.
Хуçалăхри пысăк ĕçсене вĕçлесен çамрăксем ĕлĕк хĕр сăрисем ирттернĕ, улах ларма пуçланă. Ытларах ал ĕçĕ тунă. Халĕ кун пек йăла-йĕркене никам та тытса пымасть ĕнтĕ. Çапах та çамрăксен канăвне йĕркелемеллех. Пултаруллă яш-кĕрĕм тĕрлĕ конкурсра хăйĕн талантне кăтартать. Эрнекун ăсталăха кăтартмалли çакăн пек каç Уçырмари культура çуртĕнче иртрĕ. Унăн тĕллевĕ пархатарлă – талантлă çамрăксене тупса палăртасси, халăхра культурăна, илеме, кăмăл-сипете пропагандăласси, пултаруллă çамрăксене малалла аталанма пулăшасси.
Районти чи пултаруллă та чипер, ăслă пикесем пуçтарăнчĕç уява. Пĕринчен тепри хÿхĕм, илĕртÿллĕ. Иртнĕ çултипе танлаштарсан конкурсанткăсем самай курăмлă, хăйне евĕрлĕ тупăшăва чылайăшĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. «Кĕр пики» уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Ю.Алексеев, çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист А.Павлова уçрĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа Çамрăксен çулталăкĕнче палăртнă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме, творчество анинче, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума ырă сунчĕç. Канаш енĕн маттур çамрăкĕсем малашлăхра район аталанăвне пысăк тÿпе хывасса шаннине палăртрĕç.
Эрнекун пирĕн районта Чăваш Республикин Культура, национальноç-сен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин кунĕ пулчĕ. Министерство ĕçченĕсем районти, хулари культура учрежденийĕсенче тĕрĕс-лев, калаçу, канашлу ирттерчĕç, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Культура министрĕн çумĕ Т.Казакова тата райадминистрацин культура секторĕн заведующийĕ В.Павлова районти пикесен конкурсне те пырса курчĕç. Татьяна Васильевна салам сăмахĕсемпе пĕрле, йывăрлăхсемсĕр мар пулин те, районта культура вăй илсе пынине палăртрĕ. Çамрăксене пултаруллă пулма сывлăх, вăй-хал сунчĕ.
Ертÿçĕсен саламĕсем хыççăн пикесем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса хăйсемпе паллаштарчĕç. Пултарулăх тени, паллах, пĕр евĕрлĕ ниепле те пулма пултараймасть. Шăпах пĕр пек маррипе тыткăнларĕç те конкурса хутшăнакан хĕрсем. Сцена çинче пике хăйне мĕнле тытни, калаçăвĕ, чĕлхе çыпăçулăхĕ, илĕр-тÿллĕ йăл кулли, куçсен вылянăвĕ – темле уйрăмлăха та палăртма пулать вĕсем çине тинкернĕ май. Тата мĕн курăнать-ха, паянхи çамрăксем тĕлĕн-мелле хăюллă, пултаруллă, анлă тавра курăмлă, талантлă. Конкурса 21 пике хутшăнчĕ, 21 хăйне евĕрлĕ ĕç, сăн, кĕлетке, ăс.
Пикесем юрласа, ташласа, сăвă вуласа, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе ăсталăхне кăтартрĕç. Жюри вĕсен ĕçне тивĕçлипе хакларĕ. Хĕрсем хальхи вăхăтри çамрăксен ташшисене (вĕсен жанрне тĕрĕс калама та пĕлместĕп) еплерех ташлаççĕ тата. Кĕлеткен пĕр пайĕ те хускалмасăр юлмасть пулĕ. Надежда Крыловăпа (Ямаш) Ольга Семенова (Ухман) чăвашла çемĕпе ташлани ытларах кăмăла килчĕ. Пайкилт пики Инесса Иванова, Кристина Павлова, Антонина Якимова, Юмансар хĕрĕ Диана Волкова, Катя Васильева, Дарья Михайлова (Уçырма), Татьяна Кондратьева (Çатăркаçырми) район администрацийĕн Хисеп грамотине, Настя Кириллова (Малти Тукай), Ольга Трофимова (Шăхасан), Алина Васильева Тав çырăвне тата Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексне бассейна çÿреме талон илчĕç.
Настя Маркова Уçырма вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. «Хавхалануллă пике» («Мисс Вдохновение») номинацире мала тухрĕ. Катек хĕрачи Лилия Фролова хăйĕн йăлтăр куллипе такама тыткăнлама пултармалла. Çавăнпах ĕнтĕ ăна «Хавас йăл кулăллă пике» («Мисс Улыбка») номинацире палăртрĕç. Надежда Крылова Ямашра «Буратино» ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтерет. Яштака пÿ-силлĕскер тепĕр хĕрачаран та ирттерет, «Илемлĕ хĕрарăм» («Мисс Грация») ята çĕнсе илчĕ. Галина Николаева çыхма, çĕлеме, тутлă апат-çимĕç пĕçерме юратать, вăл – «Пур енĕпе те ăста пике» («Мисс Совершенство»). Оля Семенова Ухман вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Ташлама, юрлама юратать, шкулта та тăрăшса вĕренет. Оля сĕтел çи теннисла выляса район ăмăртăвĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Калаçу чĕлхи пуян та çепĕç. Оля «Ытарайми пике» («Мисс Обаяние») номинацире пĕрремĕш пулчĕ. Зоя Кузьмина районăн тĕп больницинче методист пулса ĕçлет. Сиплев ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлет пулас пике. Çавăнпа та унра темле вăрттăнлăх пытарăннă пек туйăнать. Жюри те Зойăн пултарулăхне «Мисс Тайна» ятпа пахаларĕ. Катя Николаева Шăхасан вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Аккордеон, фортепьяно, гитара калать, шывра ишме, конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма, нумай çĕннине пĕлме юратать. Класра культурăпа массăллă ĕçсен инспекторĕн ĕçне пурнăçлать. Катя конкурсра «Ытарайми пике» («Мисс Очарование») ята тивĕçрĕ. Çĕнĕ Шелттемри Анна Николаева – «Çепĕç пике» ята илчĕ. Катя Перлова (Ачча) – вице-чиперкке. Куракансем кăмăлланă пике – Ирина Владимирова (Çатăркаçырми). Анна Игнатьева Шуркасси вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Аня – вĕренÿ отличникĕ. Технологи, физика тата ытти предметсемпе ирттерекен олимпиадăсенче час-часах мала тухать. Шкулта «Стар» ташă ушкăнне ертсе пырать, ташшисене хăйех лартать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хĕрача «Космонавт» лагерьте физкультурăпа спорт инструкторĕ пулса ĕçленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ. Конкурса Аня пултарулăхĕ никама та тыткăна илмесĕр хăвармарĕ пулĕ. Вăл «Кĕркунне пики» ята çĕнсе илчĕ. Саламлатпăр çĕнтерÿçĕ чиперккесене. Малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.
Мероприятие йĕркеллĕ ирттерме пулăшнăшăн Ю.Суракина, А.Аркадьева, И.Гордеева, В.Семенова, Е.Иванова, В.Иванова, А.Владимировăна тав сăмахĕ калатпăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.