АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂÇАЛХИПЕ ВУН ПИЛЛĔКМĔШ ХУТ

25 ноября 2009 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх кĕрхи ĕçсем вĕçленсен Шупашкарта ентешлĕх уявĕсем пуçланаççĕ. Иртнĕ шăматкун Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче канашсем хăйсен уявне 15-мĕш хут ирттерчĕç. Пысăк зал Канаш хулипе районĕнче çуралса ÿснĕ, хастар ĕçĕсемпе палăрнă çынсемпе тулчĕ.

Уява хулапа районăн пĕрлештернĕ хорĕ уçрĕ. Канаш ен çинчен хывнă юрă мăнаçлăн, чуна çĕклентерсе янăрарĕ. Артистсене тăвăллăн алă çупса тав тунă вăхăтра сцена çине «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кипеч тухрĕ.

– Аван-и, тăвансем! Çак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр, акă вăл çитрĕ. Пурне те хĕрÿллĕ салам! – çакăн пек ăшă, ырă сăмахсемпе пуçларĕ уяв программине Анатолий Ильич.

Вăл ентешлĕх çулталăкра тунă ĕçсене кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Çак темăнах район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тата хула администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Людмила Макарова тăсрĕç. Вĕсем районпа хулан социаллă пурнăçĕпе экономикин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç, кăçал хута кайнă çĕнĕ объектсем çинчен каласа пачĕç. Залра ларакансемшĕн уйрăмах Шăхасан ялĕнче виçĕ хутлă шкул çурчĕ çĕкленни, ял хуçалăх пасарĕ ĕçлеме тытăнни, Канашра кивелнĕ, çĕрĕшнĕ бараксене ишме пуçлани, унта пурăннă халăха хваттерпе тивĕçтерни çинчен илтме интереслĕ пулчĕ.

– Паян сирĕн пысăк уяв. Ача чухне сывлăм ÿкнĕ курăк тăрăх пĕрле чупнă, шкулта ăс пухнă тус-юлташсемпе курса калаçни мĕне кăна тăрать. Пĕр-пĕрне каласа памалли, аса илмелли вара тем чухлех. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сире, канашсем! – саламларĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Генрих Васильев.

Анатолий Кипеч хаклă хăнана кунта килме вăхăт тупнăшăн тав туса хăйĕн «Крещенские морозы» ятлă кĕнекине парнелерĕ. Сцена çине пĕрин хыççăн тепри районти малта пыракан хуçалăхсен, хулари предприятисен ертÿçисем тухрĕç. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн, «Хучель», «Цивиль» пĕрлĕхсен пуçлăхĕсем Николай Андреев, Владимир Александров, Вениамин Ефимов, Юрий Михайлов фермер, «Канашский» ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен завод» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн директорĕн çумĕ Вячеслав Макаров, çăкăр продукчĕсен комбиначĕн (элеваторăн) директорĕ Иван Гурин, «Север» çăматă йăвалакан фабрика пуçлăхĕ Нина Попова, Канашри автовокзал директорĕн çумĕ Людмила Федорова, «Акконд» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри кондитер цехĕн пуçлăхĕ Ольга Михайлова çÿлерех асăннă ĕç коллективĕсен пурнăçĕ, çитĕнĕ-вĕсем, умра тăракан задачăсем çинчен каласа пачĕç. Канашри телестуди корреспонденчĕсем хатĕрленĕ видеорепортажсем кăтартрĕç.

Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, «Ульяновец» хаçат редакторĕ Лидия Филиппова Канаш тăрăхне халалланă сăввине вуласа пачĕ. Мускав çар округĕн тыл штабĕнче службăра тăнă Вячеслав Ильин полковник Лидия Ивановнăна Тăван çĕршыв умĕнчи сумлă тÿпешĕн «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕ пĕрлешÿ правленийĕн йышăнăвĕпе СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев медалĕпе наградăларĕ. Наци конгресĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи Константин Портнов хăйĕн саламлă сăмахне Чăваш ял хуçалăх академийĕн профессорне, Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ Кузьма Захарова Чăваш халăхĕн Тав çырăвне парса чыс тунипе вĕçлерĕ.

Канашсене Красноармейски, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Комсомольски районĕсен ентешлĕхĕсен представителĕсем ăшă сăмахсемпе саламларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

Тăхтав вăхăтĕнче Ачча ял тăрăхĕн «Шевле» фольклор ушкăнĕ тата районти культура çурчĕ çумĕнчи «Ентешсем» ансамбль, «Канаш» халăх хорĕ халăха хăй тавра пуçтарчĕç. Пĕрисем артистсемпе пĕрле юрларĕç, теприсем ташша сиксе тухрĕç, виççĕмĕшсем шухăшĕсемпе ачалăха, яшлăха таврăнса çуралнă вырăнсене, ашшĕ-амăшĕсене, тăванĕсене аса илчĕç.

Ентешлĕх уявĕн иккĕмĕш пайĕнче Канаш хулипе районĕнчи пултарулăх коллективĕсен концерчĕ пулчĕ. «Шевле» ушкăн, «Ентешсем» ансамбль, «Канаш» халăх хорĕ, Кăшнаруйĕнчи Никоноровсен çемье ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Алексей Мурзуков, Елена Османова, Надежда Заводскова тата ыттисем хитре юрăсем шăрантарса кăмăлсене çĕклерĕç.

Уяв пĕтĕм зал артистсемпе пĕрле «Шăнкăр, шăнкăр шыв юхать» халăх юррине юрланипе вĕç-ленчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика