АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАВ САНА, АННЕМĔР, ЧĔРЕРЕН

25 ноября 2009 г.

Елена Александровна Федорова çав тери вашават, правур хĕрарăм. Вутра та çунмасть, шывра та путмасть теççĕ ун пеккисем çинчен. Кил-хуçалăхне те çирĕп тытса пырать, ачисене, тăванĕсене, кÿрши-аршине пулăшма та вăхăт тупать. Елена Александровна мĕн çамрăкранпа суту-илÿ ĕçĕнче тăрăшать. Райпо тытăмĕнче 30 çул ытла ĕçлет. Çак тапхăрта ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

Ачисем те – пиллĕкĕн вĕсем Имель ялĕнчи Федоровсен – ашшĕ-амăшнех хывнă. Тĕлĕнмелле харсăр, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ, йывăрлăхра пуç усмаççĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест текен каларăш çак çемье çинчен каланăнах туйăнать. Елена Александровнăпа мăшăрĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ, тĕпренчĕкĕсем çитĕнсен хăйсене пулăшакан çынсем пулччăр тенĕ.

Федоровсен аслă хĕрĕ Галина Чăваш патшалăх университетĕнче учитель профессине алла илнĕ, вунă çул шкулта ачасене чăваш чĕлхине вĕрентрĕ. Халĕ Канашри тĕп библиотекăра ĕçлет. Андрей Шупашкар хулинче уйрăм предприниматель ĕçне пуçарса янă та кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшать. Надя Ямашра ача садĕнче музыка ертÿçи, ялти культура çуртĕнче илемлĕ пултарулăх ертÿçинче тимлет. Катя Канашра «Водолей» магазинта сутуçăра вăй хурать. Тăватă ачи çемье çавăрнă. Пилĕк мăнук Елена Александровнăна хăйсен чĕвĕлти сассипе, вăййи-куллипе савăнтараççĕ. Кĕçĕнни, Сергей, кăçал Раççей çарĕнчен хĕсметрен таврăнчĕ.

Елена Александровна – юратнă анне, ырă та тарават хуняма, кукамай, асанне. Ачисем хăйсен чи хаклă çыннине – амăшне – уяв ячĕпе чĕререн саламланине пĕлтереççĕ. Çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратнăшăн, ăс-тăн, ырă кăмăл-сипет парса çитĕнтернĕшĕн, пулăшса пынăшăн пĕтĕм чунтан тав тăваççĕ, юратаççĕ. Çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунаççĕ.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика