25 ноября 2009 г.
Эрнекун Канаш хулинче тата районта Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин кунĕ иртрĕ. Министерствăн пайĕсемпе секторĕсен специалисчĕсемпе методисчĕсем вырăна тухса культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне, документсене, архив материалĕсене мĕнле хатĕрленине, упранине тишкерчĕç.
Культура министрĕн çумĕ Т.Казакова, министерствăн этноконфесси хутшăнăвĕсен тата культура объекчĕсен еткерлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ С.Андреев тата райадминистрацин культура секторĕн заведующийĕ В.Павлова Сиккасси ял тăрăхĕнчи культура объекчĕсенче пулчĕç. Кунти илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕн çуртĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ĕçе Шупашкарти «Ньютон» подрядлă организаци пурнăçлать. Культура çуртне тулаш енчен юсаса пĕтернĕпе пĕрех, хăш-пĕр ĕçсене кăна вĕçлемелле. Сиккассинчи хальхи вăхăт таппине тивĕçтерекен культура çурчĕ ĕçлеме пуçлĕ малашне. Унăн ĕçĕ, ÿстермесĕр каласан, районта кăна мар, республикăра та курăмлă. Ертÿçĕсем çавăн пекех ялти тĕслĕх библиотека ĕçне те тишкерчĕç, Сиккассинчи ача-пăча искусствăсен шкулĕн вĕренÿ документацийĕпе (плансемпе, программăсемпе) паллашрĕç. Унсăр пуçне Куçмапа Демьян ячĕллĕ чиркĕве кĕрсе курчĕç. Турăшсем нумай пулнине, чăннипех те илемлĕ, чуна канлĕх кÿрекен вырăн пулнине палăртрĕç.
Уçырмари культура çурчĕ, тĕслĕх библиотека мĕнле ĕçленине курса хакларĕç, Канаш ен пикисен конкурсне курчĕç. Çĕнĕ Шелттем ял библиотекин ĕçĕпе питĕ кăмăллă юлчĕç. Библиотека заведующийĕ – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Т.Иванова – ялти культурăн чăн-чăн управçи. Кунти куравсем, электронлă презентацисем, тăван ял çинчен пухнă паха материалсем çак тăрăхра пурăнакансене çеç мар, аякран килекен хăнасемшĕн те питĕ интереслĕ. ЧР патшалăх Канашĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, архив ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ В.Мидуков та Шелттем библиотекин ĕçне пысăк хак панăччĕ. Татьяна Васильевна та питĕ кăмăллă юлчĕ.
Культура министерствин экономикăпа финанс секторĕн заведующийĕ Е.Николаева – централизациленĕ бухгалтерин, организаципе контроль ĕçĕн секторĕн ертÿçи Н.Павлова тата массăллă информаци хатĕрĕсен информаци политикин тĕп специалист-эксперчĕ О.Ефимова «Канаш районĕн «Канаш» хаçат редакцийĕ» автономиллĕ учрежденин ĕçĕсене тĕрĕс-лерĕç.
– Канаш районĕнче культура çине пысăк тимлĕх уйăрнине курса ĕнентĕмĕр паян. Пĕр çĕрте юсав ĕçĕсем пыраççĕ, тепĕр çĕрте район конкурсне ирттереçççĕ. Клуб çурчĕсем чылай çĕрте кивĕ пулин те, вĕсене тирпейлĕ тытса тăраççĕ, упраççĕ те. Йывăрлăхсем, татса паман ыйтусем те нумай, çапах та ĕçлекене, тăрăшакана пулăшас килет, – терĕ культура министрĕн çумĕ Т.Казакова.
И.АНДРЕЕВА.