20 ноября 2009 г.
Микула яланхиллех каç кÿлĕм пулла кайма пуçтарăнчĕ. Çанталăк сивĕрех пулнипе вăл фуфайкăпа ăшă атă тăхăнчĕ, çула тухрĕ. Юхан шыв хĕррине çитме пĕр çур сехет кирлĕ пуль Микулана, çавăнпа та вăл васкарах утрĕ. Пулла ял хушшипе каяс темерĕ, анкарти хыçĕпе уттарчĕ. Вăл пулла çÿреме юратакан юхан шыв çывăхĕнче унăн аппăшĕн хуçалăхĕ. Аппăшĕн çурчĕ умне çитсен ним шутласа тăмасăр, вăштăр-ваштăр кĕрсе кайрĕ унта Микула, анчах хуçи килте пулмарĕ. Вара арçын пахча витĕр шыв хĕрне лăпăстатрĕ.
Таврана каç сĕмĕ çапнă. Микула чутах такăнса ÿкетчĕ. Унтан вара кĕсйинче хунар пуррине аса илчĕ те савăннипе юрласа ячĕ. Çапла шăхăркаласа, юрласа пынă май вăл Лекçейсен пахчи тăрăх темĕнле пĕчĕкех мар хура мĕлке хыттăн сасă кăларса чупнине курчĕ. Хăранипе чĕри ура тĕпнех çитрĕ пулĕ. Анчах та хăвăрт тăна кĕрсе хура мĕлкене хунарпа çутатрĕ. Лешĕ тăпрана урисемпе сирпĕтсе темĕн тупса çирĕ те юхан шыв хĕрринелле тапса сикрĕ.
Мĕн япала пулчĕ-ха ку; Çак шухăш Микулана канăç памарĕ. Тен, кунти урамра пурăнакан Лекçей; Çу-ук, вăл çапла хăтланса çÿремест пуль ĕнтĕ. Тен, ĕçсе кÿпĕннĕ те... Эрех пичкине кĕрсе ÿксен каялла тухма питĕ йывăр. Тем каласан та, ку Лекçей мĕлки мар-ха. Е темĕнле усал; Микула çÿçенсе кайрĕ. Çылăхсемшĕн Турăран каçару ыйтма пуçларĕ мăнтарăн.
Этем тени пур çĕре те сăмсине чикесшĕн-çке. Микула та шыв хĕррине чуптарчĕ. Леш «арçурийĕ» шыв урлă ишсе каçрĕ те çыран тепĕр енче темĕн тĕрлĕ сиксе хăй çинчи шыва силлерĕ. Вара уй тăрăх вăрман еннелле тапса сикрĕ.
Микула пулă çинчен мансах килне васкарĕ. Çул тăршшĕпех ачисемпе мăшăрне усал сывлăша вăрмана хăваласа яни çинчен каласа паратăп тесе шутласа пычĕ. «Епле вăйлăскер эпĕ – Микула. Пĕр хунарпа кăна усала çĕнтерме пултартăм. Еплерех çапăçу пулчĕ унта пирĕн. Куратăр-и, ачасем, мĕнлерех маттур сирĕн аçу!» – тесе калаçкаласа пычĕ.
Килне çитсен вăл пурне те хăй тавра пуçтарчĕ те аллисемпе хăлаçланса интереслĕ юмах каласа пама пикенчĕ. Каласа çеç пĕтерчĕ, мăшăрĕ ура çине тăчĕ те: «Эй-яй-яй, чăннипех те усал патшана çĕнтертĕм тесе ачасене суйса, вĕсен умĕнче мухтанса ларатăн. Нимĕнле усал та мар вăл, хир сысни пулнă. Çавă çеç», – терĕ. Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Вăт çапла мыскара пулса тухрĕ Микулапа.
К.АЛЕКСАНДРОВА. Шăхаль ялĕ.