20 ноября 2009 г.
Миçе çул хушши ĕнтĕ выльăхсен уртаракан чирĕ ветеринари специалисчĕсене канăç памасть. Яла тилĕ кĕрсе тухнине, уртаракан чирпе йытă е кушак чирленине час-часах илтме пулать. Кăçалхи 10 уйăхра республикăра уртаракан чирĕн 41 тĕслĕхне шута илнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ пирĕн районта пулнă. Аслă Мами тата Мăкăр ялĕсене чирлĕ тилĕсем çитсе çаврăннă, Юмансарта çак чирпе йытă аптăранă. Хамăр районта уртаракан чиртен мĕншĕн тасалса пĕтейместпĕр-ха; Çакна кÿр-шĕллĕ вырнаçнă районсенче эпизооти лару-тăрăвĕ лăпкă пулманнипе сăлтавламалла. Çулталăк пуçланнăранпа Çĕрпÿ районĕнче уртаракан чирĕн 8 тĕс-лĕхне, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенче 4-шар тĕслĕх шута илнĕ. Тискер чĕр-чунсем чикĕсене пăхăнмаççĕ, паллах, вĕсем – яланах «çул çÿревре».
Уртаракан чиртен сипленни вара нимĕнле усă та памасть, чир ернĕ чĕр чун е выльăх, çавăн пекех этем те çитес вăхăтра вилет. Чире вирус пуçарса ярать, вăл нерв системине хавшатать. Çак вирус мăйракаллă шултра выльăхсене, сурăхсене, качакасене, лашасене, йытăсемпе кушаксене, тилĕсене... тата çынна та сиен кÿмесĕр пăрăнса иртмест.
Инфекцие пуçарса яраканĕ – уртаракан чир ернĕ чĕр чун, вăл вируса малалла сĕлеке урлă сарать. Сĕлеке организма çыртнă сурантан е йăлмака сий урлă лекет. Сĕлеке чĕр чунăн чир паллисем палăрма пуçличчен 8-10 кун маларах та сиенлĕ пулма пултарать. Енчен те сире чĕр чун çыртрĕ пулсан çийĕнчех медицина учрежденине васкăр. Айăпа кĕнĕ йытта е кушака вĕлерни вырăнлă мар, вĕсене ветеринарсене леçсе парăр.
Килти чĕр чунсем хăйсене ытти чухнехинчен урăхларах тытсан, кил хуçалăхра тилĕсене е вĕсен виллине асăрхасан та ветспециалистсене систермесĕр ан хăварăр. Чĕр чуна инфекци лекнине ăçтан пĕлме пулать-ха; Чирлĕ чĕр чун канлĕхне çухатать, хăракан пулать, хăраканни хăюлланать, кирлĕ- кирлĕ мар япаласене хыпа-хыпа ярать. Унăн вĕçĕмсĕр сĕлеки юхса çÿрет, янах шăмми усăнса тăрать. Вăл йывăррăн çăтать, унăн ÿт-пÿне шалкăм çапать, тепĕр 2-4 кунтан чĕр чун вилет.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата хуçалăх ертÿçисене çакăн çинчен ыйтса калас килет: выльăх-чĕрлĕх фермисене хуçасăр йытăсем тата тискер чĕр-чунсем кĕресрен хÿтĕлемелли мерăсем йышăнăр, вырăнти йытăсене шута илĕр.
Уртаракан чире сирсе ярас тĕллевпе мĕнле йĕркесене пăхăнса пымалла-ха; Чи малтанах йытăсемпе кушаксене вăхăтра вакцинацилемелле, хуçасăр йытăсем ял тăрăхĕсенче пулмалла мар. Тискер чĕр чунсемпе килти выльăхсем хутшăнăва кĕресрен сыхланмалла. Вĕсем кĕтÿ çывăхне пыни те пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Ахальтен мар-тăр тилĕсен шутне çулсерен чакарса пыма тăрăшатпăр.
Пĕлтĕр ухата тапхăрĕ пынă вăхăтра сунарçăсем 53 тилĕ персе тытнă пулнă. Кăçал ку вăхăт тĕлне – 37 тилĕ. Тилĕ персе тытакан сунарçăсене укçа парса хавхалантараççĕ, çак тĕллевпе район бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
Хуçасăр йытăсемпе кушаксен шутне чакарас тĕллевпе районта 13 бригада йĕркеленĕ пулнă, вĕсем 619 йытăпа 75 кушака тытса çывăрттарса янă.
Кăçал ветеринари специалисчĕсем районти пур выльăх-чĕрлĕхе тата чĕр чунсене вакцинацилеме тĕллев лартнă. Юпа уйăхĕ тĕлне 12589 мăйракаллă шултра выльăха, 20 лашана, 58 сурăха, 3759 йытта, 577 кушака прививка тунă. Çавăн пекех районти пур йытта та çĕнĕрен регистрациленĕ.
Районти эпизооти лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытса пыма ял тăрăхĕсенчи специалистсем тата сунарçăсен пĕрлĕхĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ. Малашне те тачă çыхăнура килĕштерсе ĕçлесе пырасса шанатпăр.
А.СТЕПАНОВ, районти тĕп ветврач.