АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇПЕ ПИÇĔХНĔ ÇЫН ХĂЙНЕ ШАНАТЬ

20 ноября 2009 г.

Пирĕн районти Вăрăмпуç ялĕ пĕчĕк те мар, ытлашши пысăк теме те çук ăна. Кунти 300 хуçалăхра паян 786 çын пурăнать. Колхозĕ те паян тытăнса тăрать, сывлать, сухаланмасăр выртакан пушă çĕрсем те çук темелле. Колхоз хăйĕн ятне те улăштарман. 1959 çулта Пĕршенер ялĕнчи «Соревнование» тата Вăрăмпуçĕнчи «Коминтерн» колхозсене пĕрлештерсе «Путь Ленина» хуçалăх туса хучĕç, вăл халĕ те çав ятпах тăрать-ха. «Путь Ленина» колхоза йĕркеленĕ хыççăн ăна пĕрремĕш кунсенчен пуçласа 21 çул хушши пĕр улшăнмасăр çак ялтах çуралса ÿснĕ Василий Николаевич Платонов ертсе пычĕ. Çак çулсенче нумай ĕç пурнăçлама тивнĕ ăна: çĕнĕ витесем, тырă упрамалли складсем тутарнă. Ун чухне машинăпа трактор паркĕ те пулман. Патшалăх Василий Николаевича пархатарлă ĕçне кура «Октябрьти революци», «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденсемпе, «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă.

Кăçал В.Н.Платонов 80 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăл хальхи пурнăç таппинчен юлмасть, районти хуçалăхсен, хăй нумай çул ертсе пынă «Путь Ленина» колхозăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Хуçалăхăн ĕлĕкхипе хальхи ĕçне танлаштарса пăхмалли те нумай Василий Николаевичăн.

– Юхăннă икĕ колхоза пĕрлештерсе «Путь Ленина» колхоз туса хучĕç. Председателе суйлас пирки икĕ талăк хушши пуху пычĕ. Ун чухне клуб пулман, шкулта ирттерчĕç. Икĕ талăк тавлашнă хыççăн района ертсе пыракан Сергей Максимович Синицын сĕннипе çамрăк агроном тесе мана председателе суйларĕç.

– Василий Николаевич, мĕн пирки тавлашрĕç-ха;

– Председателе лартма çын тупайманнипе. Мана, 29 çулти çамрăка, суйларĕç вара. Ун чухне, колхозсем пĕрлешнĕ хыççăн, тыр-пул вырма тухмалла – колхозăн пĕр трактор, пĕр комбайн та çук. Выльăх-чĕрлĕх икĕ ялĕнче те юхăннă, ишĕлме пуçланă витесенче тăнă. Тырра халăхпа алă вĕççĕн вырса пухса кĕртрĕмĕр, колхозра выльăхсене пĕрлештерсе çĕнĕрен витесем турăмăр. Тыр-пул упрама складсем пулман пирки (ĕлĕк пуянрах пурăнакансенчен туртса илнĕ хуралтăсенчен тунă пĕчĕк кĕлетсем çеçчĕ) складсем турăмăр.

Тырă тухăçĕ икĕ колхозĕн те гектартан 2-3 центнер çеç тухнă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, тăрăшса ĕçлесе тухăçа 35-38 центнера çитертĕмĕр.

– Тыр-пул тухăçĕ эсир председателе ларсан миçе çултан ÿсме пуçларĕ;

– Тухăçа ÿстерме çăмăл мар. Малтанхи вăхăтра 7-8 центнер илеттĕмĕр, унтан 10-12 центнера çитрĕ. Ĕлĕк кладовщикра ĕçленĕ Гаврилов Кузьмапа калаçнине аса илетĕп. «Вăт эпир те гектартан 16 центнер илме пуçласан пурăнакан пулатпăр-ха та», – тетчĕ вăл. 4-5 çултан 16 центнера çитер-тĕмĕр. Председательте 20 çул ĕçленĕ тĕлелле 37-38 ц илме пуçларăмăр. Ун чухне тырă акса ÿстермелли лаптăксем 700-750 гектар пулнă. Пысăк тухăç илнипе 1975 çулта Мария Зиновьевна Зиновьевăна Социализмлă Ĕç Геройĕн ятне пачĕç.

Халăх валли ĕç вырăнĕ пултăр тесе выльăх-чĕрлĕх йышне те самаях пысăклатрăмăр. Ун чухне пирĕн пысăк мар колхозра сухаламалли çĕр 1200 гектар пулнă. Ĕне выльăха 900 пуçа çитертĕмĕр, сăвакан ĕне 250-300 пуç пулнă. Кашни ĕнерен çулталăкне 4 пин килограмм сĕт суса илнĕ. Сысна 1 пин пуç ытла тытнă, çулталăкне патшалăха 700-шер пуç сысна самăртса сутнă.

– Пĕршенерте сурăх ферми те пулнă вĕт...

– Сурăх фермисем, чăх фермисем те малтан икĕ ялĕнче те пулнă. Сурăхсене Пĕршенер ялне куçартăмăр, чăхсене Вăрăмпуçне илсе килтĕмĕр. 100 автан, çăмарта тăвакан 1500 чăх усранă. Кашни кун 1200 çăмарта илеттĕмĕр.

Кайран кирпĕч завочĕ тума шутларăмăр. 3 миллион кирпĕч çапмалли кирпĕч завочĕ хута ятăмăр. Виçĕ миллионах çапайман та, çулталăкне икĕ миллион штук кирпĕч туса кăларнă. Республикăн кăнтăр енчи районĕсенчен туянма килетчĕç. Халĕ çав завод çук ĕнтĕ. Вăл ĕçленĕ пулсан ялта çамрăксем валли ĕç вырăнĕ пулатчĕ. Чун ыратать те...

– Василий Николаевич, сирĕн шутпа хальхи колхоз ĕлĕкхипе танлаштарсан мĕнле пурăнать;

– «Путь Ленина» хуçалăх юнашарсемпе танлаштарсан йĕркеллĕ тытăнса тăрать-ха. Сухаламан çĕрсем çукпа пĕрех.

Ĕлĕк ферма территорийĕнчи ĕçсене пĕтĕмпех лашапа тунă: шыв, апат турттарнă, тислĕк тăкнă. Халĕ лаша та, ĕне те сахал. Александр Николаевич Романов хуçалăха аван тытса тăни савăнтарать. Çĕр улми чылай лартать колхоз – 50 гектар (ĕлĕк 80 га лартаттăмăр). Ăна упрама тăватă путвал пур. Ĕлĕкхипе танлаштарсан халĕ хуçалăхсене тытса тăма палăрмаллах йывăр. Патшалăхĕ çите-лĕклĕ чухлĕ çаврăнса пăхманни те ял хуçалăхне ура хурать.

– Мĕнре курăнать-ха çакă;

– Ĕлĕк çунтармалли, сĕрмелли хатĕрсем йÿнĕ пулнă: пĕр литр сĕтпе 3 литр топливо туянма пулатчĕ. Халĕ тепĕр майлă, сĕтĕн хакĕ мĕн таран чакса ларчĕ. Çакă чăрмав кÿрет те ĕнтĕ.

Халĕ çĕнĕ технологипе усă куратпăр теççĕ те, ман шутпа, çĕрсене сухаламаллах. Культиваторпа кăна сухаласа акни мана пит килĕшсех каймасть. Тăватă çулта пĕрре тăпра пулăхлăхне ÿстерме çĕре плугпа 35 сантиметр тарăнăш сухаласа хăварнă. Çак ĕçе халь туса пăхсан аван пулмалла пек те. Çапла туни çум курăксене пĕтерме кăна мар, çĕр структурине лайăхлатма кирлĕ тесе ăнлантаратчĕç пире. Тăм тухмастчĕ, çĕр тытăмĕ лайăхланса пынă. Çĕр – тăрантаракан япала. Хăй çине çаврăнса пăхмасан вăл кÿренет, тухăçа çителĕклĕ таран памасть.

– Василий Николаевич, машинăпа трактор паркне ирхине ансассăн унта мĕн чухлĕ халăх хĕвĕшетчĕ...

– Ун чухне механизатор нумай пулнă, ĕçе каясшăн çунса тăратчĕç. Трактористсем аммиак турттарма çур çĕр иртсен тухса каятчĕç. Халь ĕнтĕ ял хуçалăхĕнче ĕç укçи пĕчĕккипе лайăх механизаторсем те ытти облаçсене, регионсене тухса каяççĕ.

– Манăн Мария Зиновьевна Зиновьева çинчен те каласа хăварас килет. Вăл 1-мĕш бригада бригадирĕнче 30 çула яхăн ĕçлерĕ. 1975 çулхи декабрь уйăхĕнче ăна Социализмлă Ĕç Геройĕн ятне пачĕç. Мария Зиновьевна кунне-çĕрне пăхмасăр ырми-канми ĕçлетчĕ. Лаша кÿлсе тăрантаспа уйсем тăрăх çÿретчĕ.

– Тĕрĕсех. Çын ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть. Ун чухне икĕ бригада пулнă: пĕри – Пĕршенерте, тепри – Вăрăмпуçĕнче. Уйсене пурне те пăхса çÿренĕ, тыр-пул мĕнле çитĕннине сăнанă. Пĕршенерте Александр Демьянович Демьянов нумай çул ĕçлерĕ. Зиновьева ирхине 5 сехетрех колхоз правленине каятчĕ. Колхозниксене кашни кун наряд панă, кашни кун пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Бригадирсем çынсене ĕçе тухма килтен киле каласа çÿренĕ, кайран вырăнти радиопа пĕлтерме пуçларăмăр. Дисциплинăна пăсакан çынсен ячĕсене радиопа каласан вĕсем намăсланатчĕç, йĕркене пăсмастчĕç. Колхозниксем хушшинче воспитани ĕçне те туса пынă.

Халĕ халăхпа ун пек çыхăну çук. Хуçалăхри ĕç-пуçа пĕрле сÿтсе явсан, асăрхаттарсан, ырласа илсен, пĕр-пĕрне канашсем парсан, паллах, аван пулмалла. Колхоз пухăвне те çулталăкра пĕрре çеç ирттереççĕ те.

– Василий Николаевич, эсир тăрăшнипе Вăрăмпуç ялне çити автобус çÿреме пуçларĕ.

– Ĕлĕк магазин, клуб, шкул, ача сачĕн çурчĕсене колхоз вăйĕпе тунă. Хам председательте ĕçленĕ чухне 2-3 çул хушшинче Вăтапуçĕнчен Вăрăмпуç ялне çити асфальт çул тутарма пултартăм. Ваттисем халĕ те ÿпкелешеççĕ: «Председательте ĕçленĕ чухне хăвăн умна çити асфальт сартараймарăн», – тесе.

Колхозра ĕçлеме пăрахсан 3-мĕш ДРСУра снабжени пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне ял варрине çити çул турăмăр, машина-трактор паркĕн территорине асфальт сартăмăр. Ферма патне çити тепĕр 500 метр çула такки туса çитереймерĕм. Вунă çул ĕçлерĕм çак организацире...

Василий Николаевичăн юратнă мăшăрĕ Мария Зиновьевна 1999 çулхи августăн 29-мĕшĕнче нумай вăхăт чирлесе выртнă хыççăн çĕре кĕчĕ. Унтанпа ветеран пĕчченех пурăнать. Вĕсен хĕрĕ Ирина тăван ялах качча тухнă, ашшĕ патне кашни кун тенĕ пекех килсе каять. Василий Николаевичăн ывăлĕ Володя Мускав облаçĕнчи Димитров хулинче пурăнать. Вăл та пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă – землеустроитель. Унăн икĕ ывăлĕ те çак профессие ял хуçалăх академийĕнче алла илеççĕ. Шупашкарта пурăнакан кĕçĕн ывăлĕ Руслан икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, «Аршин» фирма директорĕн çумĕ пулса ĕçлет.

Ывăлĕсем те, хĕрĕ пекех, ашшĕ патне килсех тăраççĕ. Василий Николаевич хăй те вĕсем патне час-часах хăнана кайса çÿрет. Ашшĕ хăйĕн ачисемпе питĕ кăмăллă.

Килте те ахаль лармасть колхоз ветеранĕ. Çулла анкартинче, пахчара тăрмашать. Халĕ ĕçсĕр ларасран пăру усрать. «Иринăна ĕне ÿстерсе парас тетĕп», – тет ветеран.

Василий Николаевичăн килти пахчинче пĕве пур. Унта вăл карас, толстолобик, çупах (лещ) пулăсем ĕрчетет, вĕсене апатлантарсах тăрать. Ачисем, мăнукĕсем аслашшĕ-кукашшĕ патне килсен кунта чăн-чăн уяв пуçланать. Çамрăксем пулă ăшалаççĕ, шÿрпе пĕçереççĕ...

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика