АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔЛĔК ПĔЛТЕРĔШĔ

20 ноября 2009 г.

Тĕлĕк чăвашăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл çын кун-çулĕпе тачă çыхăннă: малашне мĕн пулассине систерет, çитес пулăма чăтса ирттерме хатĕрлет. Пулмалли тĕлĕке пурте курмаççĕ. Сăнанă тăрăх, ытларах ăна ватă хĕрарăмсем, йăха упракансем тĕлленеççĕ. Эппин, çав сисĕм авалтан – матриархатранах – килет. «Пулмалли тĕлĕке ас туса юлма пулать», – теççĕ халăхра. Вăл çын асĕнче ĕмĕрĕпех пурăнать, кун-çул тăршшĕпе унăн пĕлтерĕшĕ уçăлса пырать.

Халăхра тĕлĕк çинчен ăнлантарнă тĕслĕх пур: «Ăйхă – вилĕм. Этем çывăрнă вăхăтра чунĕ ÿт ăшĕнчен тухса унта-кунта курса çÿрет тет: тĕлĕк тĕлленни çакă тет вăл. Çÿрсен-çÿресен каялла килсе ÿт ăшне кĕрсе каять тет. Çывăрнă чухне этем юнпа кăна ĕçлет тет. Çавăнпа çывăракан çын часах вăранмасть: чунĕ килсе кĕрсен тин вăранать тет. Çывăракана сасартăк чĕнме, вăратма хушмаççĕ: хăранипе этем ухмаха ерме пултарать тет».

Тĕлĕк пĕлтерĕшне ĕненет чăваш. Инкек-синкек пулса иртсен: «Тĕлĕкне куртăм çав», – тесе калаççĕ. Е тата: «Çавă тĕлĕк курнă тет вĕт», – теççĕ. Ахальтен мар халăхра тĕлĕк хăçан çитессе, пурнăçланасса пĕлтерекен ĕненÿсем сарăлнă. Тĕслĕхрен, ир енне курнă тĕлĕк час çитет теççĕ, каçпа тĕлĕк курсан – ирпе сан пата чăн малтан пыракан çынна тивет имĕш, праçникри тĕлĕк çав кунах çитет пулать. Вăл кун çитмесен иртсе каять теççĕ, шăмат кун курнă тĕлĕк часах çитет, ирхине курнăскер кăнтăрлаччен пурнăçланать, кĕçнерни кун (эрне каç) тĕлĕк курсан эрнеччен ĕç-пуç пулать.

Пулмалла мар тĕлĕк ас тăвăнса юлмасть. Эппин, вăл кирлĕ мар хыпар кăна. Хамăра пăхăнман ас тăвăм ăна хăйех манăçа кăларать.

Усал тĕлĕк курсан ăна сирсе ярас мелсем те пухăннă ĕмĕр тăршшĕпех. Ахальтен мар халăхра: «Тĕлĕкĕн пуçĕ тупал пек, мăйĕ хĕлĕх пек, ăçталла пăран – çавăнталла пăрăнать», – теççĕ. Усала сирсе çын хăйне упрас тесе тăрăшать. Управсенчен пĕри вăл – çăкăр. Усал çăкăртан хăрать. Çавăнпа та ирхине сирĕн пата пыракан çын çăкăр çимен пулсан тĕлĕк ăна тивет имĕш. Усал тĕлĕк курсан вырăн çинчен тăмалла та никама пĕр сăмах чĕнмесĕр тула каймалла. «Ырă мар тĕлĕк çак шăкпа юхса кайтăр», – темелле. Е тата: «Хăрăк хураман туратне пултăр», – теме хушаççĕ.

Пулассине пĕлес текенсем тĕлĕк тĕсекен çынна ятарласах пуçелĕк кайса панă. Çĕрле мĕн курать вăл – çавă пуçелĕк паракана пулать. Ун патне кайсан алăк уçнă чух: «Мĕн тĕлленни –пуçĕсене, эпĕ пуçелĕк паман», – тесе кĕрес пулать. Тĕлĕк вара сана пулмасть теççĕ.

Халиччен пухнă материалсем кăтартнă тăрăх, респондентсем ытларах ырра е усала пĕлтерекен тĕслĕхсене калаççĕ. Лайăххисен шутне тĕлĕкре макăрни, таса шывра ишни, вилнĕ çын мĕн те пулин пани, илес теекен япалана илейменни, пыйтă, юн курни, кĕпер урлă каçни, вăрăм кантраллă çăпата сырни тата ыт. те кĕреççĕ. Усала пĕлтерекеннисен шутне – арман курни, авăн çапни, авланни, качча кайни, ака туни, шăл ÿкни, çÿлтен ÿкни, таса мар шывра ишни, хура çĕр (тăпра), симĕс курăк, утă курни, çĕнĕ пÿрт туни, йывăç касни тата ыт. те.

Тĕлĕк пĕлтерĕшĕсем – сăнарсем, символсем, архетипсем – урлă чăваш халăхĕ тĕнчене мĕнле ăнланнине, наци сăнарне уçса парать (сăмахран, шыв – тĕнче, çăкăр – пурнăç, çурт – тупăк, сухаланă хура çĕр – вил тăпри, йывăç касни – çын вилни, вăрман – халăх тата ыт. те). Тĕлĕксемпе вĕсен пĕлтерĕшĕсем – ăслăлăхшăн кирлĕ материал. Вĕсем халăх аталанăвне, авалхи культурине ытларах пĕлме май параççĕ. Тĕлĕк пĕлтерĕшĕсенче чăваш пурнăçĕн тĕрлĕ енĕ курăнать. Апат-çимĕç ячĕсем (пĕлĕм, пашалу, пăтă, икерчĕ, кукăль), тумтир (атă-пушмак, çăм атă, кĕрĕк, тăлăп, сăхман, кĕпе, йĕм, сурпан, çăпата, çĕлĕк, карттус, тутăр, тухья, хушпу, чăлха, пурттенкке), ÿсен-тăран (симĕс курăк, хĕвел çаврăнăшĕ, чечек), çырла (палан, пилеш, çĕр çырли, шăлан çырли, чие), йывăçсем (çăка, юман, хурăн, йăмра, чăрăш, улмуççи) тĕл пулаççĕ тĕлĕкре. Выльăх-чĕрлĕх-рен – автан, вăкăр, сурăх, путек, така, качака, ĕне, пăру, сысна, лаша, хур, чăх; вĕçен-кайăкран – акăш, куккук, курак, çăхан, хурчăка, чакак, чĕкеç; чĕр чунран – мулкач, йытă, пулă, кашкăр, çĕлен, тилĕ, упа, шапа; хурт-кăпшанкăран – пыйтă, таракан, хурт, шăна, шăрка... Ытти халăх çыннисенчен – вырăс, мăкшă, тутар.

Чăвашсен тĕлĕк пĕлтерĕшĕ ытти халăхăннипе тÿр килмест. Акă пĕр-ик тĕслĕх: чăвашсен хура çĕр, тăпра курни, çĕр сухалани çын вилессе пĕлтерет. Вырăссен: «Рыть во сне землю – знак прибыли; пахать или вскапывать землю предвещает высокий урожай на вашем садовом и приусадебном участке». Чăвашсен юн курсан – тăвана курасса. Вырăссен: «Если вам приснилась кровь, вытекающая из какой-либо раны, то такой сон предвещает сильный испуг, нервный стресс, бессонницу, головную боль». Нимĕç психологĕ тата психиатрĕ Александр Оксман хатĕрленĕ тĕлĕксен пĕлтерĕшĕсен кĕнекинче çĕр, юн курни, вăл мĕне пĕлтерни пачах та çук.

Е.ФЕДОТОВА, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика