20 ноября 2009 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче салтак тумĕ тăхăннисен шутне тата 83 каччă хушăнчĕ. Вĕсене республика çар комиссариачĕн Канашри пухăну пунктĕнчен савăнăçлă лару-тăрура ăсатса ячĕç.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕсем янăраса кайрĕç. Стройра тăракан çамрăксем, халĕ вĕсене салтаксем теме те юрать ĕнтĕ, ăсатма килнĕ ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем, тусĕсем, савнийĕсем, çар комиссариачĕн ĕçлевçисем шăп тăрса, хумханса, мăнаçланса итлерĕç. Чăваш Республикин юстици министрĕ, призыв комиссийĕн председателĕ В.Петров, Федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен инспекторĕ В.Воронов, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Алексеев, вăрçă тата ĕç ветеранĕ, отставкăри подполковник Н.Филиппов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Иванова, хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Бурлаков, Тăвай район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан В.Ильин, çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ С.Козюра полковник Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама, тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме сунчĕç.
Канаш каччи Р.Ахметшин салтак службине Мускавра Президент полкĕнче ирттернĕ. Вăл унти пурнăçа аса илчĕ, тин кăна салтак атти тăхăннă каччăсене сăмсана усма, йывăрлăх умĕнче нăйкăшма хушмарĕ, çине тăрсах çар пурнăçне хăнăхма сĕнчĕ.
– Чăтăмлă пулăр, атьсемĕр! – терĕ Роман стройра тăракан, çар тумĕ тăхăннипе пурте пĕр тăвансем пек курăнакан йĕкĕтсене.
Тăван çĕршыва сыхлакансен ретне тăракан Д. Алексеев унăн сăмахĕсене ăша хывса, трибуна çине хăпарса:
– Сирĕн шанăçа тÿрре кăларатпăрах. Сире, атте-аннемĕр, тăванăмăрсем, пирĕншĕн пите хĕретмелле пулмĕ! – терĕ Денис çирĕп сасăпа.
Шупашкарта пурăнакан Л.Волкова Саша ятлă ывăлне ăсатма килнĕ. Лариса Николаевна ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе сăмах каларĕ.
– Ывăлăмсем, сывлăхлă пулăр. Командирсене итлĕр. Сирĕн пĕрремĕш çырăвăр аннĕр патне пултăр. Анне сирĕн çинчен пуринчен те хытăрах шутлаканни, канăçсăрланаканни пулни çинчен нихăçан та ан манăр. Ан ÿркенĕр, пушă вăхăт сахал пулин те, тăван киле хыпар яма майне тупăрах. Ăнăçу сире. Турри ялан сирĕнпе юнашар пултăр, инкек-синкекрен, чир-чĕртен сыхласа тăтăр, – терĕ Лариса Николаевна.
Канаш чиркĕвĕнче кĕлĕ тăвакан Александр атте салтак амăшĕн сăмахĕсене çирĕплетсе стройра тăракан çамрăксене, вĕсене ăсатма пынисене пехил парса сăваплă шывпа сапрĕ.
Салтака кайма ят тухнисем стройпа утса трибуна çинче тăракан хăнасене чыс парса иртрĕç. Малалла вĕсен çулĕ Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çар чаçĕсене выртĕ.
В.АЧЧА.