АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНТЕКЕНСЕН ВĔРЕНТЕКЕНĔ

20 ноября 2009 г.

Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методисчĕ пулса 1994 çултанпа Елена Ивановна Иванова ĕçлет. Вăл районта ирттернĕ курăмлă мероприятисен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен куравĕ-и, паллă çынсен юбилейне уявласси-и е пĕр-пĕр конкурс – пурте яланах çÿллĕ шайра пурнăçланаççĕ.

Çамрăк вĕрентекенсем те, нумай çул шкулта вăй хуракансем те ун патне яланах ĕçлĕ сĕнÿ-канаш ыйтма килеççĕ. Елена Ивановна пурне те ăшă кăмăлпа кĕтсе илет, мĕн ыйтупа килнине итлеме, пулăшу пама васкать. Республикăра пулса иртекен е ирттерме палăртнă мероприятисем çинчен халĕ интернетпа усă курса пĕлме пултаратпăр темелле, çапах та пирĕн пата çĕнĕ хыпарсене чи малтан Елена Ивановна çитерет. Çавăнпа эпир – районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем – ăна хисеплесе вĕрентекенсен вĕрентекенĕ тетпĕр. Е.Иванова хавхалантарса пынăран хамăр професси ăсталăхне тĕрлĕ конкурса, меслетлĕх куравне, конференцие хутшăнса кăтартма пултаратпăр, вĕренекенсене ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума пулăшатпăр. Юлашки çулсенче районти вĕренекенсем республикăра та пĕрре мар палăрчĕç.

«Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн», – тенĕ ваттисем, анчах Е.Иванова çинчен ĕçтешĕсем нихăçан та сив сăмах каласа курман, пурте яланах ыррине кăна палăртаççĕ, тав тăваççĕ. Çакă вăл пултаруллă, тÿрĕ кăмăллă пулнинчен тата хăйĕн ĕçне чунпа парăнса пурнăçланинчен килет ĕнтĕ.

Елена Ивановнăн ĕçне район администрацийĕн, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Мухтав хучĕсемпе чысланă. Кăçал вара вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна илме тивĕç пулчĕ. Эпир хамăр вĕрентекенĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнатпăр.

Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика