АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРЕЗИДЕНТ ÇЫРĂВНЕ ТИШКЕРЧĔÇ

20 ноября 2009 г.

Виçĕм кун республикăра, çав шутра пирĕн тăрăхра та, иртнĕ информаци кунĕ пур çĕрте те Раççей Президенчĕ Д.Медведев РФ Федераци Пухăвне янă Çырăва тишкернинчен пуçланчĕ-тĕр. Вăл кун пирĕн района Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, ЧР хула строительствипе обществăлла инфратытăм министрĕн çумĕ М.Янковский, ЧР Патшалăх Канашĕн аппарат ертÿçи А.Иванов, Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану сферине асăрхаса тăракан федераци службин вырăнти управленийĕн ертÿçи В.Муллина килчĕç. Вĕсем район ертÿçисемпе пĕрле ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов тата М.Янковский Сухайкасси вăтам шкулĕнче вĕрентекенсемпе тата ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнчĕç. Калаçу, çÿлерех асăннă пекех, Президент Çырăвĕнчен пуçланчĕ. Д.Медведев Президент Федераци Пухăвне янă Çырура Раççей хĕвел анăçри вăйлă аталаннă патшалăхсенчен юлса пырассине пĕтерме çĕнĕ курс – пĕтĕмĕшле модернизаци системи – йышăннине палăртнă. Модернизаци хăйĕн пуçламăшне шкулти парта хушшинчех илет те экономикăпа политика аталанăвĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче вĕçленет. Çĕнетĕве япала шайĕпе кăна палăртма çук, кунта çĕршывра пурăнакансен пурнăç условийĕ, пурнăç шайĕ, хаксен виçи, çынсен ăнланăвне улăштарни тата ытти критерисем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Çĕнетÿ пуçламăшĕ валли Президент пилĕк тĕп ен палăртнă: энергоэффективлăх, ядерлă тата космос технологийĕсем, медицина тата телекоммуникаци (стратегиллĕ компьютер технологийĕсемпе усă курса). Çырăва хатĕрленĕ вăхăтра çак енсене аталантармалли тĕп çулсене тарăннăн тишкерсе палăртнă. Çĕнетÿ пилĕк отрасле кăна пырса тивмест, вăл çĕршывăн пĕтĕмĕшле экономикипе тÿрремĕн çыхăннă, çавăнпа та ытти нумай сферăн хăйĕн ĕçне çак енсене тĕпе хурса йĕркелемелле... Коррупципе кĕрешесси, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, вĕрентÿ пахалăхне çĕнетсе улăштарасси, ял хуçалăхне ура çине тăма пулăшасси, çурт-йĕр строительстви тата нумай-нумай тема Çырура пысăк вырăн йышăнать.

ЧР хула строительствипе обществăлла инфратытăм министрĕн çумĕ Çырури чылай шухăш çинче чарăнса тăчĕ. 2010 çулта пенси тÿлевĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пĕчĕк пулмалла мар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăçал çĕршывра 46 миллиард тенкĕ уйăрнă, 34 пин ветерана хваттерпе тивĕçтернĕ. Пирĕн республикăра 151 вăрçă ветеранĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсиди илнĕ е, урăхла, хваттерлĕ пулнă. Ку ыйтупа ял поселенине, район администрацине пыракансем нумаййăн пулĕ-ха. Вăрçă ветеранне вăл хваттер черетне 2005 çулччен е халĕ çеç тăнине пăхмасăр хваттерпе тивĕçтермелле. Анчах та тĕрлĕ критерие шута илеççĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин вăрçă ветеранĕсен списокĕ пур, вĕсене учета илнĕ. Кашни ветерана 36 тăваткал метр пурăнмалли лаптăк тивет. Пирĕн республикăра ветерансен пурнăç условине лайăхлатмалли ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 1 тăваткал метр 23, 4 пин тенкĕ тăрать. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттере 910 пин тенкĕпе туянма пулать.

«Çамрăк çемье» программăна экономика кризисне пула вăхăтлăха чарнă, лару-тăру лайăхлансан малалла ĕçлесе каять, ытти программăсем пурте ĕçлеççĕ, тесе ăнлантарчĕç республика ертÿçисем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов район аталанăвĕнчи хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕсенче пысăк материал пулнă пирки çурт-йĕр строительствинчи хăш-пĕр ĕçсемпе паллаштарам. 2009 çулта районта çурт-йĕр тума (туянма) 17768, 52 пин тенкĕ пăхса хăварнă. «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программăпа ялта ĕçлесе пурăнакан 10 çамрăк çемьепе çамрăк специалист; «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăпа – 3 çемье; «Çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси» республика программипе – 6 çемье; ытти категорири граждансене (çав шутра тăлăх 2 ачана) социаллă тÿлевсем панă.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика