18 ноября 2009 г.
Паянхи пурнăçра этем пурнăçĕ, сывлăхĕ, кун-çулĕ, кирлех пулсан шăпи те, кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа, вырăнти влаçпа, патшалăхпа тачă çыхăннă. Уйрăлми çак ăнлавсен сыппине шутласа та пĕтереймĕн.
Техника аталанăвĕ пысăк хăвăртлăхпа вăй илсе пынă вăхăтра пурнăç условийĕсем те куллен улшăнса пыраççĕ. Электроэнерги пама пăрахрĕç тейĕпĕр – тĕнче пĕтсе ларнăнах туйăнать. Шартлама хĕл кунĕнче котельнăйра çут çанталăк газĕ çунма пăрахсан вара мĕн пуласси çинчен шутлама та хăрушă. Е эпир ĕçлекен çурта кĕтмен çĕртен хĕç-пăшаллă çынсем тапăнсан мĕн тумаллине пĕлетпĕр-и тата; Хăрушăраххи те çивĕчреххи чылай паян. Пĕр çĕрте – шыв илнĕ, тепĕр çĕрте вăйлă çил-тăвăл çуртсене çĕмĕрсе хăварнă... Инкексен сăлтавĕ хăш чухне хамăр айванлăха пула, хăш чух вара вăл çынпа пачах та çыхăнман. Ахальтен мар ĕнтĕ патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем вăхăтран-вăхăта ку ыйтăва тĕрлĕ шайра çивĕччĕн çĕклеççĕ, халăха хăрушлăха сирсе ямалли е унран сахалрах тăкаксемпе тухмалли çул-йĕре кăтартаççĕ. Кăна çак кунсенче çут çанталăкран тата техника аталанăвĕнчен килекен сăлтавсене пула чрезвычайлă лару-тăру хăрушлăхĕ сиксе тухсан граждан оборони тата пĕрлехи патшалăх тытăмĕн районти тата объектсенчи сыпăкĕсем епле ĕçлемеллине вĕренме командăпа штаб вĕренĕвĕсем ирттерни уççăн çирĕплетрĕ.
Вĕренÿ саманчĕсем – чăннипех пурнăçра сиксе тухма пултараканнисем. Тĕрлĕ авари йĕрĕсене хăвăрт тирпейлеме хăнăхни питĕ кирлĕ ĕç. Вĕренÿ икĕ куна пычĕ. Пĕрремĕш кун кăнтăрла районăн чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушсăрлăх комиссийĕн анлă ларăвне пухрĕç. Вĕренÿ йĕркелÿçисем çак мероприятин тĕллевĕсем çинчен ăнлантарчĕç, районти службăсен начальникĕсем черетпе чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма йышăннă мерăсем çинчен докладсем турĕç.
Унтан пурте Горький чукун çулĕ çинчи, ĕлĕкхи «33-й путь», аварие пула тухнă пушара «сÿнтерме» васкарĕç. Груз турттаракан пуйăс хирĕç килекен çакăн пек пуйăспа çапăннă. Бензин тултарнă икĕ цистерна, щебень тиенĕ вунă вакун йăванса кайнă. Аварире вакуна çулăм ярса илнĕ. Икĕ çын аманнă... (çакăн пек ситуацири ĕçе кăтартмалла). Кун пек чрезвычайлă лару-тăрăва мĕнле сирсе ямалла; Паллах, йывăрлăх килсе çапсан, чи малтан, çухалса каймалла мар. Инкек пулнă вырăна Канаш станцийĕн чукун çул çинчи пушар хуралĕн сотрудникĕсем çийĕнчех çитнĕ. Унтан районти пушар хăрушсăрлăх, медицина, газ, милици, энергетика службисем çитрĕç, аманнисене пĕрремĕш пулăшу парса больницăна илсе кайрĕç, пушарнăйсем хăйсен ĕçне питĕ лайăх пурнăçларĕç. Чăваш Республикин граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн оперативлă реагировани управленийĕн начальникĕ – руководство штабĕн пуçлăхĕпе Д.Тимофеевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çакна малтанхи кунах палăртрĕç.
Сăмах май, кунта çакна кăтартса хăвармаллах-тăр. Горький чукун çулĕн Канаш станцийĕн ведомствăри пушар хуралĕн пуйăсĕ пирĕн республикăра пĕртен-пĕрре çеç. Ун çинче кашни кун 7 çын дежурствăра тăрать. «Телее, пирĕн тăрăхра ку таранччен чукун çул çинче пушарсем пулман. Ан та пулччăр», – терĕ пуйăс начальникĕ. Пуйăс кирек хăш еннелле те, Вăрнара та, Вăрмара та, Шупашкара та, çула тухма хатĕр. Цистернăсенче яланах шыв пур. Пĕр цистернăри шыв саппасĕ – 73 кубла метр е 73 тонна. «Спрут» аварипе çăлав инструменчĕн усси пысăк. Пушар сÿнтермелли ятарлă кăпăкпа шыв хутăшĕ те яланах саппасра.
Чрезвычайлă лару-тăрăва сирекен, аварисенчен хăтаракан тата ытти вăйпа хатĕрсен смотрĕ те йĕркеллĕ иртрĕ.
Иккĕмĕш кун граждан оборонин штабĕ ирех ĕçе пуçăнчĕ. ЧР граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ – командăпа штаб вĕренĕвĕсен ертÿçин çумĕ В.Петьков районăн чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушсăрлăх комиссийĕн анлă ларăвне ирттерчĕ. Унтан вĕренÿ пуçланчĕ. Асхва ял поселенийĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан пĕр çын AH1N1 гриппа чирленине палăртнă. Ун çинчен районти оперативлă штаба пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе çийĕнчех çирĕп мерăсем йышăннă. Ял поселенийĕн пуçлăхĕн çак чирпе чирлĕ çынсене пĕлсе тăмалла, вĕсене ял-йышпа хутшăнма чармалла. Ялта чир пуррине пĕлтерекен паллăсем лартмалла, çитменнине тата шкул çурчĕ те çывăхрах. Ветеринарсем кил тăрăх çÿресе сыснасен, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне шута илнĕ. Пирĕн районта та AH1N1 гриппа чирленĕ çынна палăртнă пирки ыйту тата та çивĕчленет. Çавăнпа та ялсенче хуçалăхсем тăрăх тĕрĕслев ирттерме пуçласса пĕлтерчĕ тĕп ветврач А.Степанов. Медслужба, ветеринари службин ĕçченĕсем "чир тупнă" вырăнта пĕр ĕç хыççăн теприне тĕрĕс пурнăçларĕç (комисси хаклавĕ тăрăх).
Черетлĕ чрезвычайлă лару-тăру Шăхасанти психиатри больницинче. Хĕрарăмсен уйрăмĕнчи 5-мĕш палатăра пушар тухнă. Чирлисене санитарсем эвакуацилеççĕ. Йывăр чирлисене наçилккепе йăтаççĕ. Пăлхану çук. Вырăнти 16-мĕш пушар чаçĕн пушарнăйĕсем çийĕнчех çитрĕç, пушара сÿнтерме пикенчĕç. Шыв насусĕн пĕр кранĕ шăнса ларнă та унта шланг çыхăнтарма май килмерĕ. Пушарнăйсем ăна самантрах урăххипе улăштарчĕç, пĕр минут та иртмерĕ пулĕ. Çак хăнăхусене комисси асăрхамасăр иртмерĕ. Тепĕр 15 минутран 15-мĕш пушар чаçĕнчен машинсем çитрĕç. Кун пек ĕçлени чăн-чăн инкеке кĕске вăхăтрах чарса лартма пулăшатех. Ку вĕренĕвĕн тепĕр тĕсĕ пулчĕ. Халиччен, телее, пушарнăйсен ĕçне тÿр-ремĕн курман та, вĕсем чăннипех те хисепе тивĕç. Çаврăнăçулăх, вăй-хал, çирĕп сывлăх, ăнлану пушарнăйсемшĕн пĕлте-рĕшлĕ пулни яр уççăн курăнчĕ.
Паллă мар çын хăйĕн усал ĕçне тунă. Районти тĕп больницăн котельнăйĕ электроэнергисĕр юлнă. Больница комплексĕ ăшăсăр, çутăсăр тăрса юлнă. Унта вара чирлисене апат та пĕçерсе çитермелле, операцисем те тумалла тата ытти те. Мĕн тумалла; Больницăн хăйĕн дизель вăйĕпе ĕçлекен икĕ генератор пур... Пĕр сăмахпа – пурте йĕркеллĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче «Крепость» операци çÿллĕ шайра иртрĕ. Хура тĕслĕ патшалăх регистраци паллисемсĕр «ВАЗ-2115» автомашина Канаш хулинче ГИБДД сотрудникĕсем чарăнма ыйтсан та чарăнман. Вăл Шăхасан еннелле çул тытни паллă. Машинăра виçĕ çын, иккĕшĕ хĕç-пăшаллă. Вĕсене тытса чарассипе мерăсем йышăнмалла! Районти ГИБДД сотрудникĕсем машина Шăхасан ялне пăрăнса кĕнине пĕлтереççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче сыхă тăракан снайпер Михайлов генерал урамĕпе регистраци номерĕсĕр «ВАЗ-2115» машина килнине пĕлтерет. Постсем пурте «Готовность " 1» позици йышăнаççĕ. Вĕренĕве хутшăнакансем çакна веçех раципе итлеççĕ. Чăн та, питĕ хăрушă пулса каять. Пăшал пенĕ сасăсем чуна çÿçентереççĕ. Преступниксене шалти ĕçсен пайне ярса илме май килмест, кунта вĕсене хăвăрт хĕç-пăшалсăрлантараççĕ. Аманнă сотруднике васкавлă пулăшу парса больницăна леçеççĕ, перкелешÿ вăхăтĕнче çулăм ярса илнĕ машинăна пушарнăйсем сÿнтереççĕ...
Районти шалти ĕçсен органĕсенче кăтартнă ĕçе республикăри ытти районсенче вĕрентÿпе кăтарту пособийĕ вырăнне усă курма сĕнчĕ Д.Тимофеев полковник.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче те, «Чăваш-энерго» ОАОн Кăнтăр электричество сечĕсенче те пушарсене сÿнтерессипе, Уçырмара вара инкек тÿсекенсене вăхăтлăха вырнаçтарассипе, çынсене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе вĕренĕве çÿллĕ шайра йĕркеленĕ.
Çакна республикăран килнĕ ертÿçĕсем те палăртмасăр хăвармарĕç. Йăнăшсене асăрхаса вĕсене тÿрлетсе пычĕç.
– Мероприятие ирттерме пĕлтĕрех палăртнă. Уйăх каялла вара командăпа штаб вĕренĕвĕсен ертÿçи С.Гапликов ăна Канаш районĕнче ирттерме хушу пачĕ. Асăннă тапхăрта чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче пулакан пур ыйтăва та тишкерсе тухрăмăр. Граждан оборони тата пĕрлехи патшалăх тытăмĕн районти звенин хатĕрленÿ шайĕ вĕренÿсем пуçланичченех çÿллĕ шайраччĕ. Службăсен начальникĕсем докладсене тĕрĕс тăваççĕ, кăтарту хатĕрĕсене кирлĕ пек хатĕрленĕ. Ĕç вырăнĕсенче çынсем чрезвычайлă лару-тăрура мĕн тумаллине питĕ лайăх пĕлеççĕ, – терĕç В.Петьковпа Д.Тимофеев. Вĕренĕве чи пысăк паллăпа – мирлĕ вăхăтра та, вăрçă вăхăтĕнче те задачăсене пурнăçлама хатĕр – хакларĕç.
И.ВЛАДИМИРОВА.