18 ноября 2009 г.
Эпир кулленхи пĕр евĕрлĕ пурнăçа тахçанах хăнăхнă. Анчах та правăна пăсакансем йĕрке хуралçисене «тунсăхлаттармаççĕ». Патшалăх автоинспецийĕн сотрудникĕсем яланах малти линире. Вĕсем район территорийĕнчи çулсем çинчи хăрушсăрлăха тытса тăраç-çĕ, преступниксене тытса чараççĕ, вăрланă машинăсене шыраса тупаççĕ.
ГИБДД уйрăмĕ районăн шалти ĕçсен пайĕн структурăри подразделенийĕ. Кунта 13 милици сотрудникĕ ĕçлет. Çуллахи шăрăхра та, хĕллехи тăманра та, çумăр е юр çунă вăхăтра сотрудниксем служба тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçлаççĕ.
ГИБДД сотрудникĕсем кашни уйăхрах «Ачасем», «Хăвăртлăх», «Çуран çÿрекен çын», «Чукун çул переезчĕ» (вĕсем районта 11), «Хăрушă груз», «Маршрутлă такси» операцисем ирттереççĕ. Районти шкулсене тухса ачасем çул-йĕр правилисене мĕнлерех пĕлнине тĕрĕслеме конкурссем йĕркелеççĕ. «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем çул-йĕр инспекторĕсемсĕр иртмеççĕ.
Районти ГИБДД уйрăмĕ пăхса тăракан автоçулсен тăршшĕ – 347 километр. Вĕсенчен федераци пĕлтерĕшлĕ «Çĕрпÿ-Ульяновск» автоçул – 41 километр, республика пĕлтерĕшлисем – 87, вырăнти çулсем 219 километр.
Кăçалхи вунă уйăхра район территорийĕнче 59 (пĕлтĕр – 54) авари шута илнĕ, вĕсенче 18 (2008 çулта – 9) çын вилнĕ, 84 (71) çын аманнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан çулсем çинчи инкексен шучĕ ÿссе пырать. Аварисене çакăн пек ушкăнлама пулать: пырса çапăннă (20 тĕслĕх), çултан тухса кайнă тата çаврăнса ÿкнĕ (16), çуран пыракан çынна çапса хăварнă (15), велосипедиста çапса хăварнă (1), чăрмавсем çине кĕрсе кайнă (3), пассажир транспортран тухса ÿкнĕ (1), ытти фактсем – 3. Ачасем хутшăннипе 5 авари пулнă, пĕр ача вилнĕ, 4-шĕ сусăрланнă.
Аварисен сăлтавĕ те тĕрлĕрен: хăвăртлăх транспорт куçăмĕн условийĕсене тивĕçтерменни; хирĕç çул çине тухса кайни; çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни; ачасене турттармалли правилăсене пăсни; руль умне ÿсĕрле ларни.
Вунă уйăхра инспекторсем çул-йĕр правилисене пăснă 8186 çынна (пĕлтĕр – 7154) административлă йĕркепе явап тыттарнă: ÿсĕрле çула тухнă 189 (иртнĕ çул – 187) водителе, хăвăртлăх режимне пăснă 3140 (2279) водителе, çул-йĕр правилисене пăснă 366 çынна административлă йĕркепе айăпланă. Çул çинчи правилăсене сĕм-сĕррĕн пăснăшăн 67 водителе арестлесе 15 талăка хупнă.
Служба тивĕçĕсене кăтартуллă пурнăçланăшăн тата ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Л.Васильева, В.Николаев, В.Никитин, В.Михайлов, Р.Константинов районти шалти ĕçсен пайĕн, çавăн пекех ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД Управленийĕн наградисене пĕрре мар тивĕçнĕ.
М.ЮНУСОВ, Л.ВАСИЛЬЕВА, районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем.
М.ЮНУСОВ, Л.ВАСИЛЬЕВА, районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем.