18 ноября 2009 г.
Чуна вĕрилентерекн сăвăсен авторĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа Шупашкарта унăн палăкĕ умĕнче митинг иртнĕ. Çав вăхăтрах пирĕнтен 1700 çухрăмра вырнаçнă Остер хулинче те пирĕн мухтавлă ентешĕмĕрĕн вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă, вăл чĕртнĕ туслăха аса илнĕ, ун ячĕпе хĕрÿллĕ сăмахсем янăранă.
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсен литературăпа музыка каçĕ ирттернĕ. Çак премине 1969 çулта комсомол Чăваш обкомĕ çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш лауреатсем – украин писателĕ, «Çеçпĕл» роман авторĕ Юрий Збанацкий, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай, Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков. Паянхи кун тĕлне çак йышра 70 ытла çын. 1992 çултанпа Çеçпĕл Мишшин премине Валери Туркай поэт ертсе пыракан Çеçпĕл Мишшин фончĕ парать.
Уяв каçĕнче Чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи, искусствăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат, Анатолий Смолин сăвăç тата ытти паллă çынсем тухса калаçнă. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Роза Лизакова Чăваш Енре тата йăхташсем пурăнакан кÿршĕ республикăсемпе облаçсенче Çеçпĕле халалласа ирттерекен мероприятисем унăн ятне яланлăхах хăварас енĕпе пурнăçланса пыракан ĕçсем пирки чарăнса тăнă.
Куравçăсене хăйсен пултарулăхĕпе «Уяв», «Сувар» тата «Эревет» ансамбльсем, çамрăксен театрĕн ушкăнĕ савăнтарнă. Раççей халăх артисчĕ Петр Заломнов вырăс романсĕсене юрланă, Аврам Бурундуков баянист чăваш кĕввисене шăрантарнă.
Иртнĕ эрнекун пирĕн районта Чăваш сăввин аслă çĕнетÿçи, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă уяв Шăхасан вăтам шкулĕ умĕнчи палăк патĕнче ирттернĕ митингран пуçланчĕ. Чыслав митингне Шупашкартан чаплă хăнасем килсе çитрĕç. Ушкăн ертÿçи – Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Т.Казакова. Вĕсем хыççăнах кÿршĕ республикăри, Тутарстанра пурăнакан чăвашсен элчисем, пирĕн Çеçпĕле хисеплесе килнисен йышне хушăнчĕç. Вĕсен хушшинче – Теччĕ район ĕçтăвкомĕн ертÿçин çумĕ В.Татаркин, чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралса ÿснĕ Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов, Чăваш наци культурин центрĕн канашĕн председателĕ, СССРăн тата РСФСРăн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ В.Вериялов, Теччĕри педагогика училищин (революци хыççăн вăл учительсем хатĕрлекен семинари пулнă, унта Мишша та вĕреннĕ) преподавателĕ М. Адайкина тата ыттисем те – пурĕ тăххăрăн.
Митинга Шăхасан вăтам шкул директорĕ В.Федоров уçрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕн председательне В.Тургай поэта сăмах пачĕ. Валерий Владимирович Украинăри Остер хулине кайса килни çинчен каласа пачĕ. Унти рада пуçлăхĕ В.Западня янă салама митинга пухăннă халăх патне çитерчĕ.
1999 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнине кĕтсе илме Указ кăларнă. Чăвашсен паллă поэчĕн пултарулăхĕ пĕтĕм халăх пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе Çеçпĕл ялĕнче асăну комплексĕ тума палăртнă. Строительство ĕçĕсем мĕнле пынине тĕрĕслесе тăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумне П.Ивантаева хушнă. Петр Васильевич вунă çул каяллахи вăхăта аса илчĕ, Çеçпĕл ялне тирпей-илем кĕртес, культура, музей, шкул çурчĕсене, парка çĕнетес ĕçсене епле йĕркелесе пынине аса илчĕ.
– Комплекса тĕпрен илсен чăваш халăх йăлипе нимелле турăмăр. Кашни хуçалăх укçа уйăрса пачĕ, строительсене ĕç вăйĕпе пулăшса тăчĕ, – терĕ П.Ивантаев.
Калаçăва малалла Теччĕрен килнĕ В.Татаркин тăсрĕ. Валерий Николаевич тутарта Çеçпĕл Мишшине манманни, унти чăвашсем хăйсен мухтавлă ентешĕпе, вăл Теччĕре вĕреннипе тата ĕçленипе хăпартланни çинчен мăнаçланса каларĕ.
Çеçпĕлти культура çурчĕ çумĕнчи «Шĕкĕр» фольклор, районти культура çурчĕн «Ентешсем» ансамбль тата вăтам шкулăн пĕчĕк артис-чĕсем чечек çыххисемпе илемленнĕ Çеçпĕл палăкĕ умĕнчи лапамра сăвă-юрăпа савăнтарчĕç. Чăваш наци тумĕ тăхăннă хĕрсем хăнасене ташша чĕнсе кăларчĕç. Епле хитре, чуна çĕклентерсе янăрарĕ чăваш çемми. Ура хуçса ташлакансем, юрра шăпчăк евĕр шăрантаракансем, сăвăсене чуна хускатмалла, хĕрÿленсе вулакансем çине пăхса çак шкулта ăс пухса пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме хал çитернĕ, тăван халăха телейлĕ пуласлăх патне мĕнле илсе каймаллине кăтартакан çула суйласа илнĕ, постамент çине вырнаçтарнă Мишша та киленнĕнех туйăнчĕ.
Тăххăрмĕш класра вĕренекен К.Егорова, чăваш хĕрĕн хитре çи-пуçне тăхăннăскер, хăнасене шкулти Çеçпĕл Мишшин музейне йыхăрчĕ. Унти экспонатсемпе те, стендсемпе те, альбомсен пуххисемпе те хăех паллаштарчĕ. Вĕсем музее килен-каянсен кĕнекинче ăшă сăмахсем çырса хăварчĕç. Шăхасан шкулĕ кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне хăтлă, виçĕ хутлă капăр çуртра пуçларĕ. Шупашкартан, Тутарстанран килнисем кунти вĕренÿ кабинечĕсемпе, хушма пÿлĕмсемпе интересленсе те тĕлĕнсе паллашрĕç. Н.Федоров Президент калашле кун пек шкулта япăх вĕренме чăннипех те намăс.
Çăмăл машинăсем, тăпăлкка микроавтобус такăр шоссепе ялан çĕннине шыранă, тăван халăх пуласлăхĕшĕн чунĕпе çуннă, хăюллă шухăшсене уççăн каланă, мал ĕмĕтлĕ сăвăç Çеçпĕл Мишши çуралнă яла çул тытрĕç. Шухăша кайнă евĕр лăпкăн тĕлĕрекен улмуççисем хушшинче ларакан Çеçпĕл палăкĕ умĕнче культура министрĕн çумĕ Т.Казакова, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.Абрамов, вĕрентÿ институчĕн кафедра пуçлăхĕ Ю.Виноградов доцент, С.Асамат юрăç тата сăвăç, Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Краснов, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ А.Андреева сăмах каларĕç. Чаплă ентешĕмĕре асăнса чечек кăшăлĕсем, кăвар пек çунса тăракан гвоздикăсем хучĕç.
Кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн ялти музейĕ умĕнче юбилее килнисене чăвашсен капăр тумне тăхăннă каччăпа икĕ хĕр çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Музей директорĕ И.Егорова кунти кашни япала çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, пултаруллă çыравçă пурнăçĕнчи паллă самантсене аса илчĕ. Çеçпĕл Мишши çуралнă çурт пулнă вырăна та çитсе курчĕç. Кунта уйрăмах Теччĕрен тата Кăнна Кушкинчен килнисене интереслĕ пулчĕ.
Сиккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Асам» ансамбль Çеçпĕлти культура çурчĕн пысăк залне кĕрекенсен кăмăлне илемлĕ юрăпа çĕклерĕ. Юрă вĕçленсен сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов хăпарчĕ.
– Унăн пурнăçĕ тăван халăхăмăрăн шăпипе тачă çыхăннă, унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртесси пирĕн тивĕç пулса тăрать. Вăл «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕршывăн хастар ачисем, вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен» тесе чĕнни паянхи кунпа çывăх, актуаллă, – палăртрĕ Владимир Николаевич юбилей каçне уçса.
В. Степанов П.Ивантаева вунă çул каялла Çеçпĕл ялĕнчи асăну комплексне вăхăтра туса пĕтерес тата уçас тесе ырми-канми ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ. Петр Васильевич çав çулăн аса илĕвне «Яланах Çеçпĕлпе пĕрле пулар. Унпа эпир кирек епле йывăрлăха та çĕнтерĕпĕр», – тесе вĕçлерĕ. Çак сăмахсене залри халăх хыттăн алă çупса йышăнчĕ.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен политикин министрĕн çумĕ Т.Казакова хăйĕн сăмахне Çеçпĕлĕн «Чăн чĕрĕлнĕ!» сăввипе пуçларĕ. «Чăваш чĕлхи текех чухăн мар! Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен. Эй, чăвашсем! Пĕтĕм чĕререн: – Чăн чĕрĕлнĕ тесе кăшкăрар».
– Çеçпĕл Мишшин литературăра юлнă пуянлăхĕ халăхăн ылтăн çÿпçинче упранать. Çеçпĕл йыхравĕ – малашлăха мăнаçлăн талпăнни, пире чĕнсе каланă сăмах. Пирĕнтен кашниннех поэтăн чĕнĕвне чĕрепе йышăнса хамăрăн культурăна, йăла-йĕркене, чĕлхене упраса хăварассишĕн, пуянлатассишĕн тăрăшмалла. Халăх кун-çулĕнче мĕн кăна пулмарĕ, анчах та Çеçпĕл пирĕншĕн яланах çамрăк, вĕри чун-чĕреллĕ пулса юлчĕ. Унăн кăвар пек хĕмленсе тăракан сăввисене никам та сÿнтерме пултараймĕ, кирек хăçан та вĕсем пурнăçшăн кĕрешме вĕрентеççĕ, – терĕ Татьяна Васильевна.
– Çеçпĕле эпĕ яланах хамăрăн поэт, Теччĕре çуралса ÿснĕ çын тесе шутланă, халĕ те çаплах шутлатăп. Унăн сăввисене вуласа пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕреннĕ. Мишша çуралнă ялта, вĕреннĕ шкулта, унăн музейĕнче пулса ун çинчен тĕплĕнрех, нумай çĕнни пĕлтĕмĕр. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Теччĕри педагогика училищинче чаплă сăвăçăмăра халалласа уяв каçĕ ирттеретпĕр. Унта сире те ырă сунса кĕтсе илĕпĕр. Хамăрăн 22 çула çитнĕ ывăла е хĕре эпир ача-ха тетпĕр. Çав ÿсĕмре вара Çеçпĕл Мишши вут-хĕмлĕн çунакан, кăваррăн йăлкăшакан сăвăсем хайланă. Чăннипех те вăйлă поэт пулнă. Вăл каланă пек яланах хыт утăмлă пулар! – палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Теччĕ район ĕçтăвкомĕн ертÿçин çумĕ В.Татаркин.
Валерий Николаевич вырăнти музее Теччĕ хулин кун-çулĕпе паллаштаракан кĕнеке парнелерĕ. Сăмах май, историксем каланă тăрăх, Теччĕне никĕсленĕренпе 1500 çул çитет. Кунти педагогика училищин преподавателĕ М.Адайкина Çеçпĕлшĕн çывăх пулса тăнă хула çинчен кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ.
Микрофон умĕнче – чăваш халăх почĕ Валери Тургай. Ăна юратнине, хисепленине пĕлтерсе залри халăх хыттăн алă çупса ячĕ.
– Пурăнатпăр-ха, тăвансем, пурăнатпăр. Мĕн чухлĕ йывăртарах, çавăн чухлĕ вăйлăрах эпир. Çирĕп чунлă пулма пире Çеçпĕл Мишшин сăввисем вăй-хăват параççĕ. Унăн вилĕмсĕр хайлавĕсем пирĕн пата çитнишĕн украин хĕрарăмĕ Евдокия Пенская чăваш халăхĕн тавне чăннипех тивĕç. Вăл ниме пăхмасăр унăн ал çырăвĕсене, докуменчĕсене упраса хăварнă. Укçа пухса унăн палăкне лартас шухăш пур-ха. Тăван халăх çакна ырласа йышăнасса шанас килет. Телейлĕ халăх эпир. Мĕншĕн тесен Çеçпĕл пур пирĕн. Таса пулар, Çеçпĕл пек пулар! – терĕ Валерий Владимирович.
В.Туркай Шăхасан тата Çеçпĕл шкулĕсенчи библиотекăсене хăйĕн «Вĕçленмен вĕçев» ятлă кĕнекине парнелерĕ. Çавăн пекех вăл кăçал Çеçпĕл Мишшин премине камсем тивĕç пулнине пуçласа пĕлтерчĕ. Вĕсем – Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романне, Çеçпĕл Мишшин тата ытти паллă чăваш поэчĕсен сăввисене вырăсла куçарнă Аристарх Дмитриев тата Çеçпĕл сăввисене тутарла янратнă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ренат Харис поэт.
Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.Абрамов, «Ульяновец» хаçат редакторĕ Л.Филиппова, Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов, С.Асаматпа Р.Сарпи поэтессăсем, Çеçпĕл вăтам шкулĕн директорĕ А.Петров Çеçпĕл Мишши çинчен нумай ăшă сăмах каларĕç.
Çеçпĕл Мишшин ентешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей журналисчĕсен, Чăваш Республикин профессиллĕ писателĕсен союзĕсен членĕ Л.Филиппова кăçалтан пуçласа Çеçпĕл Мишши çуралнă кун вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн, обществăлла ĕçри хастарлăхшăн, кăвар чĕреллĕ ентешĕн – гениллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин ятне, Çеçпĕл çĕршывĕн, пĕтĕм Чăваш тĕнчин ятне-сумне тата та çÿллĕрех шая çĕклес тесе ырми-канми тăрăшма хатĕр мĕнпур яша «Çамрăк çеçпĕлçĕ» ят тата ятарлă стипенди парса чыслассине çирĕплетсе каларĕ. Çак хисепе Çеçпĕл вăтам шкулĕнче вĕренекен Петя Васильевпа Рада Андреева тивĕç пулчĕç. Лидия Ивановна ĕнентерÿ хутне тата конверт ăшне чикнĕ 1000 тенкĕ ук-çана вĕсене сцена çине чĕнсе илсе халăх умĕнче пачĕ.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, паллă юрăç Н.Гордеев Çеçпĕл сăввисене чуна тивмелле вуларĕ, «Эпĕ вилсен» сăвă сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ тата хăйĕн репертуарĕнчи темиçе юрра юрларĕ. Р.Андреева вĕренекен украин юррине шăрантарчĕ. Шкул ачисен ушкăнĕ хĕртнĕ хурçă евĕр чĕлхеллĕ поэтăн вилĕмсĕр сăввисене чуна хумхантармалла каласа пачĕ.
Юбилей каçĕн илемĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем З.Козловăпа С.Федотов ертсе пыракан, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсен «Уяв» халăх фольклор тата ачасен халăх инструменчĕсен ансамблĕсен концерчĕ пулчĕ.
Виталий АЧЧА.