13 ноября 2009 г.
Канашри педагогика училищинче (çĕнĕлле пурнăç юхăмĕнче унăн ятне колледж тесе улăштарчĕç) нумай çул ĕçленĕ М.Дмитриев çитес вырсарникун 75 çул тултарассине чи малтан унăн вĕренекенĕсем пулнă çынсем аса илнĕ. Студентсен йывăр, анчах питĕ интереслĕ те хаваслă çулĕсенче вĕсен ушкăн кураторĕ пулнă вăл. Нумаях пулмасть çамрăк чухне çывăх туссем пулнă Р.Полякова, З.Смирнова, Ю.Морозова, А.Гордеева районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕпе Н.Петровăпа тĕл пулчĕç. Хăйсене ăс панă Михаил Дмитриевича тав тăвас шутпа вĕсем пирĕн хаçат редакцийĕпе çыхăнас терĕç. Çакна тума Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен А.Гордеевăна ыйтрĕç. Эрне пуçламăшĕнче Алевтина Павловнăпа тĕл пултăмăр. Вăл хăйĕнпе пĕрле педагогика ветеранĕн кĕске биографине те илсе килнĕ.
Унăн ачалăхĕ Çĕнĕ Мами ялĕнче иртнĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Уйрăмах Мишша физикăпа математикăна килĕштернĕ. Çак предметсене вĕрентекенсем ăнлантарса панине тимлĕ итленĕ, урок темисене хăвăрт ăнкарса илнĕ, тавçăруллăскер задачăсемпе уравненисене хĕвел çаврăнăш вăрри пек шĕкĕлченĕ, тĕрлĕ формула пуçне магнитофон ленти çине евĕр çырăнса юлнă. Пĕлес тени ăна Канашри учительсен институтне илсе çитернĕ. Унта вăл физикăпа математика факультечĕн алăкне туртса уçнă. 1955 çулта учитель дипломне алла илнĕ. Çакăнпах лăпланман пултаруллă специалист, пĕлĕвне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ÿстернĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕнче Михаил физикăпа производство никĕсĕсене алла илнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 55-мĕш çулĕнче Çĕнĕ Мами каччи пакунсем çакнă. Малтан ротăри, каярахпа полкри комсомол организацине ертсе пынă. Вунă çултан Дмитриев капитан тăван тăрăха таврăннă. Хамăр енчи тĕрлĕ шкулта ачасене физика вĕрентнĕ. Пушă вăхăта ытларах стадионта ирттернĕ. Çăмăл атлетикăпа интересленнĕ вăл. Чăваш АССР спартакиадинче Михаил чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă, спортăн пĕрремĕш разрядне тултарнă.
Опытлă, пуçаруллă çамрăка Канашри педучилищĕне студентсене физика вĕрентме чĕнсе илнĕ. Михаил Дмитриевич хăйĕн предметне питĕ лайăх пĕлни, вĕрентÿ ăслайĕсене алла илни ăна уроксене эффективлă, усăллă, интереслĕ, пысăк шайра ирттерме пулăшнă. Студентсене шухăшлама, тишкерме, йывăр самантра тĕрĕс йышăну тума вĕрентнĕ. Ăста педагог шкулсенчи физика учителĕсем валли уçă уроксем ирттернĕ, методика доклачĕсем вуланă. Вăтам пĕлÿ тата специальность паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче физика вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕсене активлă хутшăннă, унăн ларăвĕсенче хăйĕн опычĕпе паллаштарнă. Куратор пулнă май воспитани темипе çыхăннă мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕ. Группăра шкул-интернат тата ачасен çурчĕн воспитанникĕсем те пулнă. Çавăнпа та вĕсемпе уйрăммăн ĕçленĕ, вĕсемшĕн ашшĕ вырăнне пулнă тесен те йăнăш пулас çук. Час-часах студентсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулнă.
1966 çулта М.Дмитриева училищĕри физика кабинечĕн заведующине лартнă. Физика тата радиотелефонистсен кружокĕсене ертсе пынă. Вĕсене çÿрекен студентсемпе вĕренÿ кабинечĕсене «тумлантарнă», вĕренÿ хатĕрĕсем ăсталанă, вĕренекенсен ĕçĕсене куравсене тăратнă. Пултаруллă педагог ертсе пынипе кашни çулах физика олимпиадисем, декадисем, викторинисем, каçĕсем тухăçлă иртнĕ, пулас педагогсен пĕлĕвне пуянлатнă. Студентсене физикăпа çыхăннă рефератсем çыртарттарнă, паллах хăй те пĕлĕвне ÿстерсе пынă.
1986 çулта Горький хулинче тĕнчипе паллă Я.Френкель физик çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Михаил Дмитриевич та хутшăннă. Конференцире физикăна вĕрентессин процесĕ çамрăксене воспитани парассинче мĕнле вырăн йышăнни çинчен тунă доклада пысăк хак панă. М.Дмитриев хăй вĕрентекен предмета çав тери юратнă, çакăншăн ăна ĕçтешĕсем те, вĕренекенĕсем те хисепленĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата шкулсем валли кадрсем хатĕрлессинче хастар пулнăшăн Михаил Дмитриевича «СССРăн халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ» хисеплĕ ят панă. Пуçламăш классене вĕрентекенсен квалификацине ÿстерес енĕпе, куратор ĕçĕсене тивĕçлĕ туса пынăшăн Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă. 2004 çулта ăна Канашри педагогика колледжĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
Михаил Дмитриевич педагогика коллективĕпе çыхăну тытсах тăрать. Студентсемпе тăтăшах уçă уроксем ирттерет. Каласа памалли, аса илмелли вара унăн тем чухлех. Уявсенче те хăйĕншĕн иккĕмĕш кил пулса тăнă вĕрентÿ учрежденине кĕрсе тухать, унти преподавательсене ăшă сăмахсемпе саламлать, хăйне манманшăн тав тăвать.
В.АЧЧА.