13 ноября 2009 г.
Хаçат-журнал çырăнтарас ĕçĕн чи хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Уй-хиртен çитĕнтернĕ мĕн пур çимĕçе пÿлмесене пухса кĕртнĕ ял ĕçченĕ, халĕ вара унăн «чун апачĕ» пирки те шутлама вăхăт.
«Хаçатсăр коопераци çук», - теççĕ «Российская кооперация» хаçатри пирĕн ĕçтешсем. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕсем кăçалхи иккĕмĕш çур çуллăхри çырăнтару кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Палăртма питех те кăмăллă: çĕршыври потребительсен обществисемпе предприятийĕсем хушшинчи тупăшура «Российсакая кооперация» хаçата çырăнтарассипе Канашри райпо, Чăваш Енрен Октябрьскинчи райпопа пĕрле, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ! Сăмах май, пĕрремĕш çур çул итогĕсемпе те мала тухнăччĕ пирĕн райпо, авăн уйăхĕнче Канаш кооператорĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма ун чухне Мускавран Сергей Двиганцев журналист ятарласа килнĕччĕ те вĕсен ырă ĕçĕсем çинчен «Российская кооперация» хаçатра анлăн çырса кăтартнăччĕ.
Редакци коллегийĕ çырăнтару ĕçĕнче чи пысăк кăтартушăн Канашри райпо совечĕн председательне Валерий Павлова Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Хисеп грамотипе чыслама палăртнă. Саламлатпăр, Валерий Аркадьевич! Палăртнă ырă ĕмĕтсемпе ĕçĕрсем ялан пурнăçа кĕрсе пыччĕр! Кунта çакна палăртни те вырăнлĕ пулĕ: райпо «Канаш ен» хаçат ял çыннисем хушшинче сарассипе те пире пысăк пулăшу кÿрет. Уншăн районти кооператорсене чĕререн тав тăватпăр, малашне те çапла килĕштерсе ĕçлессе шанатпăр.
Çырăнтару тапхăрĕнче яланхиллех республикăри кооператорсен пĕрлĕхĕ те палăрнă. Чăвашпотребсоюз (Союз председателĕ Валерий Михайлович Павлов) «Тăнăçлăх патне ăнтăлнăшăн» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Унсăр пуçне ăна «РК» редколлегийĕ çырăнтару тапхăрĕнчи пысăк кăтартусемшĕн Тав грамотипе наградăланă.
Вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Раççейри коопераци университечĕн филиалĕ – Шупашкарти кооператив институчĕ тивĕçнĕ.
А.ВЛАДИМИРОВ.