13 ноября 2009 г.
Миннат Шайдуллович Рахматуллин Канашри райпора чылай çул правлени председателĕн производство тата строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, унччен маларах Канаш хулинчи ваккăн сутă тăвакан пĕрлешĕвне ертсе пынă.
Çамрăклах вăрçă вучĕ витĕр тухнă вăл. Ăна 1943 çулта çара илнĕ.
- Кĕркунне Канашра снайперсен ротинче çар ĕçне вĕрентрĕç. Ротăна салатсан Канаш хулипе юнашар вырнаçнă Сухайкасси ялĕ çумĕнче тăракан стрелоксен 357-мĕш запасри полкне куçарчĕç. 1944 çулта апрельте резерври полк çар эшелонĕпе Калинин облаçĕнчи Вышний Волочек хулине çитрĕмĕр. Май уйăхĕнче Карели çĕрĕ çинче пуçласа çапăçăва кĕтĕм, - аса илет ветеран.
7-мĕш çарăн стрелоксен полкĕн Хĕрлĕ ялавлă 350-мĕш дивизийĕн йышĕнче, тăшман вĕçĕмсĕр персе тăнине пăхмасăр, тулли шывлă Свирь урлă каçнă çамрăк салтак. Пĕр атакăра ураран йывăр аманнă. Карели тĕп хули - Петрозаводск енне талпăнса пынă чухне тăшман пульли каллех ураран лекнĕ. Ладога кÿлли урлă Тихвин хулине госпитале ăсатнă сусăрланнă салтака. Каярахпа Миннат Рахматуллин Ленинградри çарпа политика училищинчен вĕренсе тухнă, лейтенант званине илнĕ, взвод командирĕн политпай енĕпе заместитель пулнă.
Çартан таврăнсан Миннат Шайдуллович пĕр тапхăр ДОСААФ (халĕ – РОСТО) районти комитетне, Канашри ваккăн сутă тăвакан пĕрлешĕве ертсе пынă, унтан вара, райпона куçсан, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен потребкоопераци тытăмĕнче вăй хунă.
- Строительство объек-чĕсем нумайччĕ пирĕн. Хăш-пĕр ялсенче икшер лавкка, фермăсенче буфетсем уçнăччĕ. Ял çыннисене çăмăллăх кÿрес тесе чăннипех нумай ĕçленĕ, - палăртать ветеран.
Ĕçре те, çарти пекех, хастар пулнă Миннат Рахматуллин. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн илнĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечественнăй вăрçă орденĕсем çумне ĕçри тăрăшулăхшăн панă наградăсем хушăннă. Сăкăр вунă çул урлă каçнă пулин те, хăйне çирĕп тытать ватă салтак, тăван райпо коллективĕпе, унти çамрăк ĕçченсемпе тĕл пулма ялан хавас. «Манăн чи телейлĕ вăхăтсем райпора иртнĕ», - тет вăл кăмăллăн.
А.ИЛЬИН.