АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔТĔМ ПУРНĂÇ - РАЙПОРА

13 ноября 2009 г.

Юпа уйăхĕ. Кĕр варри. Тин кăна-ха сарă-хĕрлĕ çулçăсемпе куçа илĕртекен йывăçсем, хĕле хатĕрленсе, капăр тумĕсене пăрахнă. Тÿпере тăхлан пек хура пĕлĕтсем çакăнса тăраççĕ. Кичемлĕх хуçаланать таврара. Анчах çав хура кĕркунне Лариса Дербенева кăмăлне ним чухлĕ те пăсмарĕ, Савăнăçпа тапать унăн чĕри: паян вăл потребительсен обществине ĕçе вырнаçрĕ-çке, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕ!

Кооператорсен уявĕнче райпо совечĕн председателĕ Валерий Павлов «Раççейри потребительсен кооперацийĕнче 30 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» хисеп паллипе чысланă хыççăн пукан çине вырнаçса ларчĕ те Лариса Петровна, вăтăр икĕ çул каяллахи савăнăçлă саманта тепĕр хут пăлханса аса илчĕ. Çамрăклăхри илĕртÿллĕ те хаваслă вăхăтсем кинохроника кадрĕсем евĕр куç умне черетленсе тухрĕç, чун-чĕрене каллех çĕкленÿллĕ туйăмпа тыткăнласа çупăрларĕç.

Тăван Уçырма вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсассăн Лариса пĕлĕвне малалла ÿстерме Шупашкара çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă та кооператив техникумне вĕренме кĕнĕ мал ĕмĕтлĕ хĕр.

- Аттепе анне пĕр кун сиктермесĕр колхоза ĕçе каятчĕç. Вĕсем каçхине ĕçрен ывăнса килнĕ çĕре эпир апат пĕçерсе хураттăмăр. Эпир тăрăшса хатĕрленĕ апат-çимĕç килĕшнĕ пулĕ ĕнтĕ вĕсене. Çавăнпах пуль анне мана повара вĕренме ярасшăнччĕ, - тет Лариса Петровна, ачалăха ăшшăн аса илсе.

- Эсир çемьере асли пулнă-им; - кăсăкланатăп эпĕ.

- Çук, иккĕмĕш. Ман умĕнхи - Наташа. Пĕтĕмпе пиллĕкĕн çитĕннĕ: пĕр ывăл та тăватă хĕр. Кил-тĕрĕшри ĕç-пуç аппапа ман çине тиенетчĕ ĕнтĕ. Ÿркенмен. Аттепе анне ĕçрен килнĕ çĕре апатне те пĕçернĕ, пÿрте те хутса ăшăтнă, пĕчĕккисене те çитерсе тăрантнă.

– Апла пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ эсир...

- Çапла. Тавах атте-аннене пире тĕрĕс воспитани панăшăн. «Ĕç алла çыпăçмасть, ырлăх кăна кÿрет», - тетчĕç вĕсем.

Дипломлă çамрăк специалиста техникумран Йĕп-реçри райпона ĕçлеме янă. Лариса унта оргтехника енĕпе товаровед-инструктор пулса тимленĕ. Хăйне тăван пек тарават кĕтсе илнĕ Йĕпреç тăрăхĕнчен тăван ене таврăнса çемье чăмăртанă хыççăн Канашри райпора ĕçлеме пуçланă. Катек кустĕнче товароведра вăй хурса ялти магазинсене тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтернĕ.

- Халĕ кашни яла асфальт çул пырать. Ун чухне пирĕн кустра Тăрăна çити кăна хытă сийлĕ çул пурччĕ. Кайран Янкăлча, Чакаçа çити такăр çулсем сарчĕç. Ытти ялсене шыв-шурлă тата йĕпе-сапа çанталăкра çитме питĕ чăрмавлăччĕ, - вăтăр çул каялла хĕн-хур тÿснĕ самантсене аса илет Лариса Петровна.

Пĕррехинче Çавал урлă каçнă чухне тавар тиенĕ фургон çурри таран шыва лакса ларнă. Ăна туртса кăларма Аччаран трактор чĕнсе илме тивнĕ. Ачча тăрăхне таварсене пуйăспа та пайтах ăсатнă.

Тата пур енĕпе те плансем пысăк пулнă ун чухне: таварсем сутассипе те, чĕр тавар хатĕрлессипе те. Вĕсене тултарма йывăррипе аякри ярмăрккасемпе пасарсене тавар сутма сахал мар çÿренĕ. Йывăр пулнă, мĕн каласси, анчах пуçа усман, палăртнине пурнăçлама тăрăшнă.

Халĕ Лариса Дербенева райпо тытăмĕнче кооператив предприятине ертсе пырать. Самаях пысăк унăн суту-илÿ хуçалăхĕ: пĕтĕмпе 30 магазин, вĕсенче 60 сутуçă ĕçлет. Кашни магазина кунсерене тĕрлĕ тавар тиенĕ машинăсем çула тухаççĕ. Тÿррипе каласан, ялсенчи лавккасем халĕ хуларисенчен пĕртте кая мар: вĕсенче шăрпăкран пуçласа стройматериалсем таранах туянма пулать. Çакăншăн вара Лариса Петровна хăйне питĕ яваплă туять, ял çыннисене тĕрлĕ таварпа тата ĕçме-çимепе ытлăн-çитлĕн тивĕçтерессишĕн ырми-канми тăрăшакан ĕçтешĕсене чĕререн тав тăвать.

Юлашки çулсенче лавккасем юсанса çĕнелни, вĕсене хальхи саманари суту-илÿ предприятийĕсен сăнĕ кĕрсе пыни ялта пурăнакансене савăнтарать. Акă, Кивĕ тата Çĕнĕ Шелттемсенчи, Яманкассинчи магазинсем, Маякри «Урюм» столовăй, Катекри пекарня халĕ, малтанхипе танлаштарсан, чылай хăтлă. Таварсен ассортименчĕ тĕлĕшĕнчен те самай пуян.

- Халăх мĕнле пурăннине, ăна мĕн кирлине курса-пĕлсе тăмалла пирĕн. Ял çыннисене кÿрекен тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсене çĕнетсе тата анлăлатса пырсан конкуренци çивĕчлĕхне те парăнмăпăр, - шанăçа çухатмасть Лариса Петровна. Çавăн пек хастар та мал ĕмĕтлĕ çынсем пуртан çирĕппĕн аталанса пырать те ĕнтĕ Канашри райпо. Рынок тапхăрĕнчи кăткăслăхсем чылай чухне ура хурсан та, палăртнă тĕллевсем патне çирĕп утăмсемпе малаллах каять районти кооператорсен туслă коллективĕ.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика