13 ноября 2009 г.
Чăваш Енри вăтам тата аслă пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрлекен вĕренÿ учрежденийĕсен студенчĕсем хушшинче «Вĕрентÿри информаци технологийĕ» ятпа пуçласа олимпиада ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ – талантлă çамрăксене пулăшасси тата студентсен наукăпа техника пултарулăхне аталантарасси. Олимпиадăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ.
Вăтам пĕлÿллĕ професси паракан учрежденисем хушшинче Канашри педагогика колледжĕн команди «Вĕрентÿ информатизацийĕн теори никĕсĕсем» номинацире пĕрремĕш, «Вĕрентĕвĕн программăллă хатĕрĕсем» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Пухнă очкосен суммипе пĕрремĕш вырăна канашсен команди тивĕçнĕ, иккĕмĕшĕнче – Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.