13 ноября 2009 г.
Кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви тата Патшалăх техсăнавĕ Чăваш Республикинчи ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем техникăна управа мĕнле лартнине тĕрĕслесе чи лайăххине палăртас тĕллевпе конкурс ирттересси пирки хушу кăларнăччĕ. Çак тĕллевпе кашни районтах ертÿçĕсенчен, инженерипе техника ĕçченĕсенчен, пултаруллă механизаторсенчен, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп специалисчĕсенчен, АПК ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн членĕсенчен тĕрĕслев комиссийĕсем йĕркеленĕ. Вĕсен ĕçне республикăра туса хунă комисси тĕрĕслесе-йĕркелесе тăнă.
Нумаях пулмасть конкурса пĕтĕмлетнĕ. Агропромышленность предприятийĕсем тата организацийĕсем хушшинче пирĕн районти Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ те пур.
В. АЛЕКСЕЕВ.