13 ноября 2009 г.
Янкăлч вăтам шкулĕнче тĕрлĕ темăпа час-часах конкурс иртет. Акă, анчахрах сывлăх темипе «Эпĕ сывлăх пирки мĕн шутлатăп» ятпа сочиненисен тата сăвăсен конкурсĕ пулчĕ. Вырăсла та, чăвашла та янăрарĕç ачасен ĕçĕсем. Кунта 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем пурте тенĕ пекех хутшăнчĕç. Сочиненисене вĕренекенсем тăрăшса çырчĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Кристина Елизарова наркотик сиенĕ çинчен вырăсла сăвă шăрçаларĕ. 4-мĕш класри Люда Русскова акă мĕн çырнă: «Çынсенчен нумайăшĕ алкоголь шĕвекĕ ĕçет. Çакă пурнăçшăн питех те хăрушă. Ĕçкĕ-çикĕпе туслашнă çыннăн чунĕ вилет. Вăл эрех ĕçмесĕр пурăнайми пулать. Чылайăшĕ пирус туртать. Вĕсен вăй-халĕ чакать. Манăн çынсем эрех ĕçменнине, пирус туртманнине кăна курас килет».
«Сывлăх – пурнăçра чи кирли. Вăл пулмасан эпир те çак тĕнчере пулас çук. Хальхи вăхăтра çамрăксем хăйсен сывлăхне пĕрре те упрамаççĕ: пирус туртаççĕ, эрех-сăра ĕçеççĕ. Инкек килсе çапсан тин хăйсене хăйсем мĕн тери пысăк сиен кÿнине ăнланаççĕ. Эпĕ хамăн сывлăха çирĕплетсе пырасшăн. Ытти ачасене те спортпа туслă пулма сĕнетĕп», – тесе çырнă 8-мĕш класра вĕренекен Алина Владимирова.
Конкурсри пур ĕçе те пĕр шухăш пĕрлештерет теме май пур: сывлăхлă пулас тесен нихăçан та пирус туртмалла мар, пурнăç тăршшĕпех спортпа туслă пулса вăй-хала çирĕплетмелле, эрех-сăрапа организма вараламалла мар. Конкурса хутшăнакансенчен çĕнтерÿçĕсене палăртмарĕç, мĕншĕн тесен кашнин ĕçĕ хăйне май интереслĕ.
А.КОНЯШКИНА.