АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УНĂН ЯЧĔ ЧĂВАШ ЧĔРИНЧЕ УПРАНАТЬ

13 ноября 2009 г.

УНĂН ЯЧĔ ЧĂВАШ ЧĔРИНЧЕ УПРАНАТЬ
Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш поэчĕ, драматургĕ, прозаикĕ, патшалăх тата общественность деятелĕ Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин, 1899-1922) çуралнăранпа 110 çул çитет.

Çеçпĕл Мишши Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шăхасанти икĕ класлă шкулта, Теччĕри учительсем хатĕрлекен семинарире, Мускавра Тĕпĕçтăвком çумĕнчи агитаторсемпе пропагандистсен курсĕнче вĕреннĕ. Пултаруллă ентешĕмĕрĕн ĕмĕрĕ калама çук ир татăлнă: пурĕ те 22 çул та 7 уйăх кăна пурăннă. Вăл çырнисенчен, урăх чĕлхесенчен куçарнă хайлавĕсенчен нумайăшĕ çĕтнĕ. Çеçпĕле питĕ лайăх пĕлнĕ, унпа çывăх пулнă çынсем каланă тăрăх, унăн хăй çырнă сăввисем, куçарăвĕсем хальлĕхе пичетленсе тухнă хайлавĕсенчен икĕ-виçĕ хут ытларах шутланнă.

Çеçпĕл Мишши питех те кĕске пурнăçне чăваш халăхĕшĕн пурăнса ирттернĕ, унăн çутă пуласлăхне пĕтĕм чунĕпе ĕненнĕ. Çулĕпе çамрăк пулин те ăна патшалăхăн чи яваплă должноçĕсене шаннă: 1919-1920 çулсенче Теччĕри судпа следстви комиссийĕн следователĕнче, Чăваш Автономи облаçĕн Ревтрибунал председателĕнче тата юстици пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă. 1922 çулта Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер уесĕн çĕр пайĕнче тата Атăл тăрăхĕнче выçăпа аптракансене пулăшакан комитетра ĕçленĕ. Атăл тăрăхĕнчи халăхсене, çав шутра чăвашсене те, 20-мĕш çулсенчи выçлăхран çăлассишĕн пурнăçне шеллемесĕр кĕрешни – Çеçпĕл Мишшин нимпе виçейми тăрăшăвĕ, паттăрлăхĕ.

Пуçĕпех патшалăх ĕçне парăннă пулин те, поэзи валли вăхăт тупнах. Вăл – чăваш сăввин тытăмне çĕнетекенĕ. 1920 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Канаш» хаçатра пичетленнĕ «Сăвă çырассипе ударени паллисем» статьяра Çеçпĕл сăвă çырас ăсталăха туптассипе çыхăннă ыйтăва хускатнă. Унта чăваш литература чĕлхине силлабикăпа тоникăна чăваш чĕлхине çут çанталăк парнеленĕ евĕр кĕртнĕ. Çапла майпа вăл наци калаçăвĕн культурине малалла аталантармалли тата лайăхлатса пымалли çул-йĕре кăтартнă.

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Сăвăсен пĕрремĕш пуххи «Сăвăсем» ятпа 1928 çулта Никифор Ваçанкка редакциленипе тухнă. Унăн литературăра юлнă пуянлăхĕ пысăках мар: 60 яхăн сăвă, виçĕ пайлă «Упик» драмăн пайĕ, «Таркăн» романăн сыпăкĕ, кун кĕнекинче çырса пынисем тата çĕр ытла çырăвĕ. Тăван халăхăн пуласлăхне çирĕп шанса çырнă сăввисем çаксем: «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Чăваш арăмне», «Çĕн Кун аки», «Хурçă шанчăк», «Тинĕсе».

Çеçпĕл Мишшин хайлавĕсем пысăк тиражпа чăвашла, вырăсла, украинла тухнă. «Çĕн Кун аки» кĕнеки çеç тĕнчери 55 чĕлхепе вуланать. Унăн произведенийĕсем Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕнче типтерлĕн упранаççĕ.

Кăвар чĕреллĕ поэт сăнарĕ пире пурнăçа вĕçĕмсĕр юратма, телейлĕ пуласлăха ĕненме, çунатланса ĕмĕтленме, хастар та хăюллă, хыт утăмлă пулма вĕрентет. Çеçпĕлĕн пĕтĕм пурнăçĕ Тăван çĕршывăмăрăн чысĕпе мухтавĕшĕн чунтан парăнса кĕрешме кăтартакан паха тĕслĕх пулса тăрать.

Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлне ялан асра тытать, унăн ятне чĕринче упрать. Çеçпĕл сăнарне Украина писателĕн Юрий Збанацкин «Çеçпĕл» романĕнче, Петр Чичкановăн «Кăвар чĕре» дилогийĕнче, Александр Довженко ячĕллĕ студире ÿкернĕ илемлĕ фильмра, пирĕн литературăн тата живопиçĕн нумай произведенийĕнче калăпланă. Унăн ячĕпе Шупашкарта, Канашра урамсем пур, Шупашкарта, Украинăри Остер хулинче унăн палăкне лартнă, çуралнă ялĕнче музей уçнă. Шăхасан тата Остер вăтам шкулĕсем, Шупашкарти чи илемлĕ кинотеатр Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленеççĕ.

Виталий АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика