11 ноября 2009 г.
Сывлăх чи хаклă пурлăх пулни çинчен пурте пĕлетпĕр, анчах та ăна упрассишĕн тăрăшсах каймастпăр. Сывлăха упраса хăварни çеç мар, ăна куллен çирĕплетсе пырас, илемлĕ те яштака пÿ-силлĕ пулас тесен мĕн тумалла-ха; Çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса Матьшÿ ял библиотекинче ырă йăла-йĕркене халăх хушшинче сарма тăрăшакан Альбина Николаевна Леонтьева фельдшерица «Сывлăх тата сывлăхшăн хăрушă шĕвексем» ятпа калаçу ирттерчĕ. «Ĕçкĕ-çикĕн алли вăрăм, ури уксах», – теççĕ халăхра. Мĕнле кăна инкек, асап, хуйхă, куççуль кÿмест-ши вăл çамрăксен пурнăçне, çемьене аркатма та, çынна тĕп тума та пултарать. Çамрăксем ĕçкĕпе иртĕхни питех те пăшăрхантарать. Вăй питти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн сăра-эрехпе мар, спортпа туслашмалла, малашлăх çинчен шутламалла. Ахальтен-и: «Сывă ÿт-пÿре – сывă ăс-тăн», – теççĕ халăхра. Спортпа туслашма нихăçан та кая мар, çавăнпа та кашни кунах темиçе минут та пулин чупма тăрăшмалла.
«Чупни – сывлав çулĕсене, ÿпкене çирĕплетекен, ытлашши ÿт хушасран сыхлакан чи лайăх меслет. Çуран чупни нерв системине çирĕплетет, чир-чĕртен сыхлать, организмри веществосен ылмашăвне вăйлатать, çавăн пекех юна лайăх çÿретет. Çыннăн яланах хускану тумалла. Кашни хускану сывлăхшăн усăллă. Тăрăшсан çитĕнÿ пулатех», – вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне А.Леонтьева.
Библиотекăра «Çамрăксем тата пуласлăх» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Унта сăра-эрех, пирус тата наркотик сиенĕ çинчен çырнă кĕнекесемпе, брошюрăсемпе паллашрĕç. Мĕн курни-илтни пурне те шухăша ячĕ. «Çирĕпленсе çитмен организма эрех-сăрапа, пируспа наркăмăшлантармалла мар. Сывлăха укçапа илеймĕн», – терĕç çамрăксем.
Ф.ИВАНОВА, Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ.