11 ноября 2009 г.
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пынă май Чулкăмакари тĕслĕх библиотекăра «Витамины круглый год» темăпа калаçу урокĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – шкул ачисене тĕрлĕ витаминсемпе, çимĕç-семпе тĕрĕс усă курса хăйсен сывлăхне çирĕплетме вĕрентесси.
Сивĕ çанталăк пуçлансанах хăш-пĕр çыннăн кăмăл-туйăмĕ пăсăлать. Хăйсене лăплантарма чылайăшĕ холодильникпа «туслашать». Ачасем çак калаçура кăмăл пăсăлнăран купăстапа банан çимеллине пĕлчĕç. Йÿç кăшман аппетита лайăхлатать; сăмсаран час-часах юн кайсан алоэ пулăшать; пуç ыратсан шур çырлин сĕткенне ĕçмелле; сухан, пулă тата какай ăс-тăна çирĕплетет тенĕ сăмахсем ачасен асĕнче юлчĕç пулĕ.
Халĕ грипп чирĕ сарăлса пырать. Мĕн авалтан сиплĕ шутланнă пыл хăйĕн уссине паратех. Вăл çыннăн вăй-хăватне çирĕплетет çеç мар, ăна тĕрлĕ микробран упрать.
Юлашкинчен библиотекарь пĕтĕмлетÿ турĕ. Шкул ачин сывлăхĕ çирĕп пулмалла. Чи малтанах, нерв тытăмне вăйлă ĕçлеттерме шкулта, килте тивĕçлĕ условисем туса памалла. Чи пĕлтерĕшли – кун йĕркине пăхăнни. Шкул ачи хăйне мĕнле туясси вăл миçе сехет çывăрнинчен те нумай килет. Ачан сывлăхне упрама тата çирĕплетме тĕрĕс апатланни те пысăк витĕм кÿрет. Апатăн белокпа, çупа, углеводпа, минералсемпе, витаминсемпе пуян пулмалла. Вĕсем çитĕнсе пыракан организмшăн вăй-хал çăлкуçĕ шутланаççĕ.
Н.ПАВЛОВА, Чулкăмака библиотекин ертÿçи.