11 ноября 2009 г.
Çеçпĕл – çуркунне чи малтан шăтса тухакан чечек. Çавăн пек хушма ят суйласа илнĕ те Михаил Кузьмин. Чăваш литературин пуçламăш утăмĕсем çинчен сăмах тапратсан эпир чи малтан Çеçпĕл Мишшин ятне асăнатпăр. Кăвар чĕреллĕ поэт çуралнăранпа 110 çул çитет. Ăна чысласа Пайкилтри тĕслĕх библиотекăра «Юрату тертĕнчен пăрăнса иртеймерĕм» литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Унта Çеçпĕл Мишшипе Анастасия Червякова çырăвĕсенчи чуна пăлхатакан йĕркесем янăрарĕç.
Мероприятие хатĕрлесе ертсе пыракансем – ялти вулавăш ĕçченĕсем Мария Осиповăпа Алевтина Иванова пулчĕç. Библиотекăн хастар вулаканĕсем икĕ ушкăна пайланса «Тĕлĕнмелле уй» вăййа хутшăнчĕç. Çеçпĕле халалласа ирттернĕ каç Лидия Сарине çырнă «Халăх манмĕ» сăвăпа вĕçленчĕ.
М.ОСИПОВА, Пайкилтри тĕслĕх библиотека ертÿçи.