11 ноября 2009 г.
Вырăнти профилактика субъекчĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле тăнăçсăр çемьесенчи ачасем еплерех лару-тăрура пурăннине тĕрĕслеме пырсан ирех пыр тĕпне йÿççипе чÿхеме ĕлкĕрнĕ ашшĕ е амăшĕ кĕтсе илни пĕрре мар пулнă. Кĕтÿ хăваланă чухнех хĕрарăмсем тайкаланса утнине те курнă. Вĕсем пирки ял-йыш пĕр сăмахпа ăнлантарма пултарать: «Запойра». Ку сăмахăн хăвачĕ ай-яй еплерех вăйлă. Вăл хăйĕн серепине арçынна, хĕрарăма, çамрăка ... çаклатать. Кунтан вара йĕркене пăсса, тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿрекен ачасем обществăна тухаççĕ. Алкоголе хăнăхасси пирĕн çĕршывра унчченхилле 17-рен мар, 14 çултан пуçланнине паян хăрушă хыпар пек йышăнмалла-тăр.
Черкке патне алă тăсиччен амăшĕн хăйĕн ачи паян шкулта мĕн çĕннине вĕренни, мĕнле паллăсем илни çинчен ыйтса пĕлсен мĕн тери аван пулмалла. Ашшĕ те хăй çине тимлĕх уйăрнине туйса илнĕ ачан чунĕнче ырă туйăм вăранатех ĕнтĕ. Тăнăçсăр çемьере çитĕнекен ача хăйне никама та кирлĕ мар пек туйни ăна пуçтахла ĕçсем тума хистемест-и-ха; Ашшĕ-амăшĕ хăйне юратнине, кĕтнине, пулăшма, ĕçе вĕрентме тăрăшнине туйса тăракан ача ырă, ăслă çын пулатех пулĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксен ыйтăвĕпе ĕçлекен комиссийĕн ĕç-хĕлне тишкерсен йĕркене пăсакан ачасем мĕнле йышран тухни тÿрех курăнать. Кунта паян тăнăçсăр 20 çемье учетра тăрать. Çак çемьесенче 48 ача çитĕнет. Çитĕннисем ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан çемьесенчи çамрăксем час-часах ушкăнпа преступлени тăваççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра шкулта вĕренекен 7 ача преступлени тунă. Саккуна хирĕçле ĕç тунă чухне 3 ача ÿсĕр пулнă. Çул çитмен çамрăксем обществăлла вырăнта йĕркене пăсасси 33,3 процент чухлĕ чакнă. Ачасем преступлени тăвассин шайĕ районта – 4,9 процент (республикăра – 5,4 проц.).
Преступлени тунă 13 çамрăкран 4-шĕ тулли мар çемьесенче çитĕнеççĕ, çавăнпа та ачасем ытларах чухне амăшĕпе кăна пурăнаççĕ, вĕсене тимлĕх çитмест, 1 ачана пекун пăхать, тепĕр виççĕшĕ япăх условисенче пурăнакан тăнăçсăр çемьесенчен. Уголовлă майпа явап тыттармалли ÿсĕм çитмен икĕ ачана 30 талăка ЧР Шалти ĕçсен министерствин çул çитменнисене вăхăтлăх тытмалли центра вырнаçтарнă. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă икĕ ачана «Изумрудный» лагере канма янă.
Ачасемпе çул çитмен çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, вĕсене преступлени тăвассинчен, çапкаланса çÿ-рессинчен асăрхаттарас, саккунсем çинчен пĕтĕ-мĕшле ăнлану пултăр тесе районта «Милици тата ачасем» акци ирттеретпĕр. Çавна май хамăр тăрăхри вĕренÿ учрежденийĕсене тухса ачасемпе тĕл пулатпăр, вĕсене тĕрĕс çултан пăрăнни мĕнле инкек патне илсе çитернипе, уголовлă, граждăнла, административлă кодекссен тытăмĕпе паллаштаратпăр, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттаратпăр, çамрăксен сывă пурнăç йĕркийĕ – обществăн чи пысăк пуянлăхĕ пулнине вĕренекен ăса хывтăр тесе тăрăшатпăр.
Кăçалхи август уйăхĕнче «О некоторых мерах по защите детей от фактров, негативно влияющих на их физическое, интеллектуальное, психическое, духовное и нравственное развитие» ЧР саккунĕ вăя кĕчĕ. Çавна май 18 çул тултарман çамрăксен каçхи 10 сехет хыççăн урамра, обществăллă вырăнта пĕччен, ашшĕ-амăшĕсĕр пулма юрамасть.
«Милици тата ачасем» акци вăхăтĕнче те, ытти чух та ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕн членĕсемпе пĕрле тăнăçсăр çемьесене тĕрĕслесе тăратпăр. Йĕркене пăсас туртăм пур çамрăксене спорт секцийĕсене, кружоксене явăçтарма мерăсем йышăнатпăр. Кăçал çуркунне районти шкулсенче «Çул çитмен çамрăк» операцие 3 тапхăрпа ирттертĕмĕр. Милици, шкул кăна мар, ашшĕ-амăшĕн ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстересси, кăмăл-туйăмне амантмасăр мăшăр çунат парса ăшă йăваран вĕçтерсе кăларасси çинчен манас марччĕ.
Л.АНТОНОВА, районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспектор.