11 ноября 2009 г.
Кăçалхи тăхăр уйăхра агропромышленность организацийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 95 миллион тенкĕ ытла субсиди илнĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12 процент нумайрах. 1200 вырăнлă ял хуçалăх пасарне ĕçе кĕртнĕ. Таварсем туса кăларакансен паркĕсене 7 тракторпа, 3 комбайнпа, 8 дискаторпа тата ытти техникăпа пурĕ 21,3 миллион тенкĕлĕх пуянлатнă. Элита вăрлăх 2,8 миллион, минераллă удобренисем 12 миллион, ÿсен тăрансене хÿтĕлеме тĕрлĕ хатĕр 3,8 миллион тенкĕлĕх туяннă. Тăпра пулăхлăхне1093 гектар çинче ÿстернĕ. Çак ĕçе тума 3,5 миллион тенкĕ тăкакланă. Калчасене страховани тума 1,5 миллион тенкĕ субсиди илнĕ. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме 5 миллион тенкĕ уйăрнă, субсиди – 3,9 миллион тенкĕ, 2,5 миллионне – район бюджетĕнчен.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма хуçалăхсем 2,5 миллион тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Капитал хывни тата патшалăх пулăшăвĕ çут çанталăкăн кăçалхи ансат мар условийĕсенче лайăх кăтартусем çĕнсе илме май пачĕç. Кăçал районăн планпа хыт-хура пуснă 3975 гектар çĕре «ĕçлеттерсе» ямаллаччĕ. Çине тăнипе 4006 гектар çинче тырă акăнчĕ. Çак енĕпе уйрăмах «Сеспельское» (1097 гектар), «Победит» (306), «АСК «Канаш» (500), «Агрофирма «Мотор» (282), «Хучель» (140 гектар) хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Кĕрхи культурăсене 6450 гектар акса хăварнă, çак площадь иртнĕ çулхинчен 31 процент ытларах. Унччен пушă выртнă 1772 гектар лаптăка сухаланă, кĕр аки тунă. «Сеспельское», «АСК «Канаш», «Победит», «Пинер» тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче кĕр акине агротехникăн лайăх вăхăчĕсенче вĕçленĕ. Çĕртме 10050 гектар йышăнать, унта энергоперекетлев технологийĕпе усă курнă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче (702 гектар), «Цивиль» (420), «Пинер» (670), «Сеспельское» (1528 гектар) аван йĕркеленĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК механизаторĕсем Александр Ивановпа Станислав Волков «МТЗ-1221» маркăллă тракторпа кĕрхи культурăсем акма 200 гектар çĕр хатĕрленĕ, 702 гектар çĕртме тунă. «Сеспельское» пĕрлĕх тракторисчĕсем Петр тата Юрий Константиновсем кĕске вăхăтра «Джон-дир» тата «Террион» тракторсемпе кĕрхи кунсенче 1528 гектар çĕр сухаланă, кĕр аки валли 879 гектар хатĕрлесе акса хăварнă.
Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 7040 тенкĕ шутланнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 15 процент пысăкрах. Ĕç укçи чăх-чĕп фабрикинче (10420 тенкĕ), «Аталану» (8190), «Хучель» (7230) тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, Киров ячĕллĕ кооперативра (7070 тенкĕ) ÿснĕ.
Экономикăшăн йывăр тапхăрта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен начар мар тухăçне туса илме пултарнă. Пĕтĕмпе тĕш тырă 31 пин тонна пухса кĕртнĕ, пĕлтĕрхинчен 2,5 пин тонна нумайрах. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 22,3 центнер. Çĕр улми 55 пин тонна хатĕрленĕ, гектартан – вăтамран 184 центнер. Пахча çимĕçĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ – 15 пин тонна, 2008 çулхинчен 125 процент пысăкрах. Гектар пуçне– 170 центнер.
Ку чухнехи инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ, кирлĕ техника туяннă хуçалăхсем пĕр пек условисенчех тĕш тырă районăн вăтам кăтартăвĕнчен 1,5 тата 2 хут нумайрах туса илнĕ. Кунта çак хуçалăхсене асăнса хăвармаллах: Р.В.Табаков хресчен (фермер) хуçалăхĕ – гектартан 35 центнер, Киров ячĕллĕ ЯХПК (председателĕ Н.С.Андреев) – гектартан 27,1 центнер, «Путь Ленина» ЯХПК (председателĕ А.Н.Романов) – гектартан 23,6 центнер, «Победит» тулли мар яваплă пĕрлĕх (директорĕ Д.В.Семенов) – гектартан 25,6 центнер, «Канаш» пĕрлĕх (директорĕ В.В.Долгов) – гектартан 25,6 центнер, «Нектар» пĕрлĕх (директорĕ В.Н.Герасимов) – гектартан 23,3, «Сеспельское» пĕрлĕх (директорĕ Ю.Н.Константинов) – гектартан 25 центнер, «Хучель» пĕрлĕх (директорĕ В.Г.Александров) – гектартан 25, 6 центнер. Çĕр улми туса илессипе: «Путь Ленина» – гектартан – 212 центнер, «Канаш» тата «Нектар» пĕрлĕхсем – 180-шар центнер, «АСК «Канаш» пĕрлĕх – гектартан 304 центнер, Р.В.Табаков хресчен (фермер) хуçалăхĕ – гектартан 210 центнер. Киров ячĕллĕ ЯХПК, Шпаков, Михайлов, Владимиров фермерсем те тухăçлă çĕр улми ÿстернĕ.
Хастарлăхĕпе палăрнă комбайнерсене те асăнса хăварма кăмăллă. Вĕсем – Олег Артизанов (Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Дон-1500» комбайнпа 850 тонна çапса илнĕ), Николай Григорьев («Хучель» пĕрлĕх, «Енисей-950» комбайнпа 1300 тонна çапнă), Петр Константинов («Сеспельское», «Кейс» комбайн, 2400 тонна), Николай Андреев («Пинер» пĕрлĕх, 2200 тонна тĕшĕленĕ).
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен те çитĕнÿсем çук мар. Финанс йывăрлăхĕсене пăхмасăр Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ, «Пинер», «Восход», «Нектар» хуçалăхсем çак енĕпе начар мар чикĕсем çĕнсе илнĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 15638 пуç ĕне выльăх, 9826 пуç сысна шутланать. Кăçалхи виçĕ кварталта 25688 тонна сĕт суса илнĕ, 3928 тоннине – ял хуçалăх предприятийĕсенче. Пĕр гектар çĕр пуçне сĕт районĕпе 215 центнер хатĕрленĕ. Чи пысăк кăтартусем Киров ячĕллĕ кооперативăн – 664 центнер, «Восход» пĕрлĕхĕн 504 центнер, «Урюм» ЯХПКан 287 центнер. Обществăлла секторта Киров ячĕллĕ хуçалăхăн сăвăмĕ – районăн 35 проценчĕ.
Тăхăр уйăхра районта кашни ĕнерен вăтамран 2476 килограмм сĕт суса илнĕ. Çак кăтартăва Киров ячĕллĕ, «Восход», «Пинер», «Цивиль» тата «Нектар» хуçалăхсенче самаях ÿстернĕ. Кунта малта пыракан дояркăсене асăнса хăвармаллах: Киров ячĕллĕ ЯХПКран – Людмила Евграфовăпа Ираида Козлова (3518 тата 3320 килограмм), «Пинер» пĕрлĕхрен – Ирина Трофимовăпа Елена Федорова (3350 тата 3295 килограмм). Халăхран пухнă сĕт – сисĕмлĕ пулăшу. Вăл – хуçалăхсемшĕн хушма финанс çăлкуçĕ. «Восход» тата «Исток» тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче ку енĕпе аван ĕçлеççĕ. Районта уйрăм хуçалăхсенчен сĕт 166 тонна туяннă, райпо халăхран 930 тонна пухнă.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 450 грамм хушăнса пынă. Иртнĕ çул 431 грамм пулнăччĕ. Чи лайăх кăтартусем – Киров ячĕллĕ, «Путь Ленина», «Урюм», «Канаш», «Пинер» хуçалăхсенче.
Çулталăк пуçланнăранпа 16 пуç ăратлă пăру тата 106 сысна ами туяннă. «Нектар» хуçалăхра 6 пуç ăратлă сысна ами хушăннă. Чăх-чĕп фабрикинче 1376 хур чĕппи нумайланнă. Чăх-чĕп пăхакансенчен ырă сăмахсене мăшăрсем – Петрпа Людмила Черновсем тата Вячеславпа Зинаида Никитинсем тивĕç.
Районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи лару-тăрупа лăпланса ларма шутламаççĕ. Проблемăсене татса парас тĕллевпе аш-какай туса илессине, сĕт суса илессине аталантармалли мерăсем йышăнаççĕ, капитал хывса, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин пурлăхпа техника базине çĕнетсе, селекцири çитĕнÿсене пурнăçа кĕртсе, кĕтÿсен пахалăхне лайăхлатса выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ура çине тăратма вăй-хала шеллемеççĕ.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пыни хушма миллионсем кÿнĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 2847 çынна харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма 422 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсем панă, кăçал – 22 миллион тенкĕлĕх. Кредитсемпе усă курассине уйрăмах Хучел, Атнаш, Шăхасан, Ухман ял тăрăхĕсенче лайăх йĕркеленĕ.
Вак таварсем туса илессине аталантарма кредит панин малтанхи кăтартăвĕсем начар мар. Сăмахран, Янкăлч тăрăхĕнчи Юрий Михайловăн харпăр хăй хушма хуçалăхĕ çулталăк пуçланнăранпа 56 тонна сĕт, 6,5 тонна аш-какай сутнă. Хуçалăхра 20 ĕне, 115 сурăх. Çакăн пек ĕçчен çемьесем ытти ял тăрăхĕсенче те сахал мар. Шăхасанти Юлия Алексеева, Уçырмари Тамара Гаврилова хăйсен хуçалăхĕсенче ĕне выльăх, сурăх, чăх-чĕп нумай тытаççĕ. Килти хуçалăхсенче 40,9 тонна çĕр улми, 11,6 тонна пахча çимĕç çитĕнтернĕ, 2610 тонна аш-какай, 21580 тонна сĕт тата ытти продукци хатĕрленĕ.
Федерацин «Ялсене 2010 çулччен аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялсенче пурăнакан çамрăк çемьесене тата специалистсене хваттерпе е пурăнмалли çуртпа тивĕçтерес енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Çак программа хута кайнăранпа районти 35 çамрăк çемьене 13294 пин тенкĕ уйăрса панă. Кунсăр пуçне 146 çынна пурăнмалли условисене лайăхлатма 16075 пин тенкĕ парса пулăшнă. Кăçал çак тĕллевпе 4880 пин тенкĕ расхутланă.
Районта тăрăшуллă ĕç коллективĕсем хушăнсах пыни ял хуçалăх ĕçченĕсем умне тухса тăнă йывăр та кăткăс задачăсене пурнăçлама пулнине уççăн кăтартать. Паллах, кунта дисциплина, пуçарулăх, çине тăру, çитĕнÿ тума эффективлă майсем тупма пултарасси çав тери кирлĕ. Çапах та чи кирли вара – шаннă ĕçшĕн яваплă пуласси.
В.АЧЧА.