АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔРЕШŸÇĔСЕН ТУРНИРНЕ УÇНĂ ÇĔРЕ ХУТШĂННĂ, ЯППУНСЕН ТЕХНОЛОГИЙĔПЕ ТУНĂ СТАНУКСЕМ МĔНЛЕ

11 ноября 2009 г.

– Чăваш самбисчĕсен шкулĕ пирки ырă сăмах çÿрет. Вăл çак кĕрешĕвĕн чылай ăстине пурнăç çулĕ çине тухма путевка панă. Сăмахран, Виталий Сергеева, Геннадий Ильина, Александр Трофимова тата ыттисене. Ăмăртас кăмăл-туйăм, кĕрешÿ атмосфери, çĕнтерес туртăмлăх пире тата та вăйлăрах тăвать, конкурентлăха пысăклатать. Сире пулăшса тăракан аçăр-аннĕрсене, тусăрсене тав тăвас тетĕп. Эсир тĕрĕс çул суйласа илнĕ, пурнăçра нумай çитĕнÿ тăватăр, –тенĕ республика пуçлăхĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Президенчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн самбо енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнакан спортсменсене.

Турнир шăматкун иртнĕ. Николай Васильевич пурне те сывă пурнăç йĕрки тата спорт уявĕ ячĕпе саламланă, çамрăк самбистсене çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн паракан парнепе, ноутбукпа, хавхалантарнă.

Канашри çул çÿреве республика пуçлăхĕ «Трактор завочĕсем» концерна кĕрекен «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă пĕрлĕхĕнчен пуçланă. Промышленность тата энергетика министрĕ Ю.Волошин тата пĕрлĕх директорĕ И.Гиске вакунсем пухакан, шăрату ĕçĕсем тăвакан универсаллă цехра вырнаçтарнă çĕнĕ йышши оборудованисемпе паллаштарнă тата яппунсен технологийĕпе тунă ку чухнехи стануксем мĕнле ĕçленине кăтартнă. Игорь Владимирович каланă тăрăх, çак стануксем вакунсен пайĕсене кĕске вăхăтрах ытларах хатĕрлеме май параççĕ. Вĕсене пысăк квалификациллĕ инженерсем ĕçлеттереççĕ.

С.Никитин инженер ятарлă программăпа ĕçлекен станук çинче вальцовка комплексĕн ĕçне кăтартнă, çакăн евĕрлĕ оборудовани Раççейри вакунсем тăвакан отрасльте урăх ниçта та çукки çинчен пĕлтернĕ.

– Кунта ĕçлеме тата çĕнĕ йышши вакунсем тума кирлĕ условисене пурне те туса панă, – тенĕ С.Никитин.

Цехра стануксемпе конвейер агрегачĕсене вырнаçтарас ĕçсем малалла пыраççĕ. Завод коллективĕ вĕсене çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕртес шухăшлă. Çакăн валли мĕн кирли пурте пур.

– Сире пысăк технологисене алла илме сунатăп. Çак проект Канаш хулишĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Экономикăн çăмăлах мар тапхăрĕнче пĕтĕм чăрмава, вăхăтлăх йывăрлăха çĕнтерессе шансах тăратăп, – тенĕ Президент.

Николай Васильевич «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕпе И.Гискепе вакунсем пухакан цехăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне тата проекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Çакăн хыççăн Н.Федоров «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕнче Ханти-Манси автономиллĕ округри Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕн В.Семеновăн парнисене çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнсе илес енĕпе йĕркеленĕ республика турнирне уçнă çĕре хутшăннă.

– Пуласлăх – сывă пурнăç йĕркине суйласа илекенсенче, хăйĕн характерне спорт ăмăртăвĕсенче пиçĕхтерекенсенче, – тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ Канашра çуралса ÿснĕ Владимир Николаевича çак турнира йĕркеленĕшĕн тав туса тата çамрăк спортсменсене ăнăçу, лайăх кăмăл сунса.

Çамрăк спортсменсене, вĕсен хушшинче кÿршĕ республикăсемпе облаçсенчен тата Мускавран килнисем те пур, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, Канаш хулипе районĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Полукаровăпа В.Софронов саламланă.

Канашри ирĕклĕ кĕрешÿ шкулĕнче ăсталăхне туптанă Толя Константинов Президент аллинчен спорт мастерĕн ĕнентерÿ хутне илнĕ.

– Сире тăван çĕр çинче саламлама питĕ кăмăллă. Ханты-Манси автономиллĕ округ – Раççейри пуян регионсенчен пĕри, апла пулин те вăл Чăваш Ен çĕнсе илме пултарнă кăтартусене тивĕçлипе ăмсанать. Кĕске вăхăтра районсенче Спорт керменĕсем çĕкленнипе чăннипех мăнаçланма пултаратăр. Çакă мана чăваш халăхĕпе мухтанма ирĕк парать, Чăваш Ене малашне те çирĕппĕн аталанса пыма ырлăх-сывлăх сунатăп, – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ В.Семенов.

Турнира савăнăçлă уçнă хыççăн кĕрешÿ кавирĕсем çинче спорт тытăçă-вĕсем пуçланнă. Вĕсем вунă виçе категорийĕнче тупăшнă. Малти вырăнсене йышăннисем хушшинче пирĕн районтан та пур. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Сережа Албутов 23 килограмлă виçере çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Карăклă яшĕ Миша Семенов 1996-1997 çулсенче çуралнисем хушшинче пур кĕрешĕве те çĕнтерÿпе вĕçленĕ. Çак ушкăнрах Уçырма йĕкĕчĕн Саша Ивановăн кăтартăвĕ иккĕмĕш пулнă. Вырăскас Пикших шкулĕн воспитанникĕсем Владик Сергеевпа Женя Иванов тантăшĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика