01 апреля 2009 г.
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Чăваш Республикин муниципаллă тытăмĕсен канашĕ 2008 çулхи ĕçсен кăтартăвĕсем тăрăх ирттернĕ конкурс лауреачĕсене чысларĕç. Ăна 14 номинаципе ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем, хăюсем тата вымпелсем панă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата муниципаллă тытăмсен канашĕн директорĕ В.Максимов хутшăнчĕç.
«Чи лайăх муниципаллă служащи» ята район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Егорова, Энтрияль тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Софронова тивĕçнĕ. Чăваш Республикин чи лайăх муниципаллă тытăмĕсен шутне Канаш районĕ, Çеçпĕл, Шăхасан, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсем кĕнĕ. Тăрăхсен территорийĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Уçырма, Ачча, Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене В.Иванова, А.Егорова, С. Иванована чи лайăххисем тесе йышăннă.
Асхва тата Кăшнаруй ял тăрăхĕсене «Культурăллă-массăллă ĕçсене йĕркелес енĕпе чи лайăх муниципаллă тытăм», Сиккасси тата Шелттем ял тăрăхĕсене «Тирпей-илем тата ешĕл тум кÿрес енĕпе чи лайăх муниципаллă тытăм», Чакаç ял тăрăхне «Инвестицисене явăçтарас тĕлĕшпе чи лайăх муниципаллă тытăм», Вăтакас Кипеч ял тăрăхне «Информацисемпе тивĕçтерсе тăрас сферăра чи лайăх муниципаллă тытăм» номинацисенче ырăпа палăртса хăварнă.
Кушăк ялĕнче пурăнакан А.Петрова «Ялти чи лайăх староста» хисеплĕ ятпа чысланă. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Р.Мясниковпа В.Дмитриев, Шаккăл, Хучел тата Вăтапуç ял тăрăхĕсенчи ĕç ветеранĕсен канашĕсен председателĕсем Г.Белов, Н.Шемякина тата Р.Кириллова, Чăрăшкасси çынни Л.Семенова, Ямаш вăтам шкулĕн учителĕ Н.Михайлова, Атнаш ял тăрăхĕн депутачĕ Г.Анисимов, Çĕнĕ Юнтапари А.Арсентьев, Сухайкассинчи Л.Осипова – «Чи лайăх общественник» номинацин çĕнтерÿçисем.
В.АЧЧА.