27 марта 2009 г.
Хĕллехи çанталăк парăнасшăн мар пулин те, çуркунне вăй илсе пыни кунран кун сисĕнет. Кăнтăрла тĕлне тÿпене кармăшса çитнĕ вăйсăр хĕвел çуллахинчен пĕрре те кая мар «пĕçертет». Ку вăхăтра хуçалăхсенчи машинăпа техника паркĕсенче пурнăç вĕреме тытăнать. Тимĕр шаккани, техника шăв-шавĕ таврана таçта çитиех сарăлать. Ара, кĕçех çур акине тухма вăхăт-çке. Хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче техника ан чăхăмлатăр тесен ăна шанчăклăн юсаса йĕркене кĕртмелле.
Техникăна юсаса çитерсе хатĕррисен ретне лартсан вĕсен пахалăхне Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ А.Петров хаклать (ÿкерчĕкре сулахайран пĕрремĕш), уй-хире тухма ирĕк парать. Çак кунсенче техтĕрĕслев инспекцийĕ Ачча ял тăрăхĕнче пулчĕ, «Победит» пĕрлĕхри тата уйрăм çынсен техникин хатĕрлĕхне хакларĕ.
Тĕпрен илсен катексем тракторĕсемпе прицепĕсене юсаса йĕркене кĕртнĕ, А.Петров аслă инспектор тупса палăртнă çитменлĕхсене хуçалăхăн тĕп инженерĕ В.Варфоломеев çитес вăхăтра пĕтерме шантарчĕ. «Победит» пĕрлĕхĕн машинăпа техника паркĕ иртнĕ çулта Т-150, икĕ МТЗ-82 тракторсемпе, БДМ–3х4 дискаторпа тата СЗ–5, 4 сеялкăпа пуянланни савăнтарать. Çĕнĕ МТЗ-82 тракторсенчен пĕрне хуçалăхри ăста механизатора В.Иванова шанса панă (ÿкерчĕкре).
М.АРТЕМЬЕВ.