27 марта 2009 г.
Çамрăксенчен чылайăшĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвĕсене ÿстермешкĕн хуланалла çул тытать. Хула пурнăçĕ пурне те тыткăна илет паллах. Çĕнĕ юлташсем, илемлĕ пурнăç, пысăк ĕç укçи... хăйĕн патне магнит евĕрех туртать. Çавна май чылай специалист ял хуçалăх енĕпе вĕренсе алла диплом илсен те тăван тăрăха таврăнса вырăнти хуçалăхра ĕçе вырнаçма васкамасть.
Патшалăх çак чăнлăха шута илсе ялта тĕпленсе тăван хуçалăхра ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма пулăшу кÿме пуçларĕ. Çак пулăшу витĕмне хăйсем çинче туйса илнисен шутĕнче пирĕн район çамрăкĕсем те пур. Надежда Николаевна Ефимова Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшать. Вăл экономист, хальхи вăхăтра алри ачапа килте ларать.
Тăван хуçалăхра вăл 2003 çулта ĕçлеме пуçланă. Энтриялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри финанс колледжĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Каярах Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
Патшалăхăн каялла тавăрса памалла мар субсидине Надежда 2006 çулта илме тивĕçлĕ пулнă. Унăн сумми 276 пин тенкĕпе танлашнă. Çак укçапа Ефимовсем Калиновка ялĕнче кермен пек çурт хăпартса лартнă. Вĕсен çемйинче икĕ ача çитĕнет.
А.МЯСНИКОВ.