27 марта 2009 г.
Çамрăклăх! Çак асамлă вăхăт камăн чĕринче те пулсан йĕр хăвармасăр иртейнĕ-ши. Çук-тăр! Ырă е хĕрÿ туйăмсем, савăнăçлă е кулянмалли самант – пурне те эпир чĕрере упратпăр, пăлханса аса илетпĕр.
Çамрăклăх юратусăр пулма пултараймасть. Юрату! Мĕн тери асамлă сăмах вăл! Çак сăмахра куççуль, телей, савăнăç, уйрăлу тата ытти те. Мĕн-ха вăл юрату; Мĕнле ăнланмалла-ши ăна; Пин-пин ыйту. Пилĕк саспаллинчен анчах тăрать пулсан та питĕ кăткăс та хăйне евĕрлĕ сăмах ку. Юрату çунтарать, асаплантарать, тарăхтарать, çавăнтах телей, савăнăç кÿрет. Юрату кашни çыннăн чĕринче йĕр хăварать. Пурин те юратас, телейлĕ пулас килет.
Нумаях пулмасть Çеçпĕлти тĕслĕх библиотекăра Çамрăксен çулталăкне тата сывă пурнăç йĕркишĕн уйăхлăха халалласа «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет» виçĕ ăру тĕлпулăвне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Вулав залне 9- 11-мĕш класра вĕренекенсем, ялти çамрăксем тата аслă ăру çыннисем: А.Иванов – ĕç ветеранĕ, А.Орлов – педагогика ĕçĕн ветеранĕ хутшăнчĕç. Мероприятие культура ĕçченĕсем тата класс ертÿçисем йĕркелесе пычĕç.
Малтан пурте пĕрле юрату, çамрăклăх сукмакĕсемпе «утса» пăхрĕç. Мĕн-ха вăл юрату; Пĕрремĕш юрату яланах телейсĕр çеç пулать-ши; «Хитре пуличчен телейлĕ пул», – теççĕ пулин те яшсемпе хĕрсем ялан тенĕ пекех пур пĕр хитрисене çеç куç хываççĕ. Тĕрĕс тăваççĕ-и вĕсем; Турă çырнине кĕтсе лармалла е шырама тухмалла; Çакăн пек ыйтусем çине хуравларĕ çитĕнекен ăру, ветерансем вара хăйсен яш вăхăтне аса илчĕç, ырă канашсем пачĕç. Библиотека заведующийĕ Галина Ивановна «Çунатлă çамрăклăх» кураври кĕнекесемпе паллаштарчĕ тата 2007 çулта чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекесем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăмах пирĕн ентеш Сергей Павлов çырнă «Роковая метка» кĕнеке çинчен калаçу пулчĕ. Уявла, яваплăха туймасăр пурăнни яшсемпе хĕрсене мĕн патне илсе çитерет-ха; Çак повеçри тĕп сăнар Марина пек йăнăшсем тăвас мар тесен мĕн тумалла-ха çамрăксен; Хăйсене обществăра мĕнле тытмалла; Хуравĕсем тĕрлĕрен пул-чĕç.
Культура çурчĕ çумĕнчи «Шĕкĕр» хĕрарăмсен ушкăнĕ юрату, çамрăклăх çинчен çырнă илемлĕ сăвă, юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Тĕлпулу пурне те килĕшрĕ, пуриншĕн те усăллă пулчĕ пулĕ тесе шутлатпăр, уйрăмах шкул ачисемшĕн. Мĕншĕн тесен çитĕнекен ăрушăн пурнăçăн аслă çулĕ вăрăм та тумхахлă. Вĕсен вара ырăпа усала уйăрма, пурнăç çулĕ çинче çухалса каймасăр тĕрĕс утма пĕлмелле. Çапла пуласса шанса тăратпăр та.
Г.ШАДРОВА, Çеçпĕлти библиотека заведующийĕ.