АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИЧЧĔМĔШ ХУТ ПУÇТАРĂНЧĔÇ АСЛĂ ПУХĂВА

27 марта 2009 г.

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче тĕнче тăрăх сапаланнă чăвашăмăрсен ывăл-хĕрĕ çиччĕмĕш хут Шупашкара Аслă пухăва пуçтарăнчĕ. Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Пухăва Раççейĕн 26 регионĕнчи 650 ытла йăхташ килчĕ. Унсăр пуçне чикĕ леш енчи ултă çĕршывран делегатсем хутшăнчĕç. Сумлă хăнасем те чылаййăн пулчĕç. Вĕсем – Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров, Раççей халăхĕсен Ассамблейин ертÿçи Р.Г.Абдулатипов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ М.А.Михайловский, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, çĕршыври чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи Г.С.Федоров, ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова, ЧР вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Г.Н.Волков академик тата ытти паллă йăхташсем. Р.Г.Абдулатипов чăваш халăхĕн пархатарлă ĕçĕ умĕнче пуç тайса Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова Ассамблейăн медалĕпе наградăларĕ, сăмах каларĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хăй тытса пыракан патшалăх политикинчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулни пирки палăртрĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарчĕ. Николай Васильевич чăваш ялне сыхласа хăварас тĕлĕшпе пурнăçа кĕрсе пыракан программăсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çут çанталăк газĕ, çемье врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем, хытă сийлĕ çулсем малашне пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Татах та çĕнĕ тĕллевсем пур. Кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни те çакăнпах çыхăннă пулас.

Раççей вĕрентÿ академийĕн членĕн, этнопедагогика наукин никĕслевçин Г.Н.Волковăн халал сăмахĕсем тарăн шухăшлă та пуян тытăмлă пулчĕç. Кун йĕркине çакăн пек ыйтусене кĕртнĕ: Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Г.Н.Архиповăн «Икĕ Аслă пуху хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем тата малашлăх тĕллевĕсем çинчен доклачĕ, «2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравне ирттересси çинчен», «Чăваш наци конгресĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен» çум докладсем. Доклада сÿтсе явнă çĕре 21 çын хутшăнчĕ. Тухса калаçнă Валерий Сидоровăн (Пушкăртстанран), Галина Семенован (Тутарстанран), Владимир Сваевăн (Ульяновск облаçĕнчен), Анатолий Ефремовăн (Ямал-Ненец автономиллĕ округĕнчен), Петр Абрамовăн (Самар облаçĕнчен), Юрий Степановăн (Хакас Республикинчен), Ираида Захарован (Эстонирен), Владимир Логиновăн (Тюмень облаçĕнчен), Геннадий Храмовăн (Красноярск крайĕнчен) сăмахĕсем уйрăмах витĕмлĕ пулчĕç. Чăваш наци конгресĕн президиумĕн ĕçне вăтам паллăпа хакларĕç.

ЧНК Уставĕн тĕп улшăнăвĕсем – Аслă пухăва 4 çулта пĕрре ирттересси, президиум составне тата вице-президентсене конгресс Канашĕн пухăвĕнче суйласси, ЧНК президентне пĕр кандидатурăна умлă-хыçлă иккĕрен ытла суйламалла мар.

Альтернативлă йĕркепе Чăваш наци конгресĕн президентне суйларĕç. Пурĕ 6 кандидатура пулчĕ: Г.Н.Архипов, ЧНК хастарĕ Н.Ф. Угаслов, Н.Е.Лукьянов юрист, В.Н.Пушкин тĕп-чевçĕ, К.Г.Яковлев (Тутарстанран), А.И.Волков (Мускавран). Ыттисенчен чылай нумайрах сасă пухса ЧНК президентне çĕнĕрен Г. Н.Архипов суйланчĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика