АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĔРКЕЛĔХ ПУЛТĂР ПУР ÇĔРТЕ ТЕ

25 марта 2009 г.

Районта обществăлла йĕркелĕхе сыхлас ĕçе обществăлла пĕрлешÿсене те явăçтарнă. Патрульпе пост службин ротин милиционерĕсемпе пĕрле ирĕклĕ халăх дружинисен 125 членĕ службăна тухать. Вĕсем – педагогсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем. Кашни кунах «Шырав» ушкăнсем машинăсемпе районăн тĕрлĕ ялĕсене тухса каяççĕ.

Кăçалхи икĕ уйăхра районта 81 преступлени регистрациленĕ. Пĕлтĕр 69 пулнăччĕ. Куратпăр ĕнтĕ, шута илнĕ усал ĕçсем нумайлансах пы-раççĕ. Обществăлла вырăнсенче тунă преступлени 2008 çулхи шайрах юлнă – 4. Урамсенче пĕр преступлени те пулман. Милицин патрульпе пост службин ротин ĕçне тишкернĕ чухне çакăн пек тенденци палăрнă:

преступленисене уçса парас ĕç лайăхланнă, вĕсем – 5, пĕлтĕр çак тапхăрта 4 пулнăччĕ;

шыравра тăракан çынсене тупасси, кăçал та, пĕлтĕр те 3 çын;

саккуна пăсса пăшал усранă факта уçса панă;

саккуна пăсса алкоголь продукцийĕ хатĕрленĕ 4 факта палăртнă, 2 литр сăмакун туртса илнĕ.

Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче патрульпе пост службин милиционерĕсем административлă саккунлăха пăснă 484 тĕслĕхе тупса палăртнă. Пурне те явап тыттарнă, штраф панă, асăрхаттарнă, арестленĕ. Хулиганла ĕç-семшĕн 41 çынна тытса чарнă, спиртлă шĕвексем ĕçнĕшĕн – 11, обществăлла вырăнсенче ÿсĕрле çапкаланса çÿренĕшĕн – 242, суту-илÿ правилисене пăснăшăн – 14, милици сотрудникĕсем саккун хушнă пек ыйтнине пăхăнманшăн –1, ытти усал ĕçсемшĕн – 175.

Патрульпе пост службин роти ытти службăсемпе пĕрле пысăк пĕл-терĕшлĕ политика, культура, спорт, тĕн тата ытти массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне йĕркелĕхе тытса тăнă, хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ. Нимĕнле инкек те пулман.

В.КАЗАКОВ, рота командирĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика