АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРĔН ÇЫВĂХ ТУССЕМ

25 марта 2009 г.

2009 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕччен библиотекăсем республикăра «Чăваш литератури: 2007 çулхи чи вуланакан кĕнеке» ятпа иртекен конкурса хутшăнаççĕ. Конкурс тĕллевĕ – республикăри издательствăсем кăларакан чи вуланакан кĕнекене тата чăваш писателĕсем хушшинче илемлĕ литературăн чăн-чăн ăстине палăртасси.

Чи малтанах 2007 çулта пичетленнĕ кĕнекесен выставккине тата вĕсен списокне йĕркелерĕмĕр, унтан план хатĕрлерĕмĕр. Вулавçăсем анкета ыйтăвĕсене хуравларĕç. Вĕсем хăйсене килĕшекен кĕнекесем çинчен çырса пачĕç. Формулярсем тăрăх хăш кĕнекене вулакансем ытларах килĕштернине тата чи нумай вулакана палăртрăмăр. Пушарпуçĕнчен Шуркасси ял библиотекине çÿрекен Валя аппа тесе палăртрăмăр. Валентина Андреевна Андреева 80 çулта, апла пулин те кĕнеке, журнал вуласа сÿтсе явма юратать. Библиотекăна килекен çĕнĕ кĕнекесене чи малтан вулакансен шутĕнче.

Шкул ачисем хушшинче 7-мĕш класра вĕренекен Валя Митрофанова – кĕнекесен кĕтнĕ тусĕ. Компьютерпа шырамалли, пичетлемелли ĕçсемпе тата дисксемпе усă курать.

Вулакансен чи юратнă авторĕ – Николай Симунов писатель. Вăл Тутар Республикинче çуралнă. Хăй вăхăтĕнче шкул, училище директорĕ пулнă, çавна май çамрăксен психологине лайăх ăнланнă. Тен, çавăнпах унăн хайлавĕсенчи геройсем – çамрăксем. 2007 çулта унăн «Ан йĕр эсĕ, Лена» кĕнеки çĕнĕ, илемлĕ форматпа пичетленсе тухрĕ. Çакă вулакансемшĕн те, библиотекăра ĕçлекенсемшĕн те чăн-чăн парне пулчĕ. Ку кĕнекене çынсем чăнласах питĕ юратса вулаççĕ. Кĕнеке интереслĕ, чĕлхи яка, вулама çăмăл.

Вырăсла кăларăмсенчен Сергей Павловăн «Роковая метка» кĕнекине палăртас килет. Автор паянхи куна витĕмлĕ сăнласа кăтартать, çамрăксене асăрхануллă пулма вĕрентет. Пурнăçра пĕрре йăнăшсан тÿрĕ çул çине тухма йывăр пулнине палăртать.

Ачасем валли чăвашла хатĕрлесе кăларнă кĕнекесенчен Петĕр Çăлкуçăн «Карамель-тарамель» кĕнеки чи килĕшекенни пулчĕ. Кĕнеке питĕ капăр, шултра сас паллисемпе çырнă, вулама та, ăнланма та ансат. Ку кĕнеке тăрăх ачасемпе вулав сехечĕ, сăвă вулама юратакансен конкурсĕ иртрĕç. Мероприятисене кĕçĕн классем тата шкула кайма çул çитменнисем хутшăнчĕç. «Карамель-тарамель» сăвă тăрăх Валерий Филипповпа Оля Тимофеева диалог ирттерчĕç.

Вырăсла кĕнекесенчен Д.Матвейчукăн «Жгучая крапива» кĕнеки килĕшрĕ. Ку кĕнекене «Проза – детям» конкурсра çĕнтернĕ, халĕ университетра вĕренекен тăлăх ача çырăвне тĕпе хурса хатĕрленĕ. Кĕнекери чылай сыпăкра вăл хăйĕн пурнăçĕнчи самантсене çырса кăтартнă. Произведенири ĕçсем вулакан чунне çывăх. Ачасене йывăр вăхăтра мĕнле пулмаллине тата хăйсене мĕнле тытмаллине ăнланса илме пулăшать кĕнекери тĕп шухăш.

Библиотекăра вулав сехечĕсем, произведенисем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсне ирттертĕмĕр. Н.Симуновăн «Телейне кура шăпи» повеçĕ тăрăх Кăшнаруй ял тăрăхĕн клуб ĕçченĕсем «Улах каçĕ» кăтартрĕç.

Л.ФИЛИППОВА. Шуркасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика