АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУР АКИ ÇЫВХАРАТЬ, ĔÇ ВЫРĂНĔ ПУЛАТЬ

25 марта 2009 г.

Юнкун республикăра, паллах, пирĕн районта та, пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин юстици министрĕ В.Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Шелттем ял тăрăхĕнче, ЧР шалти ĕçсен министрĕн экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ Ю.Шаповалов, райадминистраци ертÿçин çумĕ В.Степанов Ачча ял тăрăхĕнче, райадминистрацин пайсемпе службисен ертÿçисемпе специалисчĕсем ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе, ĕçлекенсемпе тĕл пулса кулленхи çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Чăваш Республикин нотариус палатин президенчĕ Е.Соколова, «Росгосстрах – Чăваш Ен» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Л.Смирнова тата райадминистраци ĕçĕсене туса пыракан Г.Петров Ямаш ял тăрăхĕнче пулчĕç. Информаци кунĕн теми çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă ирттересси тата çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси çинчен пулнă май тĕп хуларан килнĕ представительсем ял çыннисене интереслĕ те усăллă хыпарсемпе туллин паллаштарчĕç.

Людмила Николаевна чи малтанах Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров, ял хуçалăх министерстви кăçал пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Кăçал, сăмахран, республикăра 34505 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çав шутра пирĕн районта – 3975 гектар. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен тепĕр 10 проценчĕ усă курăнмасăр выртать-ха (ку пирĕн районта). Президент Çырăвĕнче палăртнă пекех тепĕр икĕ çултан сухаланман-акăнман пĕр лаптăк çĕр те пулмалла мар. Çапла майпа вара кăçал 623 пин гектар çĕре ĕçе кĕртмелле, 300 пин гектар çинче тыр-пул, 5500 гектар çинче пахча çимĕç, 1500 гектар лаптăк çинче сахăр кăшманĕ туса илме палăртнă. Иртнĕ çул республикăра 52 пин гектар çĕре çĕнĕрен хута янă, районта – 4400 гектар. Хута ямалли çĕр лаптăкĕсен калăпăшне кашни район хăй палăртать.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ял хуçалăх техникисем çурхи ĕçсене хатĕр маррине каларĕ. Тракторсене йĕркене кĕртсе çитернĕ-ха, анчах прицеп, культиватор, дискатор, сÿре юсавне пуçăнман.

Ял çыннисем страховани ыйтăвĕпе çыхăннă чылай ыйту хускатрĕç. Акă, сăмахран, Людмила Николаевна çурта страхланă чухне техпаспортра кăтартнă суммăран ытларах хакпа страхлама юранине пĕлтерчĕ.

Елизавета Ильинична Соколова паян уйрăмах çивĕч тăракан ыйтăва – халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине тишкерчĕ. «Январь уйăхĕнче 6, 2 пин çынна ĕç шыракан тесе шута илнĕ. Пулăшу ыйтма пынисен йышĕнче ĕç кĕнеки çине «хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухнă» тесе çырнисем нумай. Мĕнпе çыхăннă çакă; Татăклă хурав тупаймарăмăр-ха», – тет Елизавета Ильинична.

Çавăн пекех вăл куçман пурлăха, çĕр пайĕсене еткерлĕхе (наследство) парасси-илессипе мĕнле ĕçсем тумаллине питĕ тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Районсенче нотариуссем граждансене хушамат тăрăх алфавит йĕркипе йышăнаççĕ. Çакă пĕр ыйтупах темиçе нотариус патĕнче ĕç пуçарассинчен сыхлать, ун пек шанчăклăрах та. Çавăнпа та граждансен хушамата кура вăл е ку нотариус йышăнмасан тарăхма кирлĕ мар, йĕрки çапла. Куçман пурлăхпа çыхăннă кирек мĕнле правăна та нотариус патĕнче регистрацилемелле. Паян ял çыннисем çĕр пайĕсене харпăрлăха илессипе нумай çÿреççĕ, ку ыйтупа та нумай усăллă канаш парса пулăшрĕ Е.Соколова.

Район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Г.Петров район умĕнче тăракан задачăсемпе паллаштарчĕ. Уйрăммăн илсен паян ял хуçалăхне инвесторсене явăçтарассине çул памаллине каларĕ. Ямаш ял тăрăхĕнче тулли мар яваплă виçĕ пĕрлĕх, пĕр фермер хуçалăхĕ вырнаçнă. Вĕсенче ĕçлекенсем сахаллăн, унсăр пуçне техника та кивĕ. Пĕлтĕр Шупашкарти «Мельник» фирма (ертÿçи Раççей Геройĕ М.Борисов) Ямаш тăрăхĕнчи çĕрсем çинче ĕçлесе кашни гектартан 50 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Йывăр, анчах тăрăшсан ĕç пулать вĕт-ха.

Тавралăха тирпей-илем кÿресси çинчен те калаçу пулчĕ. Юр сийĕ кăçал ахаль те хулăн мар, халĕ вара кашни кунах хĕвел питтинче куç умне мĕн тĕрлĕ «тупра» тухса выртмасть. Эпир пĕчĕк чухне урамра эрех кĕленчи унта та кунта выртнине астумастăп. Халĕ вара вĕсенчен такăнса ÿкме пулать. Пĕлтĕр, пĕчĕккипе килте ларнă вăхăтра, урамра кĕленче пуçтарса, шыв юхман тарăн вара йăтса йăлăхсах çитнĕччĕ. Ĕçеççĕ те ывăтса хăвараççĕ. Унсăр пуçне тата çуркунне çынсем сад-пахчасене тирпей кĕртме пуçлаççĕ те хăрăк улмиççи, чие, ытти йывăçсене касса çырма хĕррине кайса пăрахаççĕ, çитменнине тата шыв хĕррине. Хĕрÿ паракан йывăçсем, вĕсемпе çулла пахчара выльăх апачĕ пĕçернĕ чухне усă курма меллĕ-çке. Кайран 3-4 пин тенкĕ тÿлесе вутă туянасси мар. Чылайăшĕ картишĕнчи çÿп-çапа урама кăларса пăрахать. Çакă вĕсен кил-тĕрĕшĕнче тирпейлĕх хуçаланнине пĕлтерет-ши; Темле. Чыслăха юратакан çын пур çĕрте те тасалăх тума тăрăшассăн туйăнать мана. Ахальтен каламан пулĕ: «Хапха умне çитсен арçын мĕнле пулни, алкумне кĕрсен хĕрарăм мĕнле пулни курăнать», – тесе. Хамăрăн шухăшлава кăшт улăштарса тирпейлĕхе, ыр кăмăллăха мала кăларасчĕ, ачасене те мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме, çын тунă ĕçе хисеплеме вĕрентсе ÿстересчĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика