АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРРИ ВАЛЛИ ВЫРĂН ПУЛМАЛЛАХ

20 марта 2009 г.

«Анне мана çуратсассăн ма вăрмана кайман-ши, хăрăк йывăç тураттинчен ма çакса хăварман-ши?» текен йĕркесем пур авалхи чăваш халăх юрринче. Кашни йĕркинче йывăр та телейсĕр пурнăç, хурлă шăпа пирки калани уççăн палăрать. Телей валеçнĕ чухне «килте пулмалла» теççĕ те, пур чухне те килте лараймастпăр пуль çав, çавăнпа телейне хăçан валеçсе хăварнине сисейместпĕр. Вара ĕмĕр тăршшĕпех хамăрăн шăпана ÿпкелесе пурăнатпăр.

Энтриялĕнче кун çути курнă икĕ ачан пурнăçĕ пĕчĕклех тертпе пуçланнă та, малашне мĕнле кун-çул пÿрĕ-ши вĕсене. Темĕн те пулать-çке пурнăçра. Ырри те, усалли те. Чылай чухне усалли маларах пырать. Тепĕр чухне ырри валли те вырăн хăвармасть. Телейĕ хăйсемпе юнашар çÿресен тем пекехчĕ.

Виçĕм çул, 2007 çулта, Энтриялĕнче пурăнакан пĕр çамрăк хĕрарăм икĕ пĕчĕк ачи çинчен мансах ĕçке ярăннă. Ун чухне, икĕ çул каялла, арçын ача çиччĕре, хĕрача пĕррере пулнă. Амăшĕ чун панă пепкесене хăйсене пĕччен кăна нумай вăхăтлăха сивĕ пÿртре выçă хăварма пултарни, кун пек тĕслĕхсемпе пĕрре мар тĕл пулатпăр пулин те, ниепле те пуçа вырнаçмасть. Хăй вара ăçта кайнă-ши тетĕр-и; Унăн ĕç пулнă çав.

Вера Васильева (чăн ятне палăртмăпăр) икĕ ачипе Николай Петров (унăн та ячĕ урăхла) патĕнче пурăннă. Пĕр черкке хыççăн эрнипе урăлаймасăр пурăннă чухне пĕчĕкскерсене Николай хăй е унăн амăшĕ Валя аппа пăхса тăнă. Ача амăшĕ хăй кунне пĕрре те пулин вĕри апат пĕçерсе çитерме пултарайман. Ÿсĕр çын мĕн апат хатĕрлейтĕр ĕнтĕ. Ачасен çи-пуçĕ тирпейсĕр, таса мар. Япаласем тахçантанпах çуманнипе кил-çуртра купаланса кайнă. Пĕчĕк ача ахаль те чипер те вăл, амăшĕн вĕсене илемлĕ, таса çÿреттерес килет пек туйăнать. Ĕçкĕллĕ хĕрарăм çакна та асăрхамасть çав. Çитменнине çулталăкри ача хăй тĕллĕн тула тухма пĕлменнипе çийĕнчех кĕпи-йĕмне йĕпетет. Йĕпескерĕн сивĕ пÿртре чирлесси часах. Пĕчĕк çыннăн организмĕ çепĕç те черченкĕ вĕт-ха.

Еркĕнĕпе вăрçăнса кайнă вăхăтсенче Вера ачисене илсе хăйĕн тăван килне кайса пурăннă. Унта пурăнма нимĕнле услови те çук. Пÿрчĕ ишĕлсе анас пек, кăмаки хутма юрăхсăр. Çуртра электричество та, нимĕнле апат-çимĕç те пулман. Ун пек чухне вара ачасене Верăн кÿрши хăй патне илсе каçса апат çитернĕ. Пĕррери хĕр пĕрчине районти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмне миçе хутчен леçмен-ши; Е шăнса чирлет, е тăтăшах выçă пурăннипе вар-хырăм ыратнипе аптрать. Хĕрача сĕт, какай юратать, анчах вăл вĕсене астивсе кураймасть. Çавăнпа кĕлетке виçи нормăран палăрмаллах юлса пырать. Кăмăл-туйăм енчен те кая юлса аталанса пырать.

Ача амăшĕ эрехпе иртĕхни кăна-и-ха, вăл ниçта та ĕçлемест, пирус туртать. Эрехе, пируса мĕнпе туянмалла-ха; Паллах, ача укçипе, урăх нимĕнле тупăш та çук. Ачасем вара хăйсене тивекен укçа шучĕпе тутлă çиме те, ăшă, илемлĕ тумтир тăхăнма та пултараймаççĕ. Хĕрарăм хăй ÿсĕр çÿренĕ чухне ачисем ăçта, мĕн тунине пач пĕлмест.

Пĕчĕк чунра мĕн тери пысăк кÿренÿ. Пурнăçра ним те ахаль пулмасть. Пирĕншĕн усаллăн, тивĕçсĕррĕн курăнаканни çав ачасемшĕн ырлăха çаврăнса тухсассăн тем пекехчĕ.

С.НИКИТИНА, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика