АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУХĂÇ ИЛЕССИ ÇУЛТАН ÇУЛ ŸССЕ ПЫРĔ

20 марта 2009 г.

Çанталăк çуркунне енне сулăнчĕ. Кун тăршшĕ кунран-кун тăсăлса пырать. Тÿпене самаях хăпарма ĕлкĕрнĕ хĕвел çан-çурăма палăрмаллах ăшăтать ĕнтĕ. Çулсем, акă, куç умĕнчех юртан тасалса хуралчĕç. Кĕçех уй-хир ула тум тăхăнĕ. Хресчен çак пулăмсене сăнанă май акана хатĕрленме тытăнать. Ĕçĕ вара кунта çителĕклех: вăрлăх хатĕрлемелле, техникăна юсаса йĕркене кĕртмелле, удобрени кÿрсе килмелле...

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалист-эксперчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ака-суха ĕçĕсене çĕр ĕçченĕсем 2015 çулччен палăртнă ятарлă программăпа килĕшÿллĕн туса пырĕç. Мĕнле программа ку тетĕр-и; Вăрттăнлăхне уçса парăпăр. Районта тăрăшакансен 2015 çул тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулталăкра – 78 пин тонна, çĕр улмине 70 пин тонна туса илмелле пулĕ. Урăхла каласан, тĕш тырă туса илесси районта çулсерен 7 пин тонна, çĕр улми – 3 пин тонна чухлĕ ÿссе пымалла.

Танлаштарса пăхмашкăн иртнĕ çулхи кăтартусене пăхса тухар-ха. Районти çĕр ĕçченĕсем пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 28 пин те 555 тонна пуçтарса илнĕ. Тухăçĕ кашни гектар пуçне 22, 5 центнерпа танлашнă. Лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракансене асăнса хăварсан ытлашши пулмĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК 805 гектар çинчен 2041 тонна тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ (тухăçĕ – 25, 4 ц), «Пинер» пĕрлĕх 4209 тонна, кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1350 гектар çинче акса хăварнă пулнă (31, 2 ц).

Çĕр улмине иртнĕ çулта ял хуçалăх кооперативĕсем халăхпа пĕрле 55301 тонна пуçтарса кĕртнĕ, тухăçĕ кашни гектартан 175, 3 центнер тухнă. Киров ячĕллĕ ЯХПК 896 тонна (тухăçĕ пĕр га пуçне 208 ц), «Путь Ленина» 743 тонна (212 ц), «Маяк» 1099 тонна (203, 5 ц) пуçтарса илнĕ. «Аталану» пĕрлĕхĕн те ку енĕпе лайăх кăтарту, унта, сăмах май, çĕр улмин пахалăхлă вăрлăхне çитĕнтерессипе те ĕçлеççĕ, «иккĕмĕш çăкăр» тухăçлăхне ÿстерес текенсене паха вăрлăхпа хаваспах тивĕçтереççĕ.

Халĕ çĕр ĕçченĕсен кăçалхи тĕллевĕсене пăхса тухар. Палăртнă ĕç планĕпе килĕшÿллĕн вĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 36 пин тонна туса илмелле, тухăçĕ 25 центнертан кая пулмалла мар. Çĕр улми туса илессин планĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Хресченĕн кăçал çавăн пекех усă кÿмесĕр пушă выртакан 3975 гектар çĕре ĕçе кĕртмелле. Палăртнă лаптăкăн 1500 гектарне çуркунне акса хăварĕç.

Хальхи вăхăт тĕлне районти мĕн пур вăрлăхăн 60 ытла процентне çеç кондицие лартнă. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Района 32 тонна паха вăрлăх кÿрсе килнĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК пахалăхлă çурхи тулă вăрлăхне – 14 тонна, клевер тата люцерна вăрлăхĕсене 300-шер килограмм туяннă. «Канаш» пĕрлĕхĕн пахалăхлă вăрлăх 15 тонна, вăл шутран 9 тонна – çурхи тулă, 6 тонна – урпа. «Хучель» АХП 3 тонна паха сĕлĕ вăрлăхĕ туяннă. Çак асăннă хуçалăхсенче вăрлăха кондицие лартса çитернĕ.

Удобренисем пирки калаçас пулсан, хальхи вăхăт тĕлне района вĕсене1020 тонна кÿрсе килнĕ. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 841 тонна çеç пулнă. Ку енĕпе «Сеспельское» (400 т), «Канаш» (160 т), Киров ячĕллĕ (120 т), «Путь Ленина» (60 т) тата ытти хуçалăхсем аван ĕçленĕ. Пултаруллă ертÿçĕсенчен чылайăшĕ çунтармалли тата сĕрмелли хатĕрсен саппасĕсене те пуянлатса хăварма ĕлкĕрнĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем умне тăратнă çитес вăхăтри тĕллевсемпе задачăсем чăнласах та пысăк. Вĕсем еплерех пурнăçа кĕрсе пынине вăхăт кăтартĕ.

А.ЯМАНКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика