АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН ХУÇАЛĂХРА ЧĔРĔК ĔМĔР

20 марта 2009 г.

Ял хуçалăхĕ хальхи вăхăтра пысăк йывăрлăхсем тÿсет. Хуçалăхсенчи пурлăхпа техника никĕсĕ çулран-çул кивелсе юхăнса пырать. Ял хуçалăх продукцийĕ хăйхаклăхне аран-аран саплаштарса пынă май тата налуксем хĕснĕрен ăна çĕнетсе пымашкăн чылай чухне укçа-тенки те çитсе пымасть. Кунта вара панкрута тухасси те инçех мар. Анчах та çав вăхăтрах, пасар саманин йывăр условийĕсене пăхмасăр, районта хăйсене ертсе пыма шаннă ял хуçалăх предприятийĕсене лайăх ĕçлеттерсе пыракансем те çук мар.

«Агат» тулли мар яваплă пĕрлĕхе Н.Ильин пуçаруллă ертсе пырать (ÿкерчĕкре варринче). 2004 çулччен асăннă хуçалăх «Канашский» ятпа çÿретчĕ. Николай Калистратович тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçлани кăçал çак кунсенче шăпах 25 çул çитет.

Н.Ильин «Канашский» совхоза 1984 çулта пуш уйăхĕнче килнĕ. Унччен маларах Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист тÿрех агроном ĕçне пуçăннă. Ĕçре тăрăшулăхĕпе палăрнăшăн 1986 çулта ăна «Канашский» совхозăн Хучелти уйрăмне ертсе пыма шаннă.

Вăхăт малалла шунă, 1991 çулта ĕçре паха опыт пуçтарнă специалиста совхозăн тĕп агрономĕ пулма суйланă. 2001 çултанпа Николай Калистратович тăван хуçалăха ертсе пырать. Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе мĕншĕн çыхăнтарма шутлани çинчен кăсăклансан вăл çапла хуравларĕ:

– Эпĕ хресчен çемйинче çуралнă, мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Вăл вăхăтра ял хуçалăхĕнче ĕçлени сумлăччĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксем çĕр ĕçĕпе хăйсен пурнăçне çыхăнтарма васкамаççĕ. Пирĕн хуçалăхра çамрăксем пачах çук тесен те йăнăш пулмĕ, ĕçлекенсенчен чылайăшĕ пенси çулне те çывхарса пырать ĕнтĕ.

Ĕç вăйĕ тата укçа-тенкĕ çитсе пымасть пулин те «Агат» пĕрлĕхре тăрăшакансем пуçĕсене усмаççĕ, ытти хуçалăхсемпе пĕрле уй-хире тухса çур аки туса ирттерме хатĕрленеççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вăрлăх тата çунтармалли, сĕрмелли хатĕрсене хатĕрлесе çитернĕ. Мехпаркра техникăна юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Вăй çитнĕ таран лизинг мелĕпе машинăпа трактор паркне çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх продукцийĕ йÿнĕ пулнипе патшалăх панă кивçене каялла тавăрса пама çăмăл маррине палăртать хуçалăх ертÿçи Н.Ильин.

«Агат» пĕрлĕхре тăрăшакансем çурхи культурăсене кăçал 230 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ, кĕрхи культурăсене пĕлтĕр 170 гектар акса хăварнă. Калчасен пахалăхне тĕрĕс-ленĕ, вĕсем лайăх хĕл каçни савăнтарать.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика