20 марта 2009 г.
«Культура» сăмахăн пĕлтерĕшĕ анлă, çавăнпа та ку сферăра ĕçлекенсем хăйсенче тĕрлĕ енлĕ пултарулăха аталантарнă. Айккинчен пăхма кăна çăмăл курăнать çак ĕç. Паян халăхăн кăмăл-туйăмне çĕклеме, ăна тĕрлĕрен мероприятие явăçтарма питех те йывăр.
Районта культура ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле йĕрпе пыни, халăхăн канăвне усăллă йĕркелеме мĕнле çĕнĕлĕхсене вăя кĕртни çинчен калаçрăмăр культура секторĕн ертÿçипе Вероника Чебуковапа.
– Вероника Михайловна, иртнĕ çулти ĕçсене пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр; Мĕнпе асра юлчĕ вăл;
– 2008 çулта ырă ĕçсем, пулăмсем, çĕнĕлĕхсем йĕркипе сыпăнса пычĕç. Хамăр ĕçре эпир культура çинчен калакан саккунсене, республика, район программисене тĕпе хуратпăр. Культура ĕçченĕ ялан куракан умĕнче, çавăнпа та унăн хăйне тивĕçлĕ шайра кăтартмалла, ыттисене те курмалла. Регионсем хушшинчи «Çеçпĕл чĕнĕвĕ» поэзи фестивалĕ кашни çулах çÿллĕ шайра иртет. Пĕлтĕр те республикăра, ун тулашĕнче пурăнакан чăваш çамрăкĕсене йышлă пуçтарчĕ. Районти коллективсем те çĕршыври ытти регионсене тухса çÿреççĕ. Малтанхи çулсенче Сиккасси культура çурчĕн коллективĕ Волгоградра, Анат Камăра пулнăччĕ, пĕлтĕр Ачча ял тăрăхĕнчи «Шевле» фольклор ушкăнĕ Самарăра иртнĕ халăх юррисен облаçри фестивалĕнчен çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕ. Сиккасси, Уçырма, Çĕнĕ Чалкасси, Çеçпĕл, Вăтакас Кипеч, Кăшнаруй культура çурчĕсем аван ĕçленине палăртса хăвармаллах.
Районта паян 37 тĕслĕх библиотека, кĕнеке памалли 5 пункт ĕçлеççĕ. Вунă библиотека ADSL системăпа Интернетпа çыхăннă. Хаçат-журнал çырăнасси, çĕнĕ кĕнеке туянасси лайăхланчĕ. Çакă вара библиотекăна çÿрекенсен йышне ÿстерме пулăшать. Ачча ял библиотеки (заведующийĕ Л.Пантелеймонова), сăмахран, республикăри конкурсра мала тухрĕ. Кусем ырă хыпарсем пулчĕç тейĕпĕр.
Кунсăр пуçне пурнăçлама палăртнă, пуçăннă ĕçсем те сахал мар. Реконструкци тата тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттерме бюджетран 4590, 2 пин тенкĕ, вăл шутран республика бюджетĕнчен 600 пин тенкĕ уйăрнă. Сухайкассинчи культура çуртĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсем тума пуçăннă. Пушар сигнализацийĕ лартма 782 пин тенкĕ, 9 культура çуртне газ кĕртме 1364700 тенкĕ тăкакланă. Карăклă культура çурчĕн тăррине çĕнетнĕ. Кусем, паллах, пĕр кунта туса хумалли ĕçсем мар. Базовăй культура учрежденийĕ тума Çеçпĕл клубĕнче ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех, пушар сигнализацийĕ вырнаçтармалла.
Кăçал базовăй клуб тума Сиккассинчи илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме, 5 культура учрежденине газ кĕртме планланă.
– Пурнăç кашни кун çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Çĕнĕ технологисем пур çĕрте те вăя кĕрсе пыраççĕ, çав шутра культурăра та. Специалистсем пурнăç таппинчен ан юлччăр тесе çак ыйтăва мĕнле татса паратăр;
– Канаш енри культура учрежденийĕсенче ĕçлекен 136 çынран 22 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, культура енĕпе ятарлă професси пĕлĕвĕ илнисем – 28 проц., пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнисем – 53 проц. Паян 6 специалист заочно йĕркепе аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕвне ÿстерет. 22 студент культура енĕпе вĕренсе професси илет, виççĕшĕ пирĕн клубсенче практикăра пулчĕ.
Унсăр пуçне культура ĕçченĕсем кашни çулах пĕлĕве ÿстермелли курссенче пулаççĕ. Иртнĕ çул 28 клуб ĕçченĕ тата 25 библиотекарь хăйсен квалификацине ÿстернĕ.
– Клуб ĕçĕ ташă каçĕсем ирттерни çинче кăна тытăнса тăмасть вĕт-ха. Унта ял çыннисен, уйрăмах çамрăксен канăвне усăллă йĕркелессине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Ку енĕпе ĕçсем еплерех пулса пыраççĕ-ха;
– Районта паян 70 культура учрежденийĕ ĕçлет, вĕсенчен иккĕшĕ – куçса çÿрекеннисем. Куçса çÿрекен культура учрежденийĕсем клуб çук ялсенче пурăнакансем валли кану каçĕсем, урам, ял уявĕсем ирттерсе параççĕ, çур аки, вырма вăхăчĕсенче çĕр ĕçченĕсене концерт программисемпе савăнтараççĕ. Мĕнпурĕ 458 кружок ĕçлет, вĕсене 5051 çынна явăçтарнă, е пĕр кружока вăтамран 51 çын çÿрет. Халăх пултарулăхĕ енĕпе ĕçлекен кружоксем – 371. Кунта фольклор, ташă, илемлĕ вуласси, агитбригада жанрĕсем тĕпре. Кружоксене çÿрекенсем районта мероприятисем ирттернĕ чухне нумай пулăшаççĕ. Çамрăксем валли кашни çулах «Канаш ен пики», ача-пăчасен юрă тата сцена ăсталăхĕсен «Мехел» тата «Юмах çăл куçĕ», халăх пултарулăх ушкăнĕсен «Канаш ен çăл куçĕсем» тата ытти конкурссем ирттеретпĕр.
– Ĕç вăл хăй тĕллĕн пурнăçланакан пулăм мар. Кирек мĕнле ĕçе те çын тăвать, ÿсĕм мĕнле пуласси унăн пултарулăхĕнчен, ăсталăхĕнчен нумай килет. Культура сферинче сумлă ята тивĕçнисем те сахал мар вĕт.
– Нумай пирĕн пултаруллă, мухтава тивĕçлĕ ĕçченсем. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Роза Шоркина (Сиккасси), Алевтина Яшманова (районти культура çурчĕ), Ю.Никитин (Вăтапуç), В.Степанова (Катек) хăйсен профессине чунĕпе парăннă. Унсăр пуçне районти культура çурчĕн аслă методисчĕ Зоя Николаева, Уçырма, Сиккасси, Çеçпĕл культура çурчĕсен администраторĕсем Юлия Николаева, Ирина Андреева, Виталий Дмитриев, Сиккасси библиотекин заведующийĕ Зинаида Мукшина, Людмила Пантелеймонова (Ачча) тата ыттисем те лайăх ĕçшĕн тав сăмахне тивĕç.
Уçырма, Çеçпĕл, Сухайкасси, Ăвăспÿрт Кипеч, Чакаç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе куллен интересленеççĕ, музыка оборудованийĕсем туянма, мероприятисем йĕркелеме пулăшаççĕ.
– Калаçушăн пысăк тав.
И.ВЛАДИМИРОВА