18 марта 2009 г.
Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. А.Николаев министр иртнĕ çулхи ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи задачăсем çинче чарăнса тăнă.
Районсем хушшинче физкультурăпа сывлăх тата спортпа массăллă ĕçсене йĕркелес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра пирĕн район иккĕмĕш вырăн йышăннă, ăна куçса çÿрекен кубок панă. Виççĕмĕш кăтарту – патăрьелсен. Çĕнтерÿçĕ – Шупашкар районĕ. Смотр-конкурс лауреачĕн асăнмалăх парнине Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Ф.Спиридонов тивĕç пулнă. Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕн директорне В.Никитина ÿсекен ăрăва воспитани парас тата ачасен спортне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн спорт программисен «Çĕнĕ ăру» ыр кăмăллăх фончĕн Дипломне тата 70 пин тенкĕ илме ирĕк паракан сертификат панă. Вячеслав Геннадьевич ачасен тренерĕсем хушшинче çулсерен ирттерекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. «Горизонт» муниципаллă предприяти директорĕ А.Атласкин ялсенче спорта аталантарас тата наци спортне пропагандăлас ĕçе активлă хутшăннăшăн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Хуласем хушшинче смотр-конкурсра Канаш виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă пĕрлĕхне кубок тата Хисеп грамоти панă.
В. АЧЧА.