18 марта 2009 г.
Иккĕшĕ те вĕсем Кайри Ăнтавăш шкулне çÿренĕ. Паллашнă чухне Коля вун çиччĕре, Нина вун пиллĕкре пулнă. Кĕрнеклĕ каччă чиперккен чĕрине тÿрех тыткăнланă. Тăхăр çул туслă пулнă вĕсем. 1959 çулхи пуш уйăхĕнче пĕрлешнĕ.
Николай Якимович вагонсем юсакан заводра юсавпа строительство цехĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ, Нина Федотовна – полимерстрой материалсен заводĕнче бухгалтерта. Хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ, мăнукĕсене çитĕнтерме пулăшнă. Нумаях пулмасть мăнукĕн ачи çут тĕнчене килчĕ.
Иртнĕ эрнере Якимовсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине паллă турĕç. Ылтăн туй ячĕпе хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова, граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн сотрудникĕсем, ĕçтешĕсем, тăванĕсем, ачисем, мăнукĕсем саламларĕç, парнесем пачĕç.
В. АЧЧА.