АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРĂШСАН ĔÇ ПУЛАТЕХ

18 марта 2009 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă «Юратар-и, юрлар-и» уяв программи Кăшнаруй культура çуртĕнче зал тулли халăх пуçтарчĕ. Концерта ялти чи пултаруллă хĕрарăм Татьяна Егоровна Егорова эпир пурте юратакан «Лар, аннеçĕм, юнашар» юрăпа уçрĕ. Вăл юрлани-ташлани пурне те тĕлĕнтерчĕ. Пирĕн Татьян аппа 84 çулта. Кинемей каланă такмаксене итлесен, курсан кирек кам та пăлханмалла.

Малалла Кăшнаруй культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Концерта маттур хĕрачасем Аня Никоноровапа Кристина Архипова ертсе пычĕç. Купăс калаканĕ районти паллă музыкант Александр Анатольевич Никоноров пулчĕ. Вăл купăсне тăсса ярсан юрлас темесен те юрласа яратăн. Уйрăмах Олег Павлов такмакĕсем, П.Константинов, Э.Тимофеева, А.Васильева, Е.Шакова юрланă юрăсем куракансене тыткăнларĕç.

Сцена çине Анатолий Никоноров тухрĕ. Анатолий Васильевич кулăшла калавсем каласа «çуршар стакан хăйма çитерчĕ». Пĕр тăван Сергей, Дима, Артем Максимовсем тата Гена Александров «Четыре Ивана» шÿтлĕ юрра юрланине, Надежда Матросова хатĕрленĕ «Тест на беременность» сценкăна куракансем питĕ кăмăллă йышăнчĕç.

Концертăн иккĕмĕш пайĕ эстрада пулчĕ. Кунта вара институтра вĕренекенсенчен пуçласа шкула кайманни таранах хутшăнчĕç. Чи пĕчĕкки, пилĕк çулти Галина, анне çинчен сăвă каларĕ. Пĕрремĕш класа каякан Сережа Никоноров «Солнечные зайчики» юрра пурне те килĕшмелле юрларĕ. Ытти эстрада юрăçисене ятран каласа пĕтерме май та çук. Пурте пĕринчен тепри маттур. Шупашкартан килнĕ артистсенчен пĕрре те кая мар.

Концерт икĕ сехете яхăн пычĕ. Юлашкинчен сцена туп-тулли тулса ларчĕ. Уяв программине хутшăннă артистсем пурте пĕрле «Эй, тусăм, яра пар» юрра шăрантарчĕç. Куракансем ура çине тăрса алă çупса пĕрле юрларĕç.

Çак концертпа Шăхаль ялĕнче пурăнакансене те савăнтарнă. Çывăх кунсенче Анат Сурăма çитсе курасшăн.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика